Терроризм çулне пỹлмелли чи шанчăклă меслет - пирĕн кулленхи тимлĕх. Кашни çыннăн хăй пурăнакан хуçалăхра, подъездра, обществăлла ытти вырăнта асăрханулăх пирки манмалла мар. Çавна май хамăр енчен хăш-пĕр сĕнỹсемпе канашсем пани вырăнлă пулĕ. Террорла акт сиксе тухас хăрушлăх пулсан должноçри çынсен тĕп тивĕçĕсем. Хăрушлăх пирки ĕçченсене тỹрех пĕлтермелле. Работниксене çуртран илсе тухмалли плана тепĕр хут тĕрĕслемелле. Автомашинăсене тăратмалли вырăнсене тĕрĕслемелле. Çуртра хушма хурал тăратмалла. Путвалсемпе маччана хăпармалли алăксене яланах питĕрсе тăмалла, вĕсене тимĕр решеткесемпе карталамалла, час-часах пăхса, тĕрĕслесе тăмалла. Питĕрнĕ çăрасене тата пичетлесе илнĕ алăксене тĕрĕслеме ирĕклĕ дружинăсем йĕркелемелле. Палламан автомашинăсемпе ют çынсене асăрхасан тимлĕхе татах та ỹстермелле. Путвалсене е ытти çĕре пушатакан ешчĕксемпе коробкăсенче мĕнле япаласем упраннипе интересленни пĕрре те ытлашши мар. Террорла акт пулас хăрушлăх тухса тăрсан граждансен çакна пĕлмелле. Чỹрече каррисене хупмалла. Васкавлăн эвакуациленме япаласене, документсемпе укçана, хăвăрт пăсăлман апат-çимĕç продукчĕсене хатĕрлесе сумкăсене хумалла. Малтанхи пулăшу пама кирлĕ медицина препарачĕсене хатĕрлесе хумалла. Инкекре кỹршĕсемпе пĕр-пĕрне пулăшма калаçса татăлмалла. Çынсем уйрăмах нумай пухăнакан вырăнсенчен пăрăнса иртмелле. Информаци пĕлме май паракан хатĕрсене (радио, телевизор) ĕçлеме чармалла мар. Сире заложника илчĕç пулсан. Нумай чухне терактсем террористсем çынсене заложника илнипе вĕçленеççĕ. Кун пек чухне çухалса кайма кирлĕ мар, шанăçа çухатмасăр ыттисене хавхалантарма тăрăшмалла. Террористсене тарăхтармалла мар, хăвăра лăпкă тытмалла. Май пулмасан тарма ан хăтланăр, террористсене хирĕç ан тăрăр, вĕсем мĕн хушнине пурнăçлăр, вĕсене тĕплĕн сăнаса юлма тăрăшăр. Террористсенчен, алăксемпе чỹречесенчен аяккарах вырнаçма тăрăшăр, çапла туни вĕсене хирĕç тăнă чух сирĕн пурнăçăра упраса хăварма май парать. Çурта штурмланă чух питпе çĕре выртăр, пуçăра аллăрсемпе хуплăр. Суранлантăр пулсан хăвăра хăвăр пулăшма васкăр, сурансене тутăрсемпе, шарфсемпе е ал шăллисемпе çыхăр. Кỹршĕсене те пулăшма васкăр. Çурт çунма пуçласан çухалса каймасăр пушар хуралне пĕлтерме васкăр. Огнетушительсем пулсан вĕсемпе усă курăр. Çунакан вырăнтан пăрăнса шуса тухма тăрăшăр, синтетикăран хатĕрленĕ тумран хăтăлăр, ачасене утиялпа чĕркесе хăвăрт уçă сывлăша илсе тухăр, тĕтĕмрен асăрханса сывлав органĕсене ал шăллипе е ытти япаласемпе хупăрлăр. Терактсем ытларах ăçта пулма пултараççĕ? Вокзалта, пасарта, стадионта, лавккасенче, вĕренỹпе культура заведенийĕсенче, ача-пăча учрежденийĕсенче, больницăпа путвалсенче. Хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласен шутне пушă сумкăсемпе чăматансем, тулли хутаçсемпе енчĕксем, ют транспорт кĕреççĕ. Иккĕлентерекен хуçасăр япаласене асăрхасанах пĕр тăхтаса тăмасăр районти шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй уйрăмне е райадминистрацин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайне пĕлтермелле. Асăннă япаласен çывăхне пыма, алăпа тытма юраманнине асрах тытăр. Çак вăхăтра карас телефонпа калаçни те инкек кăларма пултарать: çыхăну хумĕ сирпĕнме пултаракан паллă мар хатĕре ĕçлеттерсе ярас хăрушлăх пур. Терроризм - общество тăшманĕ. Çавăнпа та кашнийĕнех сыхă пулмалла. |