Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хисеплĕ ентешсем!

 Кăçал Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 50 çул çитнине паллă тăватпăр. 1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче вăл çăлтăрсен анлăшне парăнтарса уçлăхра пуçласа çул хывакан тата паттăр ятне яланлăхах çĕнсе илнĕ. Çак ятпа 2011 çула Раççей космонавтикин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. 2012 çулхи çурла уйăхĕнче вара пирĕн чаплă ентешĕмĕр Андриян Николаев космонавт летчик пирвайхи хут космоса çĕкленнĕренпе 50 çул çитет. Унăн Чăваш Ен халăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ чаплă ĕçĕсене шута илсе Чăваш Республикин вăрçă, ĕç, Хĕç-пăшаллă Вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсионерĕсен) общество организацийĕ А.Г.Николаевăн сумлă скульптура композицине хатĕрлесе вырнаçтарма халăхран укçа пуçтарасси çинчен пĕлтерме йышăннă. Çак йышăнăва организацин пленумĕ ырланă. Палăка 2011 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулинче уçма палăртнă. Çавăнпа та укçана 2011 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен пухни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ветерансемпе пенсионерсем пуçламăш, районсен тата хуласен ветерансен канашĕсене ведомоçсем тăрăх укçа хывма, ытти гражданин, учрежденисем, организацисем, предприятисем, общество организацийĕсем тата политика партийĕсем "А.Г.Николаев палăкне тума" тесе палăртса республикăн Ветерансен канашĕн тỹлев шучĕ çине укçа куçарма пултараççĕ. Республикăн Ветерансен канашĕн пуçарăвне Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев ырланă. Хамăрăн банк реквизичĕсене пĕлтеретпĕр:

ИНН/КПП 2128020854/213001001 Чувашская Республиканская общественная организация ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органов. Р/с 40703810775220100068 в Чувашском ОСБ № 8613 г. Чебоксары БИК 049706609 К/с 30101810300000000609



"Елчĕк Ен"
16 февраля 2011
00:00
Поделиться