Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăн арçынсен вăййи

"Ылтăн шайба" клуб призĕсемшĕн пыракан ăмăрту анлă спорт çулĕ çине тухакансемшĕн чăннипех тĕрĕслев. Кунта çамрăк хоккеистсем хăйсен вăй-халне тĕрĕслеççĕ, характерне кăтартаççĕ. Чăваш Республикин шкул ачисен спартакиадине хутшăнса аслă ушкăнри, 1996-1997 çулсенчи çамрăксем республикăри финала хутшăннă. Вăл Патăрьелĕнче иртнĕ. Чăннипех пултаруллă çамрăк хоккеистсем. Кăçал юр нумай çуса тăнине пăхмасăр, Аслă Елчĕк, Елчĕк, Патреккел ялĕсенче хоккей площадкисене тасатсах тăчĕç, куллен тренировкăна тухрĕç. Кỹршĕ Тутарстанри Пăва хулинче искусственнăй пăр çине тухни те пулăшу кỹчĕ. Çамрăк хоккеистсене В.Чернов, О.Чернова, В.Хушкин хăйсен автомашинисемпе илсе çỹрерĕç. Ачасен маçтăрлăхне ỹстерме хоккей выляссипе палăрнă В.Орехов, Валерийпе Виталий Афанасьевсем, В.Хушкин, В.Кучаков, В.Чернов чылай пулăшрĕç. Республикăри финалти пĕрремĕш вăйăра Елчĕк районĕн çамрăк хоккеис-чĕсем Çĕмĕрле районĕнчи командăпа тĕл пулчĕç. Чи малтанах Çĕмĕрлесем 3 шайба çапса кĕртсе мала тухрĕç. Çапах Елчĕксем, В.Кучаковпа В.Хушкин тренерсем сĕнỹсемпе пулăшнипе, вăйă шутне танлаштарма çеç мар, çĕнтерме те пултарчĕç. Иккĕмĕш вăйăра Елчĕксем Патăрьелсемпе тĕл пулчĕç. Дима Обручковпа Родион Чернов тăрăшнипе Елчĕксем малта пычĕç. Вăйă пĕтесси 3 минут юлсан Патăрьелсем вăйă шутне танлаштарчĕç. Булит çапнă хыççăн Елчĕк район командин капитанĕ Евгений Хушкин вăйă шăпине татса пачĕ. Команда республика чемпионĕ пулса тăчĕ. Халĕ çамрăк хоккеистсем Можайск хулинче иртекен Раççейри финала хутшăнма хатĕрленеççĕ. 1998-1999 çулсенче çуралнă районти çамрăк хоккеистсем Канаш районĕнчи Сухайкассинче иртнĕ финалта вылянă, иккĕмĕш вырăна тухнă. Елчĕк, Аслă Елчĕк, Патреккел шкулĕсенче вĕренекенсене В.Кучаков, В.Афанасьев, А.Адюков тренерсем ăсталăха туптама пулăшнă.


"Елчĕк Ен"
16 февраля 2011
00:00
Поделиться