Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçне кура тупăшĕ

Акционерсен "Прогресс" хупă обществи районти чи пысăк тата малта пыракан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри. Кунта усă куракан çĕр лаптăкĕ 3997 гектар шутланать. Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх продукцийĕсене туса илнинчен пурĕ 86587 пин тенкĕ, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 2166 пин тенкĕ укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ. Таса тупăш 3671 пин тенке çитнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçи 10275 тенкĕпе танлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕнчи отчетпа суйлав пухăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, акционерсем, общество ветеранĕсем хутшăннă. Чи малтан пухăннисен умĕнче тĕп специалистсем, комплекслă бригадăсен бригадирĕсем тухса калаçнă. Вĕсем иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Отчетлă тапхăрта усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 152 центнер аш-какай, 685 центнер сĕт туса илнĕ, кашни ĕнерен вăтамран 6009 килограмм сĕт сунă. Ял хуçалăх çулталăкĕ нихçанхинчен те йывăр килнĕ. Типĕ, шăрăх çанталăк условийĕсене пула пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 6251 центнер е кашни гектар пуçне шутласан вăтамран 9,4 центнер анчах пухса кĕртме май килнĕ. Çавна май ỹсен-тăран отраслĕ, пытармалли çук, ытти ял хуçалăх предприятийĕсенчи пекех , услам мар, тăкак кỹнĕ. Çулталăк тăршшĕпе ял хуçалăх предприятийĕн шучĕ çине пырса кĕнĕ укçа-тенкĕн пысăк пайĕ выльăх-чĕрлĕх отрасльне тивĕçет. Çапла, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни кирек хăçан та тупăшлă пулнине тепĕр хутчен курса ĕненетпĕр мар-и? Çакна ăнланса акционерсен "Прогресс" хупă обществинче выльăхсен хисепне май пур таран ỹстерсех пыраççĕ. Иртнĕ çулхи çанталăк условийĕ кăларса тăратнă лару-тăрура та кунта выльăхсен хисепне сыхласа хăварнă, вĕсене ăнăçлă хĕл каçараççĕ. Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕн фермисене реконструкцилес тата модернизацилес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Пухура тухса калаçакансем çĕнĕ технологисене алла илессипе П.Скворцов директор тата ытти специалистсем хăйсене шанса панă вырăнсенче пысăк пуçарулăхпа тимленине палăртнă. Çавна май кун йĕркинче çирĕплетнĕ ыйтăва - акционерсен хупă обществин директорне суйлассине те акционерсем тавлашусăр татса панă. Пурте пĕр шухăшлă пулса П.Скворцова хăйнех тепĕр вăхăта ертỹçĕ пулма суйланă. Пухура тухса калаçнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин акционерсен "Прогресс" хупă обществи районта нумай ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине, район экономикине çирĕплетессинче пысăк тỹпе хывнине палăртса каланă. Юлашкинчен агропромышленность комплексне аталантарассинче пысăк тỹпе хывнă ĕçченсене - М.Алексеева бухгалтера Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин, Т.Арбузова тĕп бухгалтера Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисем, акционерсен тепĕр ушкăнне - производствăра малта пыракансене район администрацийĕн Хисеп грамотисем, хаклă парнесемпе укçан премисем парса чыс тунă. Уй-хир ĕçченĕсен тата выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансен ячĕпе уяв концерчĕ те иртнĕ, вĕсем чăваш эстрада çăлтăрĕсен пултарулăхне курса савăннă.


"Елчĕк Ен"
16 февраля 2011
00:00
Поделиться