Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çынсене хỹтлĕхпе тивĕçтереççĕ

 Елчĕк район прокуратури вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, предприятисемпе организацисем, учрежденисем, должноçри çынсем, общество тата политика организацийĕсем саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăрать. Граждансене хỹтлĕхпе тивĕçтересси пирĕн ĕçре тĕп вырăн йышăнать. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыни пур сферăнах асăрхаса тăма май парать. 2010 çулта районта саккуна пăснă 1038 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çав шутран 121 ĕçе хирĕçленĕ, 495 тавăçпа заявлени тăратнă (пурĕ 7265 пин тенкĕлĕх) , 320 представлени çырса 291 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Судсем пурĕ 495 тавăçпа заявлени пăхса тухса вĕсене пурне те тивĕçтернĕ. Çав шутран граждансен интересĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă тавăçпа заявленисен шучĕ 481-пе (7265 пин тенкĕлĕх), çынсен ĕçлев прависене хỹтĕлессипе çыхăннисем 385-пе (7226 пин тенкĕлĕх) танлашнă. Çут çанталăк сыхлавĕн саккунĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе тăрасси те пирĕн тĕп ĕç шутĕнче. "Яльчикский ЦСОН" патшалăх учрежденийĕ, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, Курнавăш ял тăрăхĕ, "Светлана" суту-илỹ центрĕ" ООО, "Лидер" ООО, Таяпа Энтри шкулĕ, Карл Маркс ячĕллĕ ЯХПК, "Клевер", "Стройэнергосервис" ОООсем асăннă саккунсене пăхăнманнине тупса палăртнă, вĕсен ертỹçисене тивĕçлипе явап тыттарнă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсен шутне çавăн пекех ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсене ĕç укçи тỹлес йĕркене пăхăнманнине, предприятисемпе организацисен ертỹçисем ĕçпе тивĕçтерекен центра вакантлă вырăнсем пуррине пĕлтерменнине те кĕртмелле. Иртнĕ çул асăннă йĕркесене пăснине тупса палăртса суда пурĕ 44 тавăçпа заявлени тăратнă. Çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлесси - яланах чи малтан пурнăçламалли тĕп ыйтусен шутĕнче. Вĕсене хỹтĕлес тĕллевпе йышăннă саккунсем туллин пурнăçланса пынине те çирĕп тĕрĕслетпĕр. Тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парайманнисене ирĕксĕрех ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарма тивет. Пĕлтĕр прокуратура ĕçченĕсем çул çитменнисен ирĕкĕсене хỹтĕлесе суда 36 тавăçпа заявлени тăратнă. Çав шутран 5-шĕ ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕнчен хăтарассипе, 7-шĕ вĕренỹ учрежденийĕсене ачасене пĕлỹ парас ĕçре кирлĕ пурлăхпа техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерессипе, 14-шĕ Ленин ячĕллĕ тата "Марс" ЯХПКсенчен ĕç укçи шыраса илессипе (пурĕ 20 пин тенкĕ) çыхăннă. Çаксемсĕр пуçне пурăнмалли çурт-йĕр саккунĕсен требованийĕсене пăхăнманнине хирĕç кирлĕ мерăсем йышăнманни саккуна хирĕçле пулнине палăртса Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ тĕлĕшĕпе 1 тавăç тăратнă. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакан Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникне А.С.Журавлева çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ирĕк пуррисен черетне тăратма тивĕç пулнине палăртса вăл пурăнакан ял тăрăхĕн администрацийĕ тĕлĕшĕпе те тавăç тăратнă. Елчĕк ял тăрăхĕнче те çакăн евĕр тĕслĕх пулчĕ. Район прокуратури Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранне М.Д.Абрамовăна та çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ирĕк пуррисен списокне кĕртме тивĕç пулнине çирĕплетсе Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ тĕлĕшĕпе суда тавăç тăратнă. Суд тавăçсене туллин тивĕçтернĕ. Прокуратура ĕçченĕсем çавăн пекех инвалидсене хỹтĕлесе, саккуна пăхăнман ытти чылай тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларса тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.


"Елчĕк Ен"
16 февраля 2011
00:00
Поделиться