"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" кăçал 29-мĕш хут старт илчĕ. Ытти çулсенче ăна пысăк хуласенче ирттернĕ пулсан, кăçал 3-мĕш хут республикăри район центрĕсенче те йĕлтĕрпе чупакансен массăллă ăмăртăвне йĕркеленĕ. Пĕлтĕр районта 800-е яхăн йĕлтĕрçĕ йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă пулсан, кăçал 1150-шĕ массăллă чупăва хутшăнчĕ. Елчĕкри "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче вырнаçнă ипподром территорине çынсем йышлă пухăннă. Йĕлтĕрçĕсемпе курма пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Васильев, Шупашкарти педколледж директорĕ, республикăри Пенсионерсен канашĕн председателĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ В.Сапожников саламларĕç. Сивĕ çил-тăман алхасни йĕлтĕрçĕсен массăллă чупăвĕн программине улшăнусем кĕртме хистерĕ. Иртнĕ çулсенче командăсем ăмăртăва эстафета мелĕпе ирттернĕ пулсан, кăçал йĕркелỹ комитечĕ шкулсенче вĕренекенсене çеç эстафетăна хутшăнма ирĕк пачĕ. Тĕп тата вăтам шкулсенче пĕлỹ пухакансем старта тухрĕç. Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти çамрăк йĕлтĕрçĕсем яланах пысăк кăтартусем тăваççĕ. Кăçалхи "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" массăллă чупура та вĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Кĕçĕн Таяпасен команди - иккĕмĕш. Виççĕмĕшĕсем - кỹршĕ Тутарстанри Пăва районĕнчи Лашчапуçĕнчи тĕп шкулта вĕренекенсем. Çакăнти ачасем çулленех пирĕн районта иртекен ăмăртусене хутшăнаççĕ: "Елчĕк ен" хаçатăн призĕсемшĕн иртекен çăмăл атлетсен çурхи кросĕ, "Наци кросĕ" ăмăрту. Вĕсем яланах призерсен йышĕнче. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчи спортсменсен ăмăртăвĕсенче Аслă Елчĕксемпе Елчĕксем, Курнавăшсем яланах малти вырăнсемшĕн тупăшаççĕ. Хальхинче хĕрỹ кĕрешỹре Аслă Елчĕксем мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕкри, Курнавăшри шкулсенчи çамрăк йĕлтĕрçĕсем. Мала тухнисем район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллин аллинчен Дипломсемпе асăнмалăх призсем илчĕç. Массăллă старта тухнисем питĕ йышлăн пулчĕç. Спорт уявĕнче йĕлтĕр йĕрĕ çине ертỹçĕсемпе ĕçлекенсем, районăн хисеплĕ хăнисем, спорт ветеранĕсемпе спорт çемйисем те хутшăнчĕç. Çанталăкĕ сивĕ, тăманлă пулнине пăхмасăр, кашниех хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Спорт уявĕнче суту-илỹ палаткисем ĕçлерĕç, йĕлтĕрçĕсене вĕри чейпе сăйларĕç. Культура ĕçченĕсем пухăннисене ташă-юрăпа савăнтарчĕç.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.