Иртнĕ çулхи çулталăк вĕçĕнче пирĕншĕн, Чăваш çĕр-шывĕнче пурăнакансемшĕн, арман чулĕ пек йывăррăн пусса тăракан пысăк хуйхă пулчĕ: сухăр шăршине саракан ем-ешĕл чăрăш умĕнчи хаваслăх-савăнăçа Геннадий Никандрович Волковăн вăхăтсăр вилĕмĕ хупласа хучĕ. Ара, нумай пулмасть кăна-ха вăл тăван халăхăн ывăл-хĕрĕпе тĕл пулса, хăйĕн яланхи тараватлăхĕпе ытарми чăваш чĕлхин янравлăхне тĕпе хурса ăш пиллĕ сăмахсем каланăччĕ мар-и? Вĕсем вара пире сумлă та мухтавлă ăсчах юлашкинчен панă пил вырăнне пулчĕç. Геннадий Никандрович аслă ăру çыннисен çул-йĕрне малалла такăрлатса пыма, сăпка юррипе пĕрле ăша хывăннă атте-анне чĕлхине, йăли-йĕркине хисеплеме, ăна хушса, пуянлатса пыма чĕнсе каларĕ. Паянхи арпашуллă та пăтрашуллă саманара Иван Яковлев Патриархăмăрăн вилĕмсĕр ĕçне чăн-чăн чăваш тỹсĕмлĕхĕпе малалла шанчăклăн пурнăçа кĕртсе пынă Çыннăн хĕрỹ чун-чĕринчен тухнă сăмахсем вĕсем - пирĕн пуласлăх программи, ăна тĕллевлĕн çирĕплетесси ытти ĕç-хĕлпе ниепле те улăштарма çук çул-йĕр. Елчĕк çĕрĕ "çунат парса" анлă уçлăха "вĕçтернĕ" ăсчаха манăн ăмăрт кайăкпа танлаштарас килет. Чăн та, Чăваш çĕр-шывĕнче çак кайăка илĕртекен тусем çук, анчах поэт каларăшле, Волков пек Улăпсене çуратакан ăслă та аслă, Кавказ тăвĕсем пекех пысăк халăх пур. Хăй пурăннă чухне Геннадий Никандрович нихăçан та сăпайлăхпа чыс картĕнчен тухман. Чĕлхене ирĕке ярса калаçассине хирĕçлетчĕ вăл, ытларах çынсене тăнлама, çунатлă каларăшсене ăша хывма тăрăшатчĕ. Пĕррехинче манăн унран Чăвашрадио валли интервью илме тивнĕччĕ. Калаçу пуçламăшĕнче те радио итлекенсене акă мĕнлерех пĕлтерсеччĕ: "Халĕ хамăрăн микрофон умне Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне, Иван Яковлевич Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕн Этнопедагогика наука тĕпчев институчĕн директорне, педагогика ăслăлăхĕсен докторне Геннадий Никандрович Волков академика чĕнетпĕр" _ терĕм те, вăл магнитофона чарма ыйтрĕ, çавăнтах: "Манăн титулсене пĕр сиктермесĕр калани кирлех мар пуль. Эфир вăхăтне перекетлемелле", - тесе астутарчĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ вăл мĕнлерех хисеплĕ ятсене тивĕçни пирки чĕрĕкне те асăнмарăм-ха! Вĕсене пĕтĕмпех илсе кăтартас пулсан, хаçатра та самаях анлă лаптăк йышăннă пулĕччĕç. Ăсчах кирек ăçта та - Калмăкра та, Тывара та, Кăркăстанра та, Саха-Якутире те, Германири Эрфурт университетĕнче те хăйне çав тери сăпайлă тытнă, хăш-пĕр ăслăлăх çыннисем пек кăкăр çапса мухтанман, талăка 24 сехете мар, 25 сехете çити тăснă, тарăн шухăшлă лекцисем вуласа ĕшĕннĕ хыççăн та канман, педагогика темипе статьясем, кĕнекесем, монографисем çырнă. Хама илес пулсан, эпĕ - ăслăлăхран чылай аякра тăракан çын, анчах мана Аслă Елчĕк чăвашĕ кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăвакан вышкайсăр пысăк ĕç хавхалантармасăр та пултарайман. Геннадий Волковăн çăл куç таппиллĕ иксĕлми ĕçченлĕхне яр уççăн та туллин туйса тăнă май ăна халалласа пĕр сăвă кăна хайламан эпĕ. Акă, 2001 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче çырнă акросăвă: Хăвна çуратнă халăх ячĕпе Ун ывăлĕ пулса пуплен чипер. Ниçта кайсан та курмăн намăс, хур - Аксакалпа мăнаçлăхлă ăс пур. Чăвашлăх çăлтăрне çỹлте çутса, Истори çулĕпе пыран утса. Камсем сан çывăх тусусем, камсем? - Ача пек ырă чунлă этемсем: Шыравçăсем, çыравçăсем тата Кĕнекесем: вĕсен çути шалта. Ăсчах тасан пăхать тĕнче çине: Ретрен курать вăл хăй ачисене - Аталанун анин калчисене. Хăй вăхăтĕнче Хуначи Каш- кăр (Геннадий Волков) çырнă "Юманпа Хĕвел" кĕнекене парти идеологийĕн витĕмне тĕпе хуракан "критиксем" çапса хуçнăччĕ. Эпĕ, çав кĕнекене хỹтĕлесе, район шайĕнчи хаçатра та пулин статья çапса кăларнăччĕ. Чăваш наци вулавăшĕнче тĕл пулсан, критика саламачĕн "тутине тăраничченех" ас тивсе курнă çыравçăна çав хайлава хăю çитерсе патăм. "Манпа пĕр шухăшлисем пур чухне эпир тĕрĕс çул-йĕрпех утатпăр, - терĕ Геннадий Никандрович унпа паллашнă хыççăн. - Тавах сана, шăллăм, хута кĕнĕшĕн. Эпир юман пекех чăтăмлă та тỹсĕмлĕ, хĕвелрен вара вăй-хал илсе тăратпăр. Юманпа хĕвел - чăваш халăхĕн вилĕмсĕр символĕсем, вĕсен çумне нимĕнле пылчăк та çыпăçăнаяс çук..." Пуçа çĕклесе капашсăр мухтанасси юнра та пулман унăн. Унăн кăна-и, Евдокия Михайловнăпа Никандр Никитич Волковсен ытти икĕ ачи те аслă пиччĕшнех хывнă мар-и! Анатолий Никандровичпа Зинон Никандрович иккĕшĕ те - Чăваш çĕр-шывĕн сумлă, чаплă çыннисем: медицинăра ăнăçлă утăмсем тунă хушăрах çыру сĕтелĕ хушшине кĕрсе ларма та вăхăт тупаççĕ. Эпĕ, Пушкинпа Хусанкай пекех, кĕркуннене юрататăп, - тетчĕ Геннадий Никандрович. - Хам кĕркунне çуралнăран-ши? Сăмах май, манăн атте те çав вăхăтра килнĕ çут тĕнчене - эпир иксĕмĕр те юпа уйăхĕн вĕçĕнче çуралнă. Анне вара пуш уйăхне кăмăлланă. Пуш уйăхĕнче килсе, 94 çула çитсе, пуш уйăхĕнчех уйрăлса кайрĕ пирĕнтен. Вăл ачисене те вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттерме пиллесе хăварчĕ... Питех те шел, аслă ывăлне шăпа вăрăм ĕмĕр пиллемерĕ çав. Вăл сакăр вун виççĕ тултарнă хыççăн виçĕ уйăх та пурăнаймарĕ, çĕре кĕчĕ. "Çĕре кĕчĕ тесе çырнă чухне калемĕм "такăнчĕ": ăсчах çак çĕр çинчен вилĕмсĕрлĕх тĕнчине куçрĕ. Геннадий Волковăн шедевр шайĕнчи ĕçĕсем чăваш педагогикин ылтăн сентри çинче вырăн тупрĕç. "Чăваш педагогикинче" тени ансăр, вырăнсăр ăнлав, унăн кĕнекисене пĕтĕм тĕнче юратса та кăсăкланса вулĕ, вĕрентекенсем вĕсенче хăйсене канăç паман ыйтусен хуравĕсене шырĕç. Çĕнĕ çула кĕрес умĕн кăна-ха эпĕ Вологда облаçĕнче пултăм. Кадуй районĕнчи Андогăри вăтам шкул директорĕпе Людмила Александровна Ивановăпа тĕл пулсан, вăл мана Геннадий Никандрович алă пусса парнеленĕ кĕнекесене кăтартрĕ. "Раççей Педагогика академийĕнче сирĕн ентешĕр вуланă лекцисене итлесе тĕлĕннĕччĕ, - терĕ Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. - Вăл уçнă этнопедагогика пирĕншĕн "уçман çерем" пекех пулчĕ. Академик мана та хăйĕн икĕ кĕнекине халал сăмахĕсем çырсах пачĕ. Вĕсене кулленхи ĕçĕмре тăтăшах алла тытса вулатăп..." Людмила Александровнăна Волков вилни çинчен пĕлтерсен, вăл çапла каларĕ: "Кун пек çынсем вилмеççĕ, хăйсенчен маларах кайнă ăсчахсемпе тĕл пулма çăлтăрлă уçлăха вĕçсе хăпараççĕ вĕсем". Мĕнех, тĕрĕсех палăртать педагог. Геннадий Никандровичăн чунĕ те - çăлтăрсен тĕнчинче пулĕ. Сухомлинскипе, Лихачевпа юнашар... Çĕнĕ çула пырса кĕрес умĕн вăл тăван халăх патне яланлăхах таврăнчĕ. Чăваш çĕр-шывĕнче унăн ăс-хакăлĕ çутă çăлтăр пекех ялтăраса тăрĕ, вăл лартнă кĕреш юман йĕри-тавра парка çĕнĕ хунавсем ĕрчевлĕ çĕкленĕç, вĕсене кăн-кăвак тỹперен вут-кăваррăн хĕмленсе çиçекен хĕвел çепĕç асамлăхĕпе савса лăпкĕ. Юманпа хĕвел ĕмĕр-ĕмĕр чăваш çыннин тасалăхĕпе ăсне палăртакан символсем пулĕç. |