Раççей космонавтикин çулталăкĕнче республикăн тĕп хулинче пирĕн ентешĕн, СССР космонавт летчикĕн, легендăна кĕнĕ Андриян Николаевăн тата тепĕр палăкне лартма палăртаççĕ. Çак шухăша Правительство çуртĕнчи тĕл пулура Михаил Игнатьев Президент тата Чăваш Республикинчи вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен (пенсионерсен) общество организацийĕн председателĕ Алексей Скворцов сỹтсе явнă. Алексей Васильевич Смоленскра часах Андриян Николаевăн гранит палăкне вырнаçтарасси çинчен каласа панă, хăйĕн скульптура композицийĕн проекчĕпе паллаштарнă. Ăна вăл Шупашкарта Калинин тата Николаев урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта лартма сĕннĕ. Авторсен шухăшĕпе монумента 2012 çулта уçмалла. Республика пуçлăхĕ мĕн пур ĕçе 2011 çулта вĕçлеме сĕннĕ. "Çĕр-шыв Юрий Гагарин космоса вĕçнĕренпе 50 çул çитнине паллă тунă, уçлăха парăнтарнисене чысланă çулта пирĕн хамăрăн паттăра, ентеше Андриян Григорьевич Николаева тивĕçлипе хисеплесе сума сумалла. Проекта тепĕр хут тимлĕн тишкермелле, хак памалла, шухăшланине пурнăçа кĕртмелле", - тенĕ Михаил Игнатьев. Скульптура композицийĕн тулли хакĕ - 8 млн тенкĕ. Палăка "халăх укçипе" тума палăртаççĕ - хăйсен ирĕкĕпе укçа уйăракан предприятисен, çынсен шучĕпе. Республика пуçлăхĕ çак проекта пурнăçламашкăн пулăшма хатĕр пулнине, тăкаксен пĕр пайне республика бюджечĕ хăй çине илессе пĕлтернĕ. Укçа-тенке Чăваш Республикин ветерансен канашĕ пухĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.