Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Алă ĕçĕн ăстисем пĕтмен-ха

 Ĕлĕкхи вăхăтра çынсем пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă. Хĕрарăмсемпе çамрăк хĕрсем пир тĕртнĕ. Пир тăрăхĕсенчен кĕпе-тумтир çĕлесе тăхăннă. Пир тĕртесси çăмăл ĕç мар. Малтан çип сыпса хатĕрлемелле, пир валли вара вăл сахал мар кирлĕ. Кайран çăмхари çипсене сỹтсе хутăрсем тунă, вĕсене килтех тĕрлĕ сăрăсемпе пĕветнĕ. Пир тăрăхĕсене темле тĕрĕллĕ те тума пĕлнĕ, тĕррисем тăрăх вĕсен ячĕсем те тĕрлĕрен пулнă. Кĕписене те алă вĕççĕн çĕленĕ, çĕвĕ машинисем никамăн та пулман. Эпĕ астăвасса ялта Хĕветĕр Сорокинăн анчах ураллă çĕвĕ машини пурччĕ. Вăл кĕрĕксемпе пальтосем çĕлеме пĕлетчĕ. Пир тĕртсе кĕпесем çĕлесси иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче анчах пăрахăçа тухса пычĕ. Çав çулсенче пир-авăр фабрикисенче тĕртнĕ тĕрлĕрен пусма-тавара лавккасенче сутма пуçларĕç. Чăваш хĕрĕсем пусмаран çĕленĕ икĕ аркăллă кĕпесем çинчен тĕрленĕ шурă, хура саппунсем çакса çỹреме, пуçĕсене тĕрленĕ шурă тутăрсем çыхма пуçларĕç. Тепĕр кăткăс ĕç - алă вĕççĕн тĕрĕ тĕрлесси пуçланса кайрĕ. Ялта пурăнакан çамрăк хĕрсем тĕрĕ тĕрлеме, чĕнтер çыхма пикенчĕç. Пĕр-пĕринпе ăмăртса хитререн те хитре тĕрĕллĕ саппунсем, тутăрсем, турăш умĕн каркăçĕсем, вырăн çине витмелли покрывалăсем, минтер пичĕсем тĕрлеме тытăнчĕç. Нумайăшĕ стена çине çакмалли кавирсем те тĕрлерĕ. Пысăк тĕрĕсене рамкăсем çине вырнаçтарса стенасем çине çакатчĕç. Хĕрсем пĕрле пухăнса пĕр-пĕр çуртра улах ларатчĕç, лампа çутипе хăшĕ тĕрĕ тĕрлетчĕ, хăшĕ чĕнтер çыхатчĕ. Каччисем те кунта пуçтарăнатчĕç. Ун чухне хальхи пек клубсем пулман. Хĕрсем качча тухма хăйсем валли тупра хатĕрленĕ. Туйра вĕсем хăйсем тĕрленĕ, çыхнă япалисене йăлтах каччă килĕнче выставкăна кăларнă пек пỹрте çакса хунă. Туй халăхĕ тата курма пынисем вара кайран камăн тĕррисем илемлĕ те нумай пулни пирки тем вăхăтчен сỹтсе явса калаçнă, хак панă. Çак çулсенче ял хĕрĕсем пĕр е кỹршĕ ял каччисене качча кайнă, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра çамрăксем ялтах тĕпленсе пурăннă, хуласене ĕçлеме тухса каякансем сахал пулнă, каяс тесен те колхозран справка паман. Аслă шкулсене вĕренме кайма çитмен пурнăç чарса тăнă. Ашшĕ çуккисене татах та йывăра килнĕ. Мана та асанне вĕренме ярасшăн пулмарĕ. "Хĕр ачасем торф кăларма каяççĕ, эсĕ те çавăнта кай, укçа ĕçлесе илетĕн, тумланса килетĕн", - тетчĕ. Эпĕ асанне каланине итлемерĕм, малалла вĕренме, кĕçĕн классене вĕрентекен учитель пулма педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Выçăллă-тутăллă пулсан та, вĕренсе пĕтертĕм. Паллах, эпĕ ялти хĕрсем пек нумай тĕрĕ тĕрлеймерĕм, чĕнтерсем çыхаймарăм. Вĕреннĕ чухне çакна тума майĕ пулман, кĕнекесем вуламалла пулнă. Çулсем иртнĕ май тĕрĕ тĕрлесси, чĕнтер çыхасси те йăларан тухса пычĕ, вĕсем арча тĕпне кĕрсе вырнаçрĕç. Çапах та ялсенче алă ĕçне ăста пĕлекенсем, юратса тăвакансем пĕтмен-ха. Вĕсем çăм арлама, чăлха-нуски çыхма юратаççĕ. Вĕсенчен пĕри пирĕн ялти 60 çултан иртнĕ Екатерина Соколова пенсионерка. Çамрăк чухне ун пек хăвăрт тĕрĕ тĕрлекен, чĕнтер çыхакан пулман та пулĕ, такама та саппун-тутăр тĕрлесе панине калать. Хăйĕн хĕрĕсене те çак ĕçе çамрăкранах хăнăхтарнă. "Халĕ хулара пурăнаканскерсем пĕр тĕррине те илсе каймарĕç, ахалех арчара усăсăр выртаççĕ", - тесе ỹпкелешет ватă. Пур пĕрех алă ĕç тума пăрахмасть вăл. Мĕн çĕннине курать, пурне те хăй аллипе тума пуçлать. Çурăм çине çакмалли чĕнтер тутăрсем çыхса хĕрĕсене, мăнукĕсене парнелет, илемлĕ çипсенчен тенкелсем çине хумалли хатĕрсем, минтер пичĕсем, мунчара çăвăнмалли тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ мунчаласем çыхать, вĕсене тăванĕсене парнелет. Кунне 3 йĕке çăм арлама пултарать е пĕр мăшăр çăм нуски çыхаять. Алсишсене илемлетсе çыхать. Ялта ун пек правур ватă урăх çук та пулĕ. Çамрăк хĕрарăмсенчен Таяпа Энтринче Алина Галкина ылтăн алăллă, теççĕ. Вăл çĕвĕ çĕлеме питĕ ăста иккен. Чỹрече çине кармалли ламбрекенсене лавккасенче сутаканнисенчен те илемлĕ çĕлеме пултарать теççĕ. Анчах вăл çĕвĕ çĕлесе сутса аппаланмасть, тăванĕсем валли кăна çĕлесе парать. Галкинсен тĕп ĕçĕ - çĕр ĕçĕпе ĕçлесси. Вĕсем фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, тĕрлĕ пахча çимĕç, тырă акса ỹстерсе тупăш илеççĕ. Пурнăç улшăнса пырать, ĕлĕкхи йăла-йĕркесем те манăçса пыраççĕ. Апла пулин те чăваш çĕр-шывĕ çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ пулнине чăваш халăхĕ асра тытать...


"Елчĕк Ен"
05 февраля 2011
00:00
Поделиться