Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çулсем иртеççĕ, аса илỹсем юлаççĕ

Шел пулин те, Геннадий Никандрович Волков пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче вăл çут тĕнчерен уйрăлнин 40 кунне аса илтĕмĕр... Эпĕ Геннадий Никандровича 1945 çултанпах пĕлнĕ, пуçласа вара унпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче паллашнăччĕ. Елчĕк районĕн хĕрĕсемпе каччисем чылаййăн вĕренетчĕç унта. Ял ачисем, туслă пурăнаттăмăр. Геннадий Волкова пурте Кени тесе чĕнеттĕмĕр. Çулсем иртнĕ май çынсем час-часах пĕр-пĕрне манаççĕ. Анчах Кени хăй çинчен аса илтерсех тăчĕ, эпир унăн çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлсех тăнă. Тĕл пулсан вара студент çулĕсене аса илеттĕмĕр. Вăл нихăçан та хăйне пысăка хуман, пуринпе те ăш пиллĕн, сума суса калаçнă. Геннадий Никандрович хăйĕн 70 çулхи юбилейне те чунĕ хушнипе Аслă Елчĕкре ирттерме кăмăл турĕ. Тăван ял халăхĕ те унăн умĕнче пуç тайрĕ... 2009 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Аслă Елчĕк ялĕ пуçланса кайнăранпа 450 çул çитнине сумлăн уявларĕç. Ентешсем нумаййăн килсе çитрĕç кунта. Волковсен виçĕ ывăлĕ те яла килсе пуринпе те курнăçрĕç, ял-йыша ырлăх-сывлăх сунчĕç. Геннадий Никандровичпа уйрăммăн калаçмалли самант та тупăнчĕ, хамăрăн çамрăклăха аса илтĕмĕр, асăнмалăх, пĕр-пĕринпе урăх тĕл пулмасса пĕлнĕ пекех, сăн ỹкерттертĕмĕр. Аслă Елчĕк шкулне Геннадий Волков ятне панишĕн тата епле мăнаçланмăн? Савăннипе чунра сăвă йĕркисем те çуралчĕç: Ахальтен паман шкула Паллă ăсчахăн ятне. Кашкăр Никандр ачин ячĕ юлĕ ĕмĕре. Çут çанталăк саккунне хирĕçлеме çук: çын пурнăçĕ тепĕр чухне кĕтмен-туман çĕртенех татăлать. 2010 çулхи раштав уйăхĕнче Геннадий Волков тăван шкулпа сыв пуллашма килчĕ тейĕнех. Ун чухне вăл шкул ачисемпе, учительсен коллективĕпе тĕл пулчĕ. Çав кунхи юлашки ăш пиллĕ тĕл пулу, хавхалануллă, савăнăçлă калаçу пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех упранĕ. Канлĕ вырăн пултăр ỹркенмен чăваш ачине - Кенине...


"Елчĕк Ен"
05 февраля 2011
00:00
Поделиться