Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăрăшуллисене патшалăх пулăшать

Тăрăшса, çанă тавăрса ĕçлекен ял тăрăхĕсене малаллах аталанма пулăшса патшалăх тĕрлĕ конкурс йĕркелет. Çакăн евĕр конкурссенчен пĕри вăл - "Конкурс по компактной застройке села". Чи малтанах çак конкурсра Елчĕк ял тăрăхĕ çĕнтерчĕ пулсан, иртнĕ çул ăнăçу Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн аллинче пулчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Рыбкин пĕлтернĕ тăрăх, çак конкурсра çĕнтерсе республикăри тата вырăнти бюджетсенчен тивĕçнĕ 2 миллион та 850 пин укçа-тенкĕпе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă. Чи малтанах Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи культура çуртне тĕпрен юсанине палăртмалла. Кунта ытла пысăк чỹречесене пĕчĕклетсе пластик чỹречесем вырнаçтарнă, йывăç алăксене тимĕррисемпе улăштарнă, пĕчĕк залра тата фойере пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ, культура çурчĕ умĕнчи тамбурта тата фойере плитка сарнă. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне тĕпрен юсанине, ялти шкулта пластик чỹречесем вырнаçтарнине асăнмалла.


26 января 2011
00:00
Поделиться