Ỹслĕк тĕрлĕрен пулать
Т.КРАВЧЕНКО. |
Эпир ỹслĕке чир тесе шутлатпăр та, тĕрлĕ эмел пулăшнипе ăна хăвăртрах пĕтерме ăнтăлатпăр. Тĕрĕссипе вара организм ỹслĕкпе хỹтĕленет, вăл пулăшнипе тип пырпа ỹпкене пухăннă çăра сурчăкран, тусан пайĕсенчен, тĕтĕмрен, чир инфекцийĕсенчен тасалма тăрăшать. Нумай чухне ỹслĕк шăннинчен пуçланнине лайăх пĕлетпĕр. Малтанах типпĕн ỹсĕретпĕр, каярахпа вара çăра сурчăк тухма тытăнать. Çакă вара организмшăн сиенлĕ мар, усăллă та. Мĕншĕн тесен организм чир вăхăтĕнче пухăннă çăра сурчăкран тасалать. Çавăнпа та ỹслĕкпе тĕрлĕ эмел ĕçсе кĕрешни - йăнăш утăм. Ку тапхăрта организма хăвăртрах тасатас тесен сурчăк шĕветекен тата ăна кăларакан эмелсемпе усă курмалла. Шăннипе пуçланнă ỹслĕк виçĕ эрнерен ытла тăсăлмалла мар. Анчах та вăраха кайнă, 3 уйăх таран пыракан ỹслĕк те пулать. Çакă чир йывăрланнине пĕлтерет, ăна сиплеме кăткăсрах. Кун пек чухне чирлĕ çынна тарăнрах тĕрĕслемелле, ăна рентген, флюорографи витĕр кăлармалла, сурчăкне тĕпчемелле тата ытти те. Вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх чирпе бактерисене хирĕçле терапи меслечĕсемпе кĕрешмелле. Ỹслĕк виçĕ уйăхран та иртмесен вăл шала кайнă чир шутланать. Унăн чи анлă сарăлнă сăлтавĕсенчен пĕри - пирус туртни. Пилĕк çул хушши кунсерен 10-15 сигарет туртсан кирек камăн та тип пыр е ỹпке чирĕсем пуçланĕç. Сайра пулин те сиенлĕ йăлана парăнманнисем те вăраха кайнă ỹслĕкпе аптраççĕ. Ỹслĕк апатланнă вăхăтра е кăшт каярах пуçлансан гастроэнтеролога тĕрĕслеттермелле. Çакă ытларах вар-хырăм тата пыршă çулĕсен чирĕпе çыхăннă. Ун пек чухне кăкăр та хĕртет. Стресс вăхăтĕнче пуçланакан ỹслĕк нерв тытăмĕ хавшанине кăтартакан паллăсенчен пĕри. Çавăнпа та кун пек чухне психотерапевтпа канашламалла. Аллергиллĕ ỹслĕк те пур. Çакă, паллах, аллергенпа çыхăннă. Кун пеккине сиссен аллергологран консультаци илмелле. Ỹслĕк каçхине, çывăрнă чухне нушалантарма тытăнсан, тен, сирĕн чĕре чирлĕ. Çапла вара, ỹслĕкпе кĕрешме пуçличчен унăн сăлтавне тишкерсе пĕлĕр. Унсăрăн лайăх сипленме йывăртарах пулĕ. |
"Елчĕк Ен"