Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ

ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ 2010 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин çар хатĕрленỹ службин уйрăмĕн начальникĕ А.Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Елчĕк район сучĕн председателĕ С.Кузнецова, район прокурорĕн çумĕ И.Романов хутшăнчĕç. Çулталăк пуçламăшĕнче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе итогсене тишкересси, малашлăх плансене палăртасси йăлара. 2010 çулта преступленисен шучĕ 17,6 процент чакнă (2009 çулта - 165, 2010 çулта 136 преступлени регистрациленĕ). Ỹсĕрле тата çул çитменнисем, обществăлла вырăнта, ушкăнпа тунă, хулиганла пĕчĕк ĕçсем тăвассипе çыхăннă преступленисем ỹсни пăшăрхантарать. Иртнĕ çул хĕрарăма мăшкăлланă 2 тĕслĕх пулнă. Иртнĕ çул административлă право йĕркине пăхăнманшăн 3936 çынна явап тыттарнă, пурĕ 847850 тенкĕлĕх штрафланă. Çав шутран суту-илỹ йĕркине пăхăнманшăн - 75, хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн - 132, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн - 744, çемьере хирĕçнĕшĕн - 80, сутас тĕллевпе алкоголь шĕвекĕ хатĕрленĕшĕн тата упранăшăн 11 çынна айăпланă. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн 2482 çын тĕлĕшĕпе протокол хатĕрленĕ (çав шутран 76-шĕ руль умне ỹсĕрле ларнă), штрафсен пĕтĕмĕшле виçи 616600 тенкĕпе танлашнă. Ĕç-хĕле тишкерсе хак панисĕр, пурнăçламалли плансене палăртнисĕр пуçне канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухнă.


"Елчĕк Ен"
26 января 2011
00:00
Поделиться