Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çулсем тап-такăр пулччăр

 
Кăçалхи хĕлле юр çăвать те çăвать, урамсене, кил-картисене юрпа тултарса хурать. Тасатса тăмасан тухса кĕрсе те çỹреймĕн. Асфальт сарнă урамри çынсем вара хĕлле те ырлăхра пурăнаççĕ. Асфальт çул çинчи юра ятарлă техникăпа хырса тасатсах тăраççĕ. Урамра тем сарлакăш тап-таса çул пулса юлать, çăмăл машинăсем пĕр чăрмавсăр çỹреççĕ. Çак урамра пурăнакансенчен хăш-пĕрисем вара картишĕнчи, хапха умĕнчи юра урама, тасатса кайнă çул хĕррине тăкма та хăюлăх çитереççĕ. Çакă çуран çынсене çỹреме чăрмантарать. Тăкса хунă юртан пăрăнса машина çỹрекен çул çине кĕрсе кайса утма тивет. Ватă çынсем вара шуçлак çул çинче шуса та ỹкме пултараççĕ. Ăнланакан çынсем çул хĕррине тăкнă юра кĕреçепе тасатса шалалла ывăтса купалаççĕ-ха, анчах çакна пурте тумаççĕ. Анаткас урамĕ ахаль те тăвăр, çул хĕррипе юр тăксан çăмăл машинăсем те аран иртсе çỹреççĕ. Хапхисен умне, картишне çынсем юртан тасатса çап-çутă туса хураççĕ. Урамри çул та мĕнле хырса тасатса кайнă çавăн пек таса та тип-тикĕс выртсан лайăх мар-ши? Майра кассисене юра çул хĕррипе тăкса тухма намăс та пулмалла пек туйăнать. Мĕншĕн тесен вĕсем пĕр енлĕ урамра пурăнаççĕ. Çак касри Романовсемпе Карсаковсем ятарласа уçнă çулпа юра аяккалла çырма енне кайса тăкма ỹркенмеççĕ. Вĕсен умĕнчи çул яланах тап-таса. Тукасри Карсаковсемпе Гавриловсем, Ласточкинсемпе Михайловсем, Александровсем те картишĕнчен, хапха умĕнчен тасатакан юра чылай аякка - çырмана кайса тăкаççĕ. Чумановсем, Шадриковсем, Смирновсем, Петровсем, Марышевсем, Оленкинсем ăна хыçĕнчи пахчасене кăлараççĕ. Пурте вĕсем пек ĕçе меллĕ йĕркелесе пырсан урамра юр сăрчĕсем сахалтарах пулĕччĕç. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ бульдозер тытса кашни урамах юртан вăхăтлă тасаттарса тăрать пулин те вĕçĕмсĕр çуса тăракан юртан ниепле те хăтăлса пĕтме çук. Хальхи вăхăтра çак ыйтăва татса парасси çăмăлах та пулманнине ял халăхĕн те ăнланмалла.


"Елчĕк Ен"
26 января 2011
00:00
Поделиться