Çак тирпейлĕ, ăслă-тăнлă ватă хăйĕн пурнăçĕнче нумай хуйхă-суйхă тỹснĕ пулин те пуçне усман. Ĕçлес тенĕ, яланах ырри, лайăххи патне туртăннă. Аса илĕвне вăл хăй 12 çулта чухнехинчен пуçлать. Çакă ахальтен мар. Ашшĕпе амăшĕ, Хĕветĕр тетĕшĕ тата Васса килĕштерсе пурăнакан çемье пулнă. Пĕр кĕркунне вĕсен çемйине чăтмалла мар пысăк хуйхă килсе çапать: амăшĕ чирлесе çĕре кĕрет. Вун икĕ çулхи Вассапа Хĕветĕр тетĕшĕ çурма тăлăха тăрса юлаççĕ. Вăл вăхăтра тир-пусмине те, кĕпе-тумтирне те, çăкăрне те килтех хатĕрлеме тивнĕ. Çавăнпа ашшĕн иккĕмĕш хут авланма тивнĕ. - Çĕнĕ анне апат-çимĕçе тутлă пĕçеретчĕ, анчах пĕçерсенех арчине питĕрсе хуратчĕ. Тетепе иксĕмĕре пĕр пĕчĕк чĕлĕ çăкăра çурмалла касса сĕтел çине хурса паратчĕ. Çав татăксем çине пăхса лараттăмăр вара. Тетен куçĕсенчен шăпăр-шăпăр куççулĕ юхатчĕ. "Икĕ татăкне те эсĕ çи, эпĕ тутă", - тетчĕ вăл мана шеллесе. Эпĕ те ăна пăхса нăшăклататтăм, хамăн татăка илсе сĕтел хушшинчен тухаттăм. Кăмака çине пĕр сăхман пăрахса панăччĕ, тетепе иксĕмĕр çавăнта выртса тăраттăмăр, - аса илет иртнине Васса Макаровна Хмелева. Ялта колхоз йĕркеленĕ хыççăн ашшĕ колхоза кĕрет, 13-ри хĕрне те унта выльăх пăхма вырнаçтарать. Хĕр ача çамрăклах ĕçре паттăр: тырă вырать, тăпаçпа çапать, ашшĕ вырăнне хурала та тухать. Хăш-пĕр кунсенче аш-шĕпе тетĕшĕ тата Васса çурлапа пĕр гектар таран тырă вырнă. Тракториста вĕренсе тухнă Хĕветĕр тетĕшĕ яла пĕрремĕш трактор илсе килет. Колхозра ĕçлекенсене тырăпа тỹлеме тытăнаççĕ, пурнăç майĕпен йĕркеленсе пыма тытăнать. Апла пулин те, пусма-таварпа кĕпе-тумтире ниçтан та илме пулман. Тăванĕ, Якку, авлансан Вассана хĕр çумĕ пулма ыйтаççĕ. Туя кайма çĕнĕ кĕпе кирлĕ-çке. Ашшĕ Исеккел лавккинчен хĕрне вĕрен туянса парать, ăна сỹтсе пир тĕртме хушать. Вĕрене сỹтсе пĕтерсен вăл ĕçе тухса каять, ĕçрен таврăнсан çиппине вырăнĕнче тупаймасть. Ăна ама çури амăшĕ пытарса хунă. Вăрçă пуçланас умĕн колхоз вăрман илет. Ăна касма ялтан 25 çын тухса каять, Васса та вĕсенчен тăрса юлман. Вăрмантан шыв-шур уçăлсан анчах таврăнаççĕ. Сывлăхпа çирĕп хĕр шыв урлă çарранах каçать тата темиçе çынна шыв урлă каçма пулăшать. Пĕр кĕрнеклĕ палламан ватă арçынна шыв урлă йăтса каçарнине, вăл ăна тав тунине паянхи пекех лайăх астăвать. Васса Макаровна халĕ те яланах çынна пулăшма хавас. Вăл урамра ларнă чухне кỹршĕ-аршăсем алăкне те питĕрмеççĕ. "Пирĕн Васса аппа пур, çурта вăл пăхса тăрать", - тенине час-часах илтме тỹр килет. Вăрçă пуçлансанах Вассана тата ялти пилĕк хĕре Златоуст хулинчи çар заводне ĕçлеме яраççĕ. Хĕрсене кунта питĕ килĕшнĕ: апачĕ лайăх, ăшă çуртра пурăнтараççĕ. Ĕçĕ çăмăл пулман, паллах. Малтан пĕр станокпа, кайран харăсах икĕ станокпа ĕçлеме ĕлкĕрсе пыракан пулать. Мастерсем те чăваш хĕрне мухтаса анчах тăраççĕ. Ĕçпе хавхаланнă çамрăкăн хула çынни пулма кăмăл çуралать. Анчах тетĕшĕ вăрçăра вилнине, ялтан килекен çырусенчен ашшĕ чирлĕ пулнине, выçă пурăннине пĕлсен чĕри канлĕхе çухатать. Ашшĕне шеллесех тăван яла таврăнать. Ялта виçĕ уйăх пурăннă хыççăн хĕр торф кăларма, унтан Архангельск облаçне вăрман касма тухса каять. - Çанталăк сивĕччĕ, юр тарăн, брезент бахиллăпа çỹреттĕмĕр, пĕр-пĕр йывăç 18-20 кубла метр пулатчĕ, аран касса тататтăмăр. Манпа пĕрле пулнисем тахçанах вилсе пĕтрĕç ĕнтĕ, Турра шĕкĕр, эпĕ вара пурăнатăп, - аса илсе каласа кăтартать халĕ Васса Макаровна. Каярахпа колхозра конюхра, дояркăра, ферма заведующийĕнче, пăрлă шывран кантăр кăларнă çĕрте тăрăшать. - Хурçăран тунă пуль Вассана, ялта ăна ĕçлесе çитекен çук, - тенĕ ун пирки ытти юлташĕсем. Икĕ хĕр те пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ Васса Макаровна. Ачисем хăй пекех вăйлă та ĕçчен пулса çитĕннĕ. Ывăлĕ авлансан çурта савăнăç кĕнĕ пекех туйăннă уншăн: йăваш та тарават, ĕçчен кин панă ăна Турă. Килĕшỹллĕ çемьере виçĕ ывăл çуралать. Анчах тепĕр пысăк хуйхă килсе çапать. Ывăлĕ, Улăп пекскер, тăрук чирлесе вилсе каять. - Нимĕн те тума çук. Епле пулсан та мăнуксене тĕрĕс воспитани парса ỹстересчĕ, - тесе шутлать ватă. Арçын ача çирĕп алăра пулмасан иртĕхме те пултарать, çакна ăнланса кинĕпе иккĕшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстерчĕç. Мĕн шутлани, мĕн ĕмĕтленни пурнăçланчĕ - мăнукĕсем çĕр-шыва юрăхлă, йĕркеллĕ çынсем пулса çитĕнчĕç. Салтак тивĕçне те чыслăн пурнăçларĕç. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра Кушкăри ял хуçалăх производство кооперативне те Васса Макаровнăн мăнукĕ - Петр Васильевич Хмелев ертсе пырать. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк вăл. Нумаях пулмасть Васса Макаровна 90 çул тултарчĕ. Çулĕсем шултра пулсан та ĕçсĕр лармасть вăл: çăм арлать, хĕл каçипе 40-50 мăшăр нуски тĕрлесе çыхать. Унăн пурнăçĕ çинчен сăмах пуçарсан вăл вăрăм ĕмĕрлĕ пулни кăмăлĕ лайăх пулнипе, çынна пулăшнипе, усал сунманнипе çыхăннă, теççĕ ял çыннисем. Тĕрĕс те çакă. Тăван мар амăшне хăйсем патне илсе килсе мĕн виличченех пăхнă вĕсем. Халĕ Васса Макаровна кинĕпе тата Петя мăнукĕн çем-йипе пурăнать. Çамрăксем ватă çынна хисеплеççĕ, сума сăваççĕ, унпа савăнаççĕ, мухтанаççĕ. Эпир те хисеплĕ ватăна тата нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр. |