Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мĕн акатăн, çав шăтать

 Хĕл сисĕнмесĕрех иртсе пырать. Çавăнпа та вăрлăхсене акма юрăхлă тăвассишĕн халех тимлемелле. Районти ял хуçалăх предприятийĕсене 2011 çулта акма тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсем пурĕ 3788 тонна кирлĕ. Çак вăхăт тĕлне районти хуçалăхсем 3812 тонна вăрлăха тĕрĕслеттернĕ. Çав шутран 2355 тонна вăрлăх акма юрăхлă кондицие ларнă. Районти çак хуçалăхсем - "АСК - Яльчики" ООО, "Прогресс" ЗАО, "Родник" аỸф" ООО, "Свобода", "Сатурн", "Колос", "Рассвет", "Марс", "Комбайн" ЯХПКсем, "Арланово", "Клевер" ОООсем _ тăратнă вăрлăхсем 100 проценчĕпех юрăхлă кондицие ларнă. Вăрлăх пахалăхне вăхăтра тĕрĕслеттерни кашни хуçалăхшăн усăллă. Мĕншĕн тесен, шăтаслăх енĕпе начар вăрлăх пулсан, ăна улăштарма май пур. "Аранчеево" ООО вара паянхи кун тĕлне вăрлăх инспекцине вуçех те вăрлăх тĕрĕслеттерме тăратман. Ленин ячĕллĕ, "Труд", "Знамя", "Кушкă" хуçалăхсен вăрлăхĕсем кондицие ларманнине те палăртмалла.


"Елчĕк Ен"
15 января 2011
00:00
Поделиться