Сурхури - хĕллехи чи паллă уявсенчен пĕри. Вăл кăрлачăн 7-мĕшĕнче пуçланать те 19-мĕшĕчченех пырать. Халăх йăли-йĕркине тĕпчекенсем çырса хăварнă тăрăх, Сурхури праçникне Микулай кунĕ иртсен виççĕмĕш эрне кун уявланă. Çак уяв Раштавпа пĕр килет. Сурхурие хĕвеле хисеплесе ирттернĕ. Выльăх-чĕрлĕх лайăх ĕрчетĕр, тыр-пул тухăçлă пултăр тенĕ, телейпе, ырлăх-сывлăхпа, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма ĕмĕтленнĕ. Акă мĕнле сăнланса юлнă Сурхури ялти ватăсен аса илĕвĕсенче. "Сурхури умĕн йĕтес туртнă, уяв вăхăтĕнче вара йĕтес сăри ĕçнĕ, кукăль çинĕ. Купăспа юрланă, ташланă. Кивĕ Çĕнĕ çул каçĕ пỹрте чăх тытса кĕнĕ. Тĕрлĕ çĕре, урайне шăпăр, шыв, укçа, тĕкĕр, çăкăр хурса тухаттăмăр. Хĕр чăхха ирĕке ярать, пулас упăшки мĕнле çын пулассине чăх мĕне пырса такканинчен пĕлеттĕмĕр. Енчен те чăх шăпăр урлă каçсан, хĕр инçете, вăрман урлă качча каяссине, шыв пырса сăхсан - пулас упăшка эрех ĕçме юратакан çын, тĕкĕре таккасан - каччă капăр та чипер пуласса, тырă, укçа, çăкăр сăхсан - пур çĕре, пуян çĕре качча каясса пĕлтерет". "Сурхури уявĕнче хĕрсемпе каччăсем пуçтарăнса, купăс каласа ялта хăйсен тăванĕсем патне кĕрсе çỹренĕ. Кил хуçисем çамрăксене тĕрлĕ çимĕçпе, мăйăрпа, пан улмипе, купăста кукăлĕпе хăналанă. Вĕт-шакăр ачасем пухăнса каччăсемпе хĕрсем юрласа- ташланине курса çỹренĕ". "Сурхури кунĕнчен пуçласа Кăшарниччен (кăрлачăн 19-мĕшĕччен) çамрăксем çветкесем пулса килĕрен киле çỹренĕ. Хăш-пĕр çынсем вĕсене лайăх кĕтсе илетчĕç, питлĕх çапса е купăс каласа ташлатчĕç, теприсем вара турчкапа та хăвалатчĕç. Сурхури кун чи малтан килнĕ çынна минтер çине лартатчĕç, унсăрăн чăх пусма лармасть тетчĕç. Лараканĕн ним хускалмасăр лармалла теççĕ. Пĕрремĕш килекен арçын пулсан çав çул ĕне вăкăр тăвать, хĕрарăм пулсан - тына". Сурхури уявĕ пирĕн районта паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Культура çурчĕсенче ăна асра юлмалла уявлаççĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем шкулсенче те ирттереççĕ. "Сурхури" сăмах тĕрлĕ ăнлавпа çыхăннă теççĕ. "Сур", "сура" "шыв" тени, "хур" - инкек. Апла пулсан, Сурхури инкек-синкеке хăваласа çынсене ырă сунни. Çавăнпа та усала хỹтĕрсе яма çылăхсăр чунсене, ачасене хутшăнтарнă. |