Хăйне мĕн пĕчĕкренех сăпка сиктерсе ỹстернĕ Кармал ялĕнчен уйрăлса халиччен нихăçан та ура ярса пусман Йĕпреç тăрăхĕнчи ĕмĕрхи вăрмансем хупласа тăракан Сăр юхан шывĕ хĕррине куçса килсе тĕпленме шикленмен Лашмановсен çемйи. Тепĕр тесен, мĕншĕн шикленмелле-ха? Çичĕ юта, Çĕпĕре каяс çук-çке - Елчĕкрен 50-60 çухрăмра вырнаçнă кĕтесе кăна. Хир çынни хĕл каçмалăх ытлăн-çитлĕн вутă-шанкăсăр тертленни çапла тума хистенĕ ĕнтĕ. Тата тепĕр сăлтав та сиксе тухнă çак çемье тĕлне: вунă çул хушшинче вĕсен кил-хуçалăхĕнче çичĕ хутчен пушар тухнă, çурт-хуралтăсем нимĕн юлмичченех çунса кĕлленнĕ. Çĕнĕ вырăнта "хĕрлĕ автан" "ташламасса" шаннă та, ĕненнĕ те Лашмановсем. Çапла вара вĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, шăп та лăп пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем йĕркеленнĕ тапхăрта Йĕпреçрен 8 çухрăмри Костер поселокне килсе çитнĕ. Пĕччен мар. Тăван ялтан куçса килнисен хушшинче Васильевсен, Мурзаловсен, Поповсен ... çемйисем пулнă. Каярахпа кунти хутлăха, тĕрĕсрех çырас-тăк Костертан 2 çухрăмри Огонек ялне Çуткỹлпе Тĕмертен тата 13 çемье килсе тĕпленнĕ. Пĕрлешỹллĕ йышпа çĕнĕ пурнăç çуртне купалама кар тăрса çĕкленнĕ вĕсем. Чăлт шурă ураллă хурăнсемпе тỹпе çиттине çитсе шăтарасла çỹлтен те çỹлелле кармашакан хырсене йăвантарса-тỹнтерсе, нимене тухнă хресчен вăрмантан çĕнсе илнĕ çĕр çинче тыр-пул акса тунă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Паллах, кĕллĕ-тăпраллă çĕр малтанхи вăхăтра хăйĕн тухăçĕпе савăнтарман, унăн пулăхне лайăхлатас тĕллевпе хире çĕр-çĕр лав тислĕк турттарса кăларнă. Алексей Петрович Лашманов ертсе пыракан бригада тепĕр темиçе çултан Йĕпреç районĕнче чи тухăçлă тырă çитĕнтерсе куçса çỹрекен ялава тивĕçнĕ. Кармал чăвашĕ таврара çук чаплă, хỹхĕм çурт туса лартнă. Çуркуннесенче вăл хăй аллипе лартнă сад пахчинчи улмуççисем сĕт пек шурă кăпăкпа витĕннĕ, вĕсен çийĕн канăçсăр пыл хурчĕсем нăйлатса вĕçнĕ. Алексей Петрович ашшĕнчен вĕлле хурчĕсене пăхса усрассин вăрттăнлăхĕсене вĕренсе юлнă. Костерта вăл тытакан утартан пысăкраххи тек пулман, 50-60 вĕлле таран пăхса тăнă хурт-хăмăрçă. Утар пысăк тупăш кỹнине кура ку тăрăха Елчĕксенчен чылай маларах килсе çурт-йĕр çавăрнă ытти çынсем те "пылак продукцин вырăнти цехĕсене" уçма тытăннă. Çапла вара, Лашманов Костерпа Огонексене те, çавăн пекех Тымарсемпе Шăрттансене те пусран тенкĕ тума вĕрентнĕ малтанхи "ăсчахсенчен" пĕри пулнă. Шел, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пынă çулсенче çĕнĕ çĕре куçса пынă çынсем те, алла пăшал тытса, хаяр та ылханлă тăшмана хирĕç хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçнă. Вĕсенчен чылайăшĕ фронтран таврăнайман. Йĕпреç тăрăхĕнче самаях ăнăçлă утăмсем тăвакан Лашмановăн кун-çулĕ те çапăçусенчех вĕçленнĕ. Йĕпреç поселокĕнче пурăнакан Мария Митрофановна Попова (Андреева) каланă тăрăх, Алексей Петровичăн ывăлĕ Петр Алексеевич Лашманов мирлĕ пурнăçра çар çыннин профессине суйласа илнĕ иккен. Хальхи вăхăтра фронтовик ывăлĕ Украинăри Кривой Рог хулинче пурăнать, генерал-майор. Ман шухăшпа, Елчĕк çĕрĕн ырми-канми тĕпчевçисем тата тавра пĕлỹçисем çак çыннăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тĕплĕнрех те туллинрех тишкерме пултараççĕ. Эпĕ Кармал ялĕнчен çемйипе пĕрле Костера куçса килнĕ Поповсен кĕçĕн хĕрĕн, Мария Митрофановнăн сăмахĕсем тăрăх кăна Лашманов генерал пулнă тесе çыратăп, анчах хам çакна документсемпе çирĕплетсе параймастăп. Николай Малышкин пек хастарсемшĕн "уçман çерем" темĕн чухлех. Çакна та каласа хăвармалла пуль: пирĕн мирлĕ çĕре тăшман атти таптама тытăнсан Йĕпреç Елчĕкĕсем тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме пĕр çын пек тăрса çĕкленнĕ. Костерпа Огонекран вăрçа кайнă 30 çынран (сăмах Елчĕксем пирки пырать) 22-шĕ тан мар тытăçусенче паттăррăн пуç хунă. Вĕсенчен кашниех çар орденĕсемпе медалĕсене тивĕçнĕ. Йĕпреçри этнографи музейĕн тавра пĕлỹ уйрăмĕнче Иванпа Петр Савиновсен (Шуршу ялĕ) хĕрлĕ армеец кĕнекисем упранаççĕ. Пĕр тăвансем арăслан пек хăюллăн та шиксĕррĕн çапăçнă, вĕсен кăкăрĕсем çинче икшер Хĕрлĕ Çăлтăр орден çуталса çиçнĕ. Тĕмер чăвашĕ Петр Сапожников та икĕ çар орденĕпе 5 медале тивĕçнĕ. Шел, ытти çĕрти пекех, кунта та ахăр самана тăвăлĕ çитнĕ, вăл, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем çийĕн шăхăрса иртсе, вĕсене чăл-пар салатнă. Çук паян Лашмановсемпе Савиновсем, Горшковсемпе Поповсем йĕркеленĕ "Заря" хуçалăх. Тахçан путене вĕçсе тухайми сĕрĕшсе ỹснĕ тырă хирĕсенче паян пĕчĕк катасем "ешереççĕ", йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнă фермăсем çурма пушă лараççĕ... "Пĕр çын хирте герой пулаймĕ", - Çапла каланă ăслайсем. Паян çук Коротков, çук Зайцев... Ретрен - çум курăклă уйсем... Чунра ытла та кичем туйăм çуратакан çакнашкал сăнсене курнăран пуçра тĕрленнĕ сăвă йĕркисене илсе кăтартмасăр тỹсеймерĕм эпĕ. Ара, хăй вăхăтĕнче пĕр çын та чăн паттăр вырăнĕнче пулнă-çке, вăл, йышпа килĕшỹ тата çураçу çеммипе тулса халăха ỹсĕм-çитĕнỹ çулĕпе илсе кайма вăй-халпа ăсталăх çитернĕ. Пĕтĕм тавралăх илтмелле хыттăн кăшкăрса ярассăм килет: "Ау! Ăçта çỹретĕр эсир, паянхи Зайцевсем?" Иртнĕ кунсенче эпĕ Шупашкарта пурăнакан, хăй вăхăтĕнче Йĕпреç районĕнчи "Çĕнтерỹшĕн" хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă, халĕ кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларакан Владимир Кузьмин çыравçăпа тĕл пулса калаçрăм. Сăмах вăрманти поселоксем патне çитсен, Владимир Прокопьевичăн сăн-питне çутă кулă иленчĕ. "Эпĕ çамрăк чухне, Йĕпреç хаçатне ĕçлеме килсенех, Костерпа Огонек поселокĕсене час-часах кайса çỹреттĕм, - терĕ писатель. - Вĕсенче Елчĕк тăрăхĕнчен куçса килнĕ чăвашсем ĕçлесе пурăннине пĕлсен, савăнмаллипех савăнтăм мар-и? Ара, хир çыннисем кирек хăçан та ĕçе тĕплĕ тума вĕренсе çитнĕ. Ахальтен-им Йĕпреçсен хушшинче çакăн пек "çунатлă" каларăш çỹрет: "Ăçта - Елчĕксем, çавăнта хулăн енчĕксем". Кану çинчен пачах та шухăшламан, алла ĕç тытсассăн, ăна вĕçлемесĕр килелле утма юратман çынсен сăнарĕсене те пĕрре кăна мар хамăн хайлавсене кĕртнĕ. Ăнсăртран мар..." Çыравçăпа эпĕ те килĕшетĕп. Çапла, ăнсăртран мар, ĕçтешĕм! Елчĕксен хастарлăхĕ çырулăх уйĕнче тăрăшакансене те хавхалантарать çав. Владимир Кузьминăн "Виçĕ юман" повеçĕпе "Юрату кăварĕ" романĕнче ретренех Елчĕксем тата вĕсем килсе тĕпленсе çĕнĕ пурнăçа чĕртсе янă паллă вырăнсем: Костер, Огонек, Тымар, Тарăнвар ялĕсемпе паллашнă-паллашманах куç умне Кармал, Тĕмер, Шуршу, Çуткỹл, Чăваш Тăрăм... ялĕсенчен куçса килнĕ çынсен çутă сăнарĕсем тухса тăраççĕ. ...Темиçе çул каялла Патреккел чăвашĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Алексей Зотиков (Владислав Зотиковăн ашшĕ) Йĕпреçре Елчĕксен ентешлĕхне тăвас ĕмĕтпе хĕртĕнетчĕ. Шел, вĕçне çитереймерĕ вăл ăна, хăй вăхăтсăр вилсе выртни хупларĕ. Халĕ çак ĕçе Курнавăш хĕрĕ, Йĕпреçри этнографи музейĕнче тăрăшакан Мария Романова (Порфирьева) пурнăçа кĕртес тĕллевлĕ. Мĕнех, эпир ỹсĕм çулĕпе ăнăçлă та шанчăклăн утма вăй-хал сунатпăр. |