Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Эрех-сăра ĕçекенсем миçе çул пурăнаççĕ?

Тăтăшах эрех-сăра ĕçсе ашкăнни çамрăклах ватă çынсен шутне кĕресси, юлашкинчен вăхăтсăр тупăка кĕрсе выртасси патне илсе çитерет. Алкоголизм тыткăнĕнчен хăтăлма пултарайман арçынсем ĕçсе вилнине çулсем тăрăх тишкерсе тухнă та çакна палăртнă: вĕсенчен чылайăшĕ пурнăçăн чи лайăх тапхăрĕнче - 50 çула çитиччен вилсе выртнă. Ялан эрех-сăра ĕçекен арçынсен 25 проценчĕ кăна 60 çула пурăнса çитет. Алкоголиксем мĕнлерех чирсемпе ытларах чирленине тĕпченĕ, çав арçынсем сывлав органĕсем пăсăлнипе чирленине кăтартса панă, вĕсем 40 çула çитичченех пурнăçран уйрăлнă. Сăнаса пурăннă алкоголиксен 20 проценчĕ ỹсĕрле тĕрлĕ инкеке лекнине пула, тепĕр 20 проценчĕ - чĕре ĕçлеме пăрахнипе, 9 проценчĕ - усал шыçăсене пула вăхăтсăр вилсе выртнă. Алкоголиксен 4 проценчĕ анчах 60 çул урлă каçса вилнĕ. Ĕçмен çынсемпе танлаштарсан, алкоголиксем хушшинче туберкулезпа чирлисем, бронхитпа, ỹпке эмфиземипе аптăракансем 3-4 хут ытларах тĕл пулаççĕ.


"Елчĕк Ен"
12 января 2011
00:00
Поделиться