Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăн-чăн парне

Эпир, Елчĕкри пĕтĕ-мĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсем, иртнĕ çулăн вĕçĕнче Шупашкара - Вĕрентекенсен çулталăкне пĕтĕмлетнĕ концерта кайса куртăмăр. ЧР вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова сăмахне тимлĕн итлерĕмĕр. Уяв концерчĕн репертуарĕ питĕ пуян пулчĕ. "Сувар" ансамблĕн, М.Яклашкин капеллин, оперăпа балет театрĕн артисчĕсем, чăваш эстрада юрăçисем тĕрлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Пире тĕп хуламăра кайса килме пулăшнă ентешĕмĕр - Кỹкеçри вĕрентỹпе курс комбиначĕн ертỹçи А.И.Морозов. Çакă пирĕншĕн Çĕнĕ çул ячĕпе чăн-чăн парне пулчĕ.


"Елчĕк Ен"
12 января 2011
00:00
Поделиться