Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çар çыннисен çемйисене пулăшса

Раççей Федерацийĕн правительствин 2006 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 313-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн, çар хĕсметĕнче тăнă вăхăтра пуçне хунă çар çыннин çемйисене, харпăр хăй хуçалăхĕпе пурăнаççĕ пулсан, çурт-йĕрне юсама пулашаççĕ. Патшалăх çак категорири çынсене пурăнмалли çурт-йĕре юсама укçа-тенкĕ уйăрать: 

- çар службинче тăнă вăхăтра вилнĕ çар çыннисен çемйисен членĕсене;

- 20 е ытларах çул контрактпа çар службинче тăнă, çул çитсен сывлăха пула запаса тухнă хыççăн вилнĕ граждансен çемйисене. Вилнĕ çар çыннисен çемйи йышне çаксем кĕреççĕ:

- тăлăха юлнă арăмсем, енчен те çĕнĕрен качча кайман пулсан; 

- çула çитмен ачасем; 

-18 çултан иртнĕ çынсем, 18 çул тултариччен инвалида тухнисем; 

- вĕрентỹ учрежденийĕнче куçăмлă майпа вĕренекен 23 çула çитичченхи ачасем;

- çар хĕсметĕнче тăнă вăхăтра пуçне хунă çар çыннин шучĕпе пурăннă çынсем. Çурта юсаттарасси пирки вилнĕ çар çыннисен çемйисем хăйсем шухăшлаççĕ. Федераци бюджетĕнчен уйăракан тĕллевлĕ укçана 10 çулта пĕрре параççĕ. Паянхи куна пирĕн республикăра пĕр тăваткал метр пурăнакан çурта юсама 5284,1 тенкĕ уйăраççĕ. Çакна асăрхаттаратпăр: маларах асăннă йĕркесем патшалăхăн тата муниципалитетăн çурчĕсене, çавăн пекех харпăрлăха илнĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен çемйисене тивмеççĕ. Çуртра юсав ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ илес тесен районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пая çак документсене тăратмалла:

- заявлени;

- çурт хăвăрăн пулнине çирĕплетекен документсен копийĕсем;

- çуртăн техника паспорчĕн копийĕ;

- тăрантарса усракан çар çыннин çемйин членĕ пулнине çирĕплетекен справка;

- çемье членĕн докуменчĕсем;

- 18 çултан аслă çын инвалид пулнине çирĕплетекен документ;

- 23 çул тултарнă çамрăксем вĕреннине çирĕплетекен документ;

- хуçалăх кĕнекинчен çырса илни. Кăсăклантаракан ыйтусене тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тесен районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пая çак адреспа пымалла: Елчĕк ялĕ, Иванов урамĕ, 16-мĕш çурт, 7-мĕш пỹлĕм е 2-55-70 телефонпа шăнкăравлама пултаратăр.



"Елчĕк Ен"
12 января 2011
00:00
Поделиться