Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăрăшса ĕçлеççĕ, тулăх пурăнаççĕ

Нумаях пулмасть Шуршу ялĕнче пулса курма тỹр килнĕччĕ. Кунта пире тĕлĕнмелле ĕçчен те пултаруллă, сăпайлă çемьесемпе - Михайловсемпе тата Егоровсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем пирки ытти çынсем те пĕлччĕр тетпĕр. Ырлăх хăй тĕллĕн килмест. Эпир ăçта пурăнар мар, ялта-и, хулара-и, укçана ниçта та ĕçлемесĕр тыттармаççех. Малтан темиçе çул Сургутра тĕпленсе пурăннă Михайловсем - Тамарăпа Зинон та пирĕн пекех шутлаççĕ. Çамрăксем пĕрин хыççăн тепри ялтан писсе пыни шухăшлаттарать вĕсене. Тăрăшсан, ĕçлеме ỹркенмесен икĕ алла пĕр ĕç тупма кунта тата çăмăлрах пулнине çирĕплетеççĕ "тĕнче каснă" çынсем. Мĕншĕн тесен çуралса ỹснĕ тăван ялта кашни япала çывăх - кунта пирĕн тăвансем, юлташсем, ырă кăмăллă кỹршĕ-аршă. Вĕсем вара кирек хăш вăхăтра пулăшма та, ырă канаш-сĕнỹ пама та хатĕр. Шăпах çакна ăнланса Зинон Михайлов çуралса ỹснĕ ытарайми Шуршу ялне таврăннă, ĕмĕр кунта тĕпленсе пурăнма тĕв тытнă. Йĕппи ăçта _ çиппи те çавăнта. Тамара мăшăрĕн шухăшне ырланă, хăйĕн чунĕ те тăван Чăваш çĕр-шывне туртнă. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланакан килĕшỹллĕ, ĕçчен мăшăр часах кирпĕч çурт хăпартса лартнă. Кил хуçин тума пĕлмен ĕçĕ çук, чăн-чăн арçын. Тамара та "ылтăн алăллă". Вăл кил-çурта илем кỹрекен тĕрлĕ япаласем çыхма ăста. Вĕсен çипписем пĕри тепринчен хитререх, куçа йăмăхтараççĕ. Ахаль те хăтлă, тирпейлĕ çуртра çыхнă япаласене килĕшỹллĕ вырнаçтарни пỹлĕмсене тата ытларах илĕртỹлĕх кĕртет. Михайловсем хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ: хĕлĕн-çăвĕн тăватă ĕне сăваççĕ, лаша тытаççĕ, хĕл каçаракан пăрăвĕ те пур, чăххи-чĕппин шучĕ те çук. Çакăн чухлĕ выльăха пăхма, уйрăмах сивĕ хĕл кунĕсенче алăран парса тăрантарма, çăмăл пулманнине пурте пĕлеççĕ. Ун вырăнне сĕтел аш-пăшран, юр-вартан пĕрре те татăлмасть, ăна сутнинчен укçи-тенки те сахалах пулмасть. - Çыншăн мар, хамăршăн тăрăшатпăр. Ĕçлемесен ырлăх-пурлăхлă та пулаймăн, - тет кил хуçи хĕрарăмĕ Тамара Алексеевна. Егоровсем те ĕçшĕн хыпса çунакан, мал ĕмĕтлĕ çынсем. Çавăнпах пулĕ çак икĕ çемье пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Выльăх апачĕ хатĕрлессинчи, килти хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие сутассинчи, ытти ĕçсемпе çыхăннă кулленхи ыйтусене те вĕсем ытларах чухне пĕрле канашласа татса параççĕ. Эпир вĕсем патĕнче пулнă чухне те арçынсем - Анатолий Егоровпа Зинон Михайлов иккĕшĕ пĕрле выльăхсем валли улăм тиеме кайнăччĕ. Килĕсенче мăшăрĕсем анчах пулчĕç. Галина Егорова та, Тамара пекех, алă ăсти пулнине хамăр куçсемпе курса ĕнентĕмĕр. Çурт ăш-чикки тĕрĕпе, çыхнă салфеткăсемпе тулнă. Алăк каррисене, минтер пичĕсене тата ытти япаласене Галина Александровна пурне те хăй аллипе тĕрленĕ. Шурă пỹс çинчи юратса ỹкернĕ кашни ĕç - тĕрĕ уншăн ахах пекех хаклă. Паллах, чăн алă ĕçне лавккаран туяннисемпе ниепле те танлаштараймăн. Вĕсен те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Иртнĕ çулсенче виçĕ ĕне, икĕ лаша пулнă. Кăçал çанталăк условийĕсене пула апатпа ытлăн-çитлĕн саппасланайманран, пĕр ĕнипе лашине сутса яма тивнĕ. Унсăр пуçне те пăхмалли, тăрантармалли сахал мар: сурăхсем, сыснасем, хур-кăвакал, чăх-чĕп. Пĕччен тăрăшнипе анчах килти хуçалăхри çакăн чухлĕ ĕçе парăнтараймăн. Егоровсем - упăшкипе арăмĕ те пăравур, ỹркенмен çынсем. Вĕсен пилĕк ачи - Ирина, Саша, Алексей, Дима, Наташа та ỹркенсе тăмаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсенчен нихăшĕ те тăван килте тĕпленсе пурăнмасть пулин те, кану кунĕсенче, отпуска яла таврăнсан пĕр самант та алă усса ларнине кураймăн. Пысăк хуçалăхра ĕçĕ пурин валли те çитет: хĕрĕсем пỹрт-çурта тирпейлеççĕ пулсан, ывăлĕсем килти хуçалăхра тăрмашаççĕ. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, тенĕ ваттисем. Çак çемьери ачасем те мĕн пĕчĕкрен хăйсен ашшĕпе амăшĕ кашни ĕçе юратса пурнăçланине, тенкĕ çумне тенкĕ хушса пурнăçа малалла ярассишĕн мĕн тери тăрăшнине курса çитĕннĕ. Чăннипех, Егоровсем çинчен ялта никам та япăх сăмах калаймĕ. Кил хуçи, Анатолий Александрович, тăван хуçалăхра механизаторта, каярахпа кочегарта ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр, бригадăри фермăра хуралçăра тăрăшать. Килĕнче тата выльăх-чĕрлĕхĕ мĕн чухлĕ? Вĕсене пăхма та ĕлкĕрмелле. Галина Александровна 20 çула яхăн сысна ферминче, çуллахи вăхăтра пахча çимĕç, хăмла пайĕсем çинче тимленĕ. Икшер пай илсе илсе ĕçлени те сахал мар пулнă. Хальхи вăхăтра хĕрарăм ялти ФАПра санитарка тивĕçĕсене пурнăçлать. - Укçине ытларах ĕçлесе илес, ытти çынсенчен кая пулас мар, ачасен пурнăçĕ çителĕклĕ пултăр тесе тăрăшрăмăр ĕмĕр тăршшĕпех. Халĕ те вĕсене май пур таран пулăшас тетпĕр, - тет вăл. Тĕрĕссипе, 5 ача пăхса çитĕнтернĕ амăшĕн халĕ савăнăçĕ, пăшăрханăвĕ малтанхинчен те ытларах. Мĕншĕн тесен вĕсен куç тулли тăватă мăнук çитĕнет. Галина Александровнăпа Анатолий Александрович юратнă тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерессишĕн хăйсен пĕтĕм вăй-халне, чун-чĕре ăшшине пама хатĕр... 



"Елчĕк Ен"
31 декабря 2010
00:00
Поделиться