Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Пурнăçа хакла пĕлсен, палăртнă çĕре çитен..."

Асăннă йĕркесем ентешĕмĕрсем лайăх пĕлекен, сăнран та паллакан Борис Борлен çыравçăн "Сăмахăм самана çинчен" ятлă çĕнĕ кĕнекинчен. Шупашкарта пурăнакан сумлă та пултаруллă сăмах ăсти юлашки çулсенче вулакан валли кĕнекесем калăпласах тăчĕ. Тĕрĕссипе, кашни çулах пĕрер кĕнеке çырса пичетлерĕ тесен те йăнăш пулмасть. Борис Леонтьевич Тихонов-Борленăн тăван литературăра тивĕçлĕ вырăнне йышăннă кĕнекисене асăнса тухар-ха: "Асатте ялĕнче" (1994 ç., Петĕр Çăлкуçпа пĕрле кăларнă), "Пăрттас патшапа чăваш Турханĕ", "Кам мĕншĕн уйрăлать" (1998 ç.), "Кĕсменсем тăкаççĕ кĕмĕл" (1999 ç.), "Çĕнĕ ĕмĕр: çĕнĕ самана", "Саламлама явмаççĕ саламат" (2001 ç.), "Çĕр хуçи-ши эсĕ, Хĕветĕр?" (2003 ç.), "Кам вĕт мĕншĕн авланать" (2004 ç.), "Паянхи пулăм-курăм", "Вирлĕ-виртлĕ сăвăсем", "Хаваслă паллашу" (2006 ç.), "Пирĕн çулталăк", "Анаталла-тăвалла, ăçталла çул тытмалла?" (2008 ç.)... Халĕ акă алăра _ тăрăшуллă çыравçăн черетлĕ çĕнĕ кĕнеки. Ун ум сăмахĕ вырăнне усă курнă сăввинче автор çапла палăртать: "Сăмахăм пурнăç çинчен, Вăй-халсăр ватăсем, Чараксăр чăркăшсем, Тĕреклĕ тỹресем çинчен, Саланнă ял çынни, Чухăнлăха юлни, Çĕр ĕçĕнчен писни çинчен"... Тĕрĕссине, паянхи пурнăçра пулса иртекен улшăнусене хитрелетмесĕр, тỹррĕн илсе кăтартать пурне те асăрхакан витĕр куçлă сăвăç. Çапах та, самана темле пăтăрмах-чăрмав хатĕрлесен те, пур пĕрех çын чĕринче ырă та çутă шанчăк тĕп вырăнта тăмаллине чи пĕлтерĕшлĕ, тĕп шухăш пек çирĕплетет Борис Борлен хăйĕн тĕрлĕ тематикăллă сăвви-хайлавĕсенче. Темăсем тенĕрен, вĕсен тĕлĕшĕнчен чăннипех пуян çĕнĕ кĕнеке. Пурнăçăн кашни самантне тенĕ пекех пырса тивекен йĕркесене асăрхатăн калăпăшĕпе пысăках мар, анчах витĕмлĕ шухăшлă кĕнекере. Пурнăçа тĕпрен курса хаклакан шур сухал-сăвăç хальхи самана кун-çулĕн ỹкерчĕкĕсене ăста художник пек сăнласа кăтартать. Уйрăмах кукăр алăллă та чурăс чунлă тỹре-шарана çивĕччĕн питлет: "Эх, коррупци! Çĕн сăмах Илтĕнет кăнттам, сулмаклă. Халăхшăн вăл чăн-чăнах Çав тери тăкаклă, хаклă..." Паянхи кун ватă-вĕтĕ тỹсекен нуша-асапран та пăрăнса иртмест автор, хаксем йỹçсе хăпаракан чуста пек ỹссе пыни те пăшăрхантарать ăна. Туслăхпа тăванлăх, чăвашлăх туйăмĕсем сĕвĕрĕлсе пынине те, çынсен хушшинчи хутшăнусене компьютер, Интернет витĕм кỹнине те хăйне майлă хак парать сăвăçăн çивĕч калемĕ. "Ăнсăртран сатира çуралмасть", _ тет кун пирки сăмах ăсти. Кĕскен каласан, вуласа ăша хывмалли, асра та тытса пурăнмалли шухăш сахал мар çĕнĕ кĕнекере. "Çитменлĕх вăл куç умĕнче, Çитменлĕхсĕр пулмасть тĕнче. Курса тăни çеç мĕн усси, Çитменлĕхрен хăтăласси Пиртен килет вăл кашнинчен. Апла пулсан ĕçе пикен, Лайăххине ялан шыра, Тупсан, вĕрент çынна ырра!" Çапла, вулакана ырра вĕрентеççĕ Борис Борлен сăвăç-публицистăн хайлавĕсем. Çакă чи пахи, пĕлтерĕшли. Эппин вĕсене алла илсе вуласа пăхма сĕнес килет ентешĕмĕрсене. Ырми-канми, канăçа пĕлмесĕр ĕçлекен, вулакана хăйĕн çивĕч те витĕмлĕ, тарăн шухăшлă хайлавĕсемпе "сăйласах" тăракан хастар çыравçа вара малалла та ывăнмасăр ĕçлеме сунар. Вăй патăр! Кĕнекепе савăнсах паллашнă


"Елчĕк Ен"
31 декабря 2010
00:00
Поделиться