"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче пултаруллă, хăйсен ĕçне кăмăлтан пурнăçласа пыракан çынсем тăрăшаççĕ. Унăн тиражĕ виçĕ пин çурра çитни те çакна лайăх çирĕплетет. Район хаçатне вулама кăмăллă. Астăватăп, 1955 çул. "Колхоз ялавĕ" хаçат редакторĕ Н.Доброхотов пĕр пĕччен хаçата статьясемпе тултарассишĕн нушаланать. Эпĕ, КПСС райкомĕнче тăрăшнă май, ăна пулăшма каçаттăм. Çакна курса КПСС райкомĕн бюровĕ мана редакцин ответлă секркетарĕ пулма çирĕплетрĕ. Доброхотов сарăмсăр çĕре кĕнĕ хыççăн редактор пулма В.П.Семенова çирĕплетрĕç, КПСС райкомĕн бюровĕн членне суйларĕç. Канашлуран вăл 22-23 сехетсĕр редакцине таврăнмастчĕ. Вăл килсе вуласа тухмасăр хаçата кăларса яма хушмастчĕ. Çапла вара хаçат кăларнă кун çĕрле пулмасăр киле таврăнса курман. 1965 çулта район çĕнĕрен йĕркеленчĕ. Мана КПСС райкомне ĕçлеме илчĕç. Районта хаçат кăларассине йĕркелеме хушу килсен КПСС райкомĕн бюровĕ мана хаçат редакторĕ пулма сĕнчĕ, анчах эпĕ килĕшмерĕм. Çапах та çывăх туспа çыхăну тытма пăрахман. Астăватăп, виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех мана стена хаçат редакторĕ пулма çирĕплетрĕç. Çавăнтан пуçласа хаçатран уйрăлман. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те тăтăшах "Связист" стена хаçатне кăларса тăнă. Эпир16-мĕш арми активисчĕсем, пухăва пуçтарăннă. Мана, ротăри стена хаçачĕн редакторне, "Хĕрлĕ хăма" çине кăларнă, пуху президиумне суйлаççĕ. Эпĕ аслă сержант генералсемпе юнашар президиумра ларатăп. Çапла вăрçă вĕçленсе мĕн киле таврăничченех "Связист" хаçата кăларса тăтăм. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен киле таврăнсан та район хаçачĕпе çыхăну пуçарса ятăм. 90 çула çитсе пыратăп, апла пулин те "Елчĕк енрен" уйрăласшăн мар. Ĕлĕк хаçата пĕр пĕччен те кăларма тивнĕ. Унчченхи саманара редакцинче ĕçлеме пултаракан çын çуккипе те самаях тарăхнă. Халĕ вара аслă пĕлỹ илнĕ, хăйсен ĕçне кăмăллакан çынсем вăй хураççĕ. Çавăнпа хаçачĕ те йĕркеллĕ тухать, ăна вулама та кăмăллă. Ман шутпа пĕр çитменлĕх: критикăлла статьясем курăнсах каймаççĕ. Эпир уйăхра пĕрререн кая мар фельетон, "Пирĕн хĕскĕч" рубрикăпа статьясем пичетлеттĕмĕр, районта пулса иртекен çитменлĕхсене вирлĕн питлеттĕмĕр. Çĕнĕ 2011 çул ячĕпе "Елчĕк ен" редакци ĕçченĕсене, вулакансене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ĕçре ăнăçу, пурнăçра телейпе савăнăç сунатăп.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.