Рейссем уçнă
Эпир, Элекçей Тимеш ялĕнче пурăнакансем, район центрĕнче йышлăн ĕçлетпĕр. Ирхине ĕçе каясси савăнăç пирĕншĕн. "Елчĕк - Патреккел - райбольница" маршрутпа автобус чи малтан пирĕн яла пырать. Анчах ĕç хыççăн киле çитме йывăр. Унччен эпир Пăва автобусĕпе (вăл Аслă Елчĕке те каятчĕ), каçхине 17 сехет иртсен пулаканнипе, ларса каяттăмăр. Юлашки вăхăтра çак рейс çỹреме пăрахрĕ. Патреккелне çỹрекен каçхи автобуса ( 17 сехет те 30 минутра каяканнине) Элекçей Тимеш урлă çỹретме çук-ши?
РАЙОН ЦЕНТРĔНЧЕ ĔÇЛЕКЕНСЕМ.
Çырăва район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пай начальникне И.Кузнецова ярса патăмăр. Çак кунсенче хурав илтĕмĕр. Акă мĕн пĕлтернĕ унта: "Елчĕк район администрацийĕ ĕç кунĕсенче 17 сехет те 10 минутра "Елчĕк - Аслă Елчĕк", тата 17 сехет те 30 минутра "Елчĕк - Патреккел - Элекçей Тимеш" маршрутсемпе хушма автобус рейсĕсем уçасси пирки "Чувашавтотранс" патшалăх унитарлă предприятин Канашри ПАТП филиалĕн директорĕ В.Н.Степанов патне çырупа тухрĕ. Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнчен маларах асăннă рейссем çула тухрĕç.