Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ентешне манмаççĕ

Курнавăш тата Çĕнĕ Пăва шкулĕсенчи спорт залĕсенче Курнавăшра çуралса ỹснĕ, Чечен Республикинче служба тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă С.Фомина асăнса волейболла вылякансен турнирĕ иртрĕ. Йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çул умĕнхи турнира Елчĕк, Комсомольски, Тăвай районĕсенчи, Шупашкар хулинчи волейболистсем хутшăнчĕç. 8 команда 2 ушкăна пайланса выляса çурма финала тухассишĕн кĕрешрĕç. Шупашкарти "Елчĕк ентешлĕхĕ", Комсомольски районĕнчи "Нĕркеç", Елчĕкри "Улăп", Тăвайĕнчи "Турикас Тушкел" пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç. Финала "Елчĕк ентешлĕхĕпе" "Нĕркеç" командăсем тухрĕç. "Нĕркеç" команда 1994 çултанпа иртекен турнирта пĕрремĕш хут çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăнта - "Турикас Тушкил" команда. Турнира ăнăçлă ирттерме "Агрофирма" Нива" ООО, Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕ, Г.Н.Цветков, А.А.Мясников, Ю.А.Димитриев, Н.И.Ефимов, Н.А.Круглов, В.В.Сусликов, С.В.Сусликов пулăшу пачĕç.


"Елчĕк Ен"
25 декабря 2010
00:00
Поделиться