Çут çанталăка упрасси - пирĕн тивĕç
Экологи лару-тăрăвне çирĕплетес тата тăван тавралăха сыхлас тĕлĕшпе 2008-2010 çулсенче пурнăçлама çирĕплетнĕ тĕллевлĕ программăна кирлĕ пек ĕçе кĕртме пултартăмăр. Районта 53 ял, вĕсенче пурĕ 9200 хуçалăх, ялти инфраструктура объекчĕсем 347 шутланаççĕ. Çут çанталăка сыхлассин йĕркисене çирĕплетес тĕллевпе мĕн пур ял тăрăхĕнче, тĕрĕслев тата асăрхав органĕсемпе килĕшсе, территорие тирпей-илем кĕртессин йĕркисене ĕçе кĕртнĕ, санитари схемисем туса хатĕрленĕ. Ку тĕлĕшпе ĕçлекен яланхи комисси те хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек туса пынă. Палăртнă мероприятисене экологипе çыхăннă саккунсене пурнăçласа пынипе çыхăннă ăнлантару ĕçĕсене район хаçачĕн страницисенче çулталăк тăршшĕпех туллин çутатса пыма тăрăшнă. Яланхи комиссисем хĕллехи вăхăтра ял тăрăхĕсене тухса территорисенче хăйсен ĕçĕсене пурнăçлакан предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисемпе пĕрле ларусем ирттернĕ. Ларусенче тата ял пухăвĕсенче производствăра тата йăлара усă курнă каяшсене вырнаçтарас, ялсене тирпей-илем кĕртес, санитари схемине пăхăнас, çут çанталăка сиен кỹнĕшĕн палăртнă вăхăтра тỹлес ыйтусене сỹтсе явнă. Ку тĕлĕшпе вара татса паман ыйтусем пулманпа пĕрех. Яланхи комиссисем ял тăрăхĕсенче пулса ларусем ирттернисĕр пуçне палăртнă программăпа килĕшỹллĕн экологи тĕлĕшĕнчи саккунлăха çирĕплетес тĕллевпе ялти инфраструктура обьекчĕсен 347 ертỹçипе, районта пурăнакан çынсен 80 проценчĕпе куçа-куçăн тĕл пулса ăнлантару ĕçĕсене туса ирттернĕ. Палăртнă меро-приятисене пурнăçлама уйăракан укçа-тенкĕпе те туллин усă курнă.Отчетлă тапхăрта ял тăрăхĕсем "Стройэнергосервис" ОООпа тачă çыхăнса ĕçленине палăртмалла. Предприяти пулăшнипе пурĕ 4 пин тонна çỹп-çап утилизациленĕ. Ртуть ламписемпе ытти сиенлĕ препаратсене вĕсене ĕçлесе хатĕрлекен ятарлă предприятисене пурĕ 7,5 пин штук леçнĕ. Елчĕк, Акчел, Элекçей Тимеш, Тăрăм, Кипеç, Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш ялĕсем витĕр юхса иртекен Аслă Пăла, Кĕçĕн Пăла, Таяпинка юхан-шывĕсен хĕррисенчи çырмасене, Аслă Таяпа тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен территорийĕсене тĕрлĕ ăпăр-тапăртан, çỹп-çапран тасатнă. Çут çанталăкпа усă куракансем тăван тавралăха сиен кỹнĕшĕн тỹлемелли налука палăртнă вăхăтра тỹлесси те йĕркене кĕрсе пырать. Çапла майпа район бюджетне кĕрекен укçа-тенкĕ 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 2,9 хут, 2008 çулхипе танлаштарсан, 4,1 хут ытларах пулнă. Çак тапхăрта çут çанталăкпа усă куракансем - предприятисенче, учрежденисемпе организацисенче ĕçлекенсем, уйрăм çынсем тăрăшнипе ирĕк памасăр уçнă 100-е яхăн свалкăран хăтăлнă, çапла майпа районти ялсенчи санитари тĕлĕшĕнчи лару-тăру та палăрмаллах ырă енне улшăннă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕрпе тухăçлă усă курнине пĕтĕмлетнипе пĕрлех ял тăрăхĕсенче экологи хăрушсăрлăхне çирĕплетессипе мĕнле ĕçленине кăçал расна пĕтĕмлетнĕ. Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пурăнакансем валли ушкăнпа канмалли вырăнсене мĕнле йĕркеленине, йăлара усă курнă каяшсене вăхăтлăха вырнаçтарассипе тата вĕсене районти свалкăна турттарса каяссипе, территорие тирпей-илем кĕртессипе мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ. Елчĕкре йăлара усă курнă хытă каяшсене вырнаçтармалли полигонăн проектне те туса хатĕрленĕ, çакна патшалăх енчен экспертиза туса çирĕплетнĕ. Экологи тĕлĕшĕнчи нормативлă правăсене çирĕплетессипе çак тапхăрта сахал мар ĕç туса ирттернĕ пулин те предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем йĕркене пăхăнманнин тĕслĕхĕсемпе те чылай тĕл пулатпăр. Тĕслĕхрен, 2008 тата 2009 çулсенче уйрăм çынсемпе ялти инфраструктура обьекчĕсен ертỹçисене вăтамран 120-130 çынна айăпланă пулсан, кăçалхи 11 уйăхра йĕркене пăхăнман 68 çынна анчах айăпланă. Тĕрĕслев ирттериччен Яманчỹрел, Шăмалак, Аслă Пăла Тимеш ялĕсен территорийĕсенче административлă йĕркене пăхăнманшăн 600-650 протокол çырмалла, 6 ĕçе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма право йĕркисене сыхлакан органсене ярса памалла пулнă. Вĕсенче тĕллевлĕ ăнлантару ĕçĕсене туса ирттернĕ хыççăн ялсенче пурăнакансемпе вырăнти предприяти-организацисен ертỹçисем ялсене санитари тĕлĕшĕнчен йĕркене кĕртессипе хăйсен ирĕкĕпе ĕçе пикенчĕç. Кĕске вăхăтра ирĕк памасăр уçнă свалкăсенчен хăтăлчĕç, ялсен урамĕсене, обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртессипе çине тăрса тимлерĕç. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.А.Медведев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине янă Çырăвĕнче: "Тăван тавралăх кăтартăвĕ пурнăç пахалăхĕн, территори аталанăвĕнчи социаллă экономикăри тĕп кăтарту пулса тăма тивĕçлĕ", - тенине вырăнти влаç органĕсенче тĕпе хурса ĕçлемелле. |