Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çырусене сỹтсе явнă

Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци кунне хутшăннă ушкăнсем халăхпа тĕл пулнă май тĕп темăсем тавра калаçу пуçарчĕç. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем - Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев кăçал Федераци Пухăвне янă Çырăвне тата Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвне сỹтсе явасси, документра палăртнă тĕп положенисене пурнăçа кĕртес çул-йĕре тишкересси.

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ О.Викторов, райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова хутшăннă ушкăн Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пулнă май чи малтанах Сăрьел ялĕнчи шкул коллективĕпе тата вĕренекенĕсемпе курнăçрĕç. Олег Николаевич шкула пуш алăпа килмен, тутар ачисене вăл чăваш кĕнекисене парнелерĕ. Ачасем кĕнекесене алла илсенех чăвашла вулама пуçланине сăнама, чăн та, кăмăллă пулчĕ. О.Викторов тутар шкулĕсенче вĕренекенсене чăваш кĕнекисемпе тивĕçтерес тĕллевпе ĕçленине, паянхи кун тĕлне пурĕ 800 ытла кĕнеке парнелеме ĕлкĕрнине асăнчĕ. Унтан ушкăн Сăрьел ялĕнчи культура çуртне пухăннă халăхпа, Кушкă тата Аслă Пăла Тимеш шкулĕсен коллективĕсемпе тĕл пулчĕ. Депутат Çырусенче хускатнă çивĕч ыйтусем _ çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси, ăна киревсĕр йăласенчен асăрхаттарасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, çемьесенче çураçулăхпа тăнăçлăха упраса хăварасси, шкулчченхи вĕренỹ тытăмне аталантарасси, ача усрава илнĕ çынсене пулăшасси, коррупцие хирĕç кĕрешесси тата ытти чылай ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, сăмахĕсене пурнăçра пулса иртнĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин Елчĕкри "Чебурашка" ача садĕнче тата Кивĕ Эйпеç шкулĕнче пулнă. С.Петрова педагогсемпе тĕл пулнă май "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентỹ çинчен" çĕнĕ саккун проектне сỹтсе явнă, вĕрентĕвĕн çĕнĕ программисемпе меслечĕсене, стандарчĕсене пурнăçа кĕртес ыйтăва тишкерсе тухнă. Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертỹçин çумĕ О.Никина Тăрăм ял тăрăхĕнче, "Чувашхлебопродукт"" ОАО директорĕ А.Ласточкин Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пулнă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене сỹтсе явнисĕр пуçне тирпей-илем, налуксемпе вăхăтра татăлса пырас тата ытти тĕрлĕ ыйтусене те хускатнă районта ĕçлĕ визитпа пулнă хăнасем, халăха кăсăклантаракан ытти ыйтусем çине те тĕплĕ хуравсем панă.




"Елчĕк Ен"
18 декабря 2010
00:00
Поделиться