Çамрăксем хăйсене тĕрĕслеççĕ
Вĕренỹ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăксене пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçма хальхи вăхăтра çăмăл мар. Çак ыйту çамрăксене хăйсене анчах мар, вĕрентỹ заведенийĕсенче, ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче, влаç органĕсен структурисенче ĕçлекенсене те шухăшлаттарать. Мĕншĕн тесен алла диплом илнĕ çамрăк специалист ĕç рынокĕнче кирлĕ çын пулни обществăшăн та пĕлтерĕшлĕ. Апла пулин те çамрăксем ĕçе вырнаçайманни паянхи кунхи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ, аслă пĕлỹ илнĕ выпускниксене ятарлă программăпа килĕшỹллĕн вăхăтлăха анчах ĕçе вырнаçтарма пулнине пăхмасăр халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем урлă çамрăксене хăйсен професси ăсталăхне, квалификацине ỹстерме пулăшаççĕ. Çак тĕллеве халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем ятарлă программăпа йĕркелесе пыраççĕ. Вĕренсе тухнă çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе предприятисемпе тата организацисемпе килĕшỹсем çирĕплететпĕр. Ĕç паракансем çирĕплетнĕ килĕшỹ условийĕсене пăхăнса шалу тỹлеççĕ пулсан, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та вăхăтлăх ĕçе хутшăнакансене укçа-тенкĕ парса хавхалантарать. Вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă çамрăксем хăйсене лайăх енчен кăтартнине пула чылай чухне предприятире е организацире яланлăха ĕçлеме те тăрса юлаççĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр халăха ĕç парассинчи тĕллевлĕ программăна пурнăçласа "Кирпич" ОООпа тата О.Александров фермер (хресчен) хуçалăхĕпе çынсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе 2 килĕшỹ çирĕплетнĕ. Республикăри вăйра тăракан тĕл-левлĕ программăпа килĕшỹллĕн çамрăк специалистсене опытлă наставниксем ертсе пынипе ĕçе хăнăхтарассине те кирлĕ шайра йĕркелесе пыратпăр. Н.Бикулов, А.Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, "Акатуй", "Спутник", "Правовая консультация" ОООсенче, "Прогресс", Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче опытлă наставниксем ертсе пынипе 14 выпускник стажировкăсенче пулнă. Çамрăксем çак тапхăрта хăйсене менеджер, бухгалтер, çул-йĕр строительствин машинисчĕн, ял хуçалăх продукцийĕсене ĕçлесе хатĕрлекен, экономист, техник-механик ĕçĕсенче тĕрĕсленĕ. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 314974,10 тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрса панă. Хальхи вăхăтра районти предприятисенче 3 выпускник стажировкăра.
"Елчĕк Ен"