Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Елчĕк ен пики" - В.Локтева

Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче "Елчĕк ен пики" шоу-конкурс иртнĕ. Унта Лаш Таяпа, Елчĕк, Курнавăш, Тăрăм ял тăрăхĕсенчи 8 пике хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен кăтартнă. Бал кĕписем тăхăннă хĕрсем "Визит карточкинче" хăйсене сцена çинче мĕнле тытнине кăтартнă, паллаштарнă. "Эрудит" ăмăртура наци кĕписене тăхăннă пикесем район историне, чăваш наци культурине мĕнле пĕлнине тĕрĕсленĕ. Килти ĕçе - чăваш наци апат-çимĕçне хатĕрлессине пурте тĕплĕн хатĕрленнĕ. "Пултарулăх конкурсĕнче" хĕрсем юрра-ташша маçтăррине кăтартнă. "Çăл куç умĕнчи Сетнерпе Нарспи тĕл пулăвне" те курса ларма кăмăллă пулчĕ. Сетнер валашкаран шыв ăсса парать, пикесем пĕрин хыççăн тепри кĕвенте йăтса утаççĕ. Классика кĕввипе бал кĕписемпе ташлакан конкурсанткăсем çине киленсе пăхса ларчĕç куракансем. Шоу-конкурс çĕнтерỹçи, "Елчĕк ен пики" ята Виктория Локтева (Елчĕк) тивĕçлипе çĕнсе илчĕ. Инна Александрова (Анатри Тимеш), Оксана Филимонова, Карина Борисова (Патреккел), Ольга Денисова (Шăмалак), Лариса Боброва (Çĕнĕ Пăва), Алена Смирнова (Хĕрлĕçыр), Лиана Арефьева (Лаш Таяпа) тĕрлĕ номинацисенче палăрчĕç. Çĕнтерỹçĕне, конкурса хутшăннă кашни пикене лентăсем çакса янă, призсемпе грамотăсем парса чыс тунă. Мероприятие ирттерме пулăшнă спонсорсене - А.Миллина, А.Шадрикова, А.Теллина, Е.Михайловăна, П.Никифорова, В.Портновăна тав тăватпăр.


04 декабря 2010
00:00
Поделиться