Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Чăваш тĕнчи" видеофильм авторĕ - пирĕн ентеш

Чăваш наци музейĕнче хамăр ентешĕн, студент чухне пирĕн хаçатра практикăра та пулнă Кушкă каччин, Чăваш ỹнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕн Владимир Галошевăн "Чăваш тĕнчи" видеофильмĕн презентацийĕ иртнĕ. Ăна литература музейĕ 70 çул тултарнине халалланă. "Чăваш кĕнекине ĕне çинĕ", "Улăп", "Аслати", "Чăвашсен юлашки турханĕ", "Йăх хуçи", "Хĕрпе пăхаттир", "Юрату Турри" тата ытти ỹкерчĕксенче - тăван халăх историйĕ, этемпе çут çанталăк тачă çыхăнура пулнине кăтартни. Ентешĕмĕр 22 çул хушшинче çырнă ỹкер-чĕксенче çĕр-çĕр асамлăх тĕнчине сăнланă. Темиçе юмах-халапа пĕрлештерсе тăракан фильм халиччен Чăваш Енре пулман-ха. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ çулсенчех Владимир Галошев чăваш мифологийĕпе кăсăкланнă. Пĕр вăхăт "Тантăш" хаçат редакцийĕнче, хăй ăс пухнă университетра И.Я.Яковлев музейĕн ертỹçинче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра ЧР Патшалăх Канашĕн аппарачĕн ертсе пыракан специалисчĕ вăл. Пултаруллă ỹнерçĕ 2007 çулта хăйĕн картинисен ятарлă куравне йĕркеленĕ. Нумаях пулмасть "Чăваш тĕнчи" кĕнекине те вулакан патне çитерчĕ вăл. Республикăри ăслăлăх çыннисем Владимир Галошевăн ĕçне хавхаланса йышăннине уççăн палăртнă. Шкулсенче тăван ен культурине вĕрентекенсене пысăк пулăшу кỹрĕ "Чăваш тĕнчин" пин-пин вăрттăнлăхĕ. Пултаруллă Кушкă ỹнерçипе эпир чăннипех савăнатпăр.


04 декабря 2010
00:00
Поделиться