Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çитĕнỹсемпе савăнтарчĕç

 Чỹк уйăхĕн 27-28-мĕшĕсенче Шупашкарти коопераци институчĕн спорт залĕнче кире пуканĕ йăтакансен "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн XXVI турнирĕ иртрĕ. Унта пирĕн район команди Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн атлечĕсене кăшт çеç ирттерсе ярса иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Виççĕмĕшĕсем - Улатăрсем. Елчĕк тăрăхĕ яланах вăйлă çынсемпе палăрса тăнă. Кире пуканĕ йăтакансене _ Николай Малькова, Юрий Карпова, Юрий Кужикова, Алексей Трофимова, Анатолий Горшкова, Андрей Иванова, Геннадий Каринкина, Олег Маленькие, Юрий Миронова, Юрий Попова пĕлменнисем сахал пулĕ. Вĕсен ячĕ кире пуканĕн спорчĕн историне çырăнса юлнă. Халĕ те çитĕнекен ăру маххă памасть. Пирĕн районтан тухнă атлетсен ячĕсем тĕнче, Раççей, республика чемпионачĕсенче янăраççĕ. "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнира 1992 çулхи тата унран кĕçĕнрех атлетсем пуçларĕç. 58 килограма çитичченхи виçере Ĕнелти Николай Николаев 3-мĕш вырăна йышăнчĕ. 63 килограмлă атлетсенчен Виктор Семенов (Кĕçĕн Таяпа), 68 килограмлă виçере Иван Федоров (Кавал), 73 килограмлă атлетсенчен Александр Павлов (Елчĕк), 78 килограмлă виçере Александр Федоров (Курнавăш) палăрчĕç. Кавал ялĕнчи Александр Павлов куракансене тĕлĕнтерчĕ. 85 килограма çитичченхи виçери атлетсем хушшинче вăл мала тухма пултарчĕ. 24 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 120 хут тĕртрĕ. 85 килограмран йывăртарах виçере Акчелĕнчи Андрей Николаев чемпион ятне тивĕçрĕ. Дмитрий Соловьев, Дмитрий Курчин, Павел Александров (Курнавăш), Александр Ласточкин, Алексей Голубев (Елчĕк) район командин пухмачне паха очкосем хыврĕç. Аслă ỹсĕмрисен ушкăнĕнче Денис Семенов (Çĕнĕ Пăва), Олег Николаев (Ĕнел), Олег Федоров (Елчĕк) палăрчĕç. Кунта Кавалти Сергей Соловьева палăртмалла. Турнирăн абсолютлă чемпионĕ Чăваш Республикин рекордне çĕнетрĕ - 32 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 108 хут тĕртрĕ, турнирăн хаклă парнине - такана тивĕçрĕ. Тепĕр савăнăç: Сергей пĕлтĕрех Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Спорт уявĕнче ăна çакна çирĕплетекен удостоверенине тата паллăна пачĕç. Турнирта помост çине чи вăйлă хĕрсемпе хĕрарăмсем те тухрĕç. Кунта пирĕн районшăн çеç мар, ытти командăсемшĕн ăмăртакан ентешсем те сахал мар пулчĕç. Кĕçĕн Таяпа хĕрĕ Катерина Козлова хăйĕнпе ялан тупăшакан Любовь Семенова-Эллинăпа (Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ) ăмăртрĕ. 10 минутра 16 килограмлă кире пуканне сулахай тата сылтăм алăсемпе сулласа 240 хутчен çĕклерĕ. Любовь Семенова-Эллинăн кăтартăвĕнчен 2 очко ытларах çакă. Турнирăн абсолютлă чемпионки Катерина Козлова Шупашкар хулин администрацийĕн ятарлă призне - цифра фотоаппарата тивĕçрĕ. Хăвăлçырмари Олеся Маликова, 2 ача амăшĕ, хăйĕн виçинче чемпионка ята çĕнсе илчĕ. Ĕнелти Николаевсен çемйине кире пуканĕ спортне кăмăллакансем лайăх пĕлеççĕ. Çак турнира та пĕр тăвансем хутшăнчĕç: Олег - пĕрремĕш, Вера - иккĕмĕш, Николай виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Питтĕпелĕнчи Елизавета Еремеева та чыса тивĕçрĕ. Спорт ветеранĕсем те ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Анатолий Анисимов (Ĕнел), Геннадий Туманов (Çĕнĕ Эйпеç) хăйсен виçисенче тата ушкăнĕсенче призерсен йышне кĕчĕç.


"Елчĕк Ен"
04 декабря 2010
00:00
Поделиться