Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юратнă ĕç - чун канăçĕ

Кушкăри Гордеевсен ĕçчен çемйинче ыйхă мĕн иккенне те пĕлмеççĕ пулĕ. Хăш вăхăтра канаççĕ-ши? Вĕсен тăрăшулăхĕпе теветкеллĕхĕнчен тĕлĕнекен ялти ытти çынсем те пирĕн пекех шутлаççĕ... Кил хуçи хĕрарăмĕ Римма Николаевна пурнăçлакан кашни ĕç çинчен кăмăлтан, юратса каласа кăтартнине тимлĕн итленĕ хыççăн çемье, чăннипех, ĕçпе киленнине, мал ĕмĕтпе пурăннине ăнланса илетĕн. Ялта пурăнакансенчен ытларахăшĕ ахаль те килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнипе, пахча çимĕç туса илсе сутнипе кулленхи пурнăçне сыпăнтарса пырать. Анчах Гордеевсем пек пулма çирĕп вăй-хал, чăтăмлăх кирлĕ. Риммăпа Василий мăшăрлă пурăнма тытăннă малтанхи кунсенчен пуçласах йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пыма хăнăхнă. Шăпах çакă пурнăçри чăн-чăн тĕрĕслев пулса тăнă та - вĕсем пĕр-пĕрне тата ытларах ăнланма, хисеплеме, тытăннă. Пĕрлешсе çемье çавăрнă хыççăнах вĕсем никĕсрен пуçласа çĕнĕ кирпĕч çурт, хуралтăсем хăпартнă. Çĕнĕ кин - Римма, Патăрьелĕнчи професси пĕлĕвĕ паракан училищĕрен вĕренсе тухнăскер, малтан ялта пăру пăхаканра, каярахпа Аслă Пăла Тимешри ветеринари участокĕнче санитарта тимленĕ. Пĕрле ĕçлекенсем хушшинче вăл тăрăшуллă, хăйне шаннă тивĕçе яваплăха туйса пурнăçлама пултарнипе палăрса тăнă. Василий те тăван хуçалăхра ĕçленĕ: салтакран таврăнсанах "Победа" колхозри комсомол организацийĕн секретарĕ пулнăскере Аслă Пăла Тимеш ял совет председателĕн çумĕ пулма шаннă. Ун хыççăн - колхозри снабженец, çĕр виçевçĕ. ...Малалла пĕтĕмпех 90-мĕш çулсенчи пăтрашуллă самана "айăплă". Пурнăç тути-масине малтанах лайăх астивнĕ, йывăрлăхсене тỹсĕмлĕн чăтса ирттерме хăнăхнă Гордеевсем хăйсен ĕçне ăнăçлă йĕркелесе янă. Çак утăма тума вĕсене никам та хистемен. Фермăра выльăхсене пăхнă çĕрте, ветеринарта тăрăшнă, кирек епле ĕçрен те ỹркенсе тăман Римма хăй çине теветкеллĕх илсе пĕр хăрамасăр малтанхи çулах харăс 20 сысна ами çăвăрлаттарать. Çурасем те тĕрĕс-тĕкел аталаннă. Ĕç-хĕл ăнса пыни вара тата тăрăшуллăрах пулма хавхалантарса тăнă. Çавăн пекех вĕсем аш-какайлăх та нумай сысна самăртса çитĕнтерме тытăннă. Килти хушма хуçалăхра хăйсен йỹçĕ тарĕ витĕр туса илнĕ продукцие сутассине вĕсем ыттисем пек çынсем урлă мар, хăйсем тĕллĕн усăллă вырнаçтармалли майсене те шыраса тупма пултарнă. Аш-какая турттарма, çурасене сутма илсе кайма УАЗ автомобиль туянмасăр май килмен. Тăрăшни сая кайман, ĕç тата кал-кал йĕркеленсе пыма тытăннă. Ĕçчен çемье малашне тĕрлĕ пахча çимĕç, çĕр улми çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăрма кирлине те ăнланнă. Хушма хуçалăхри хăйсене тивĕçекен çĕр лаптăкĕсĕр пуçне, ялти, кỹршĕ ялсенчи пĕччен пурăнакан ватă çынсен никама та кирлĕ пулман, темиçе çултанпа пиçен, мăян ашкăракан усăсăр выртакан çĕрĕсене тара илнĕ. Çум курăкран лайăх тасатнă, агротехника хушнине пăхăнса вăхăтра сухаласа сỹреленĕ, минераллă удобренисемпе апатлантарнă 2 гектар çинче халĕ çулсерен пысăк тухăçлă çĕр улми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, севок, кишĕр çитĕнтереççĕ, вĕсене сутнинчен пысăк усă кураççĕ. Кăçалхи тĕлĕнмелле шăрăх çанталăк условийĕнче те Гордеевсем çитĕнтернĕ пахча çимĕç, çĕр улми, ялти ытти çынсеннипе танлаштарсан, япăх мар тухăç панă. - Типĕ, шăрăх пуласса малтанах пĕлсе тăтăмăр пулсан та кĕтмен çĕртен пуçласа пĕрремĕш хут çумăр çуса парсан савăннипе хире чупса кайрăм, çĕре ыталаса куççулĕпе йĕтĕм, - ăш-чикри туйăмне пĕр пытармасăр, уççăн каласа кăтартать Римма Николаевна. Акнă, лартнă лаптăксене шанчăка çухатмасăр чăтăмлăн лайăх пăхса тăнин усси пулнах. Юхан шыв çывăхĕнчи анара çитĕннĕ çĕр улми ытти çулсенчи пекех тухăçлă çитĕннĕ, ăна пурĕ 5 тонна сутнă та. Севокпа кишĕр туса илни те усăллă пулнă, вĕсене çуркунне сутмалăх та хăварнă. Ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене çĕнетсе пыни, вĕсене çитĕнтерессинче ятарлă препаратсемпе усă курса ĕçлени те, паллах, тухăç илесси çине витĕм кỹнех. Çĕр-аннемĕре юратса пăхсан вăл хăйĕн ырлăх-пурлăхĕпе савăнтарнине çак тĕслĕхре тепĕр хутчен яр уççăнах куратпăр мар-и? Гордеевсен ачисем те - Елена, Андрей, Катерина, ашшĕпе амăшнех хывнă, ĕçчен. Ушкăнпа пурнăçламалли ĕçрен нихăçан та пăрăнса курман. Мĕн пĕчĕкренех пахчара ĕçлеме, выльăх пăхма хăнăхнă вĕсем. Апла пулин те хĕрỹ вăхăтра ĕç алли ытларах та кирлĕ. Ку чухне пуринпе те ăш пиллĕ калаçма пултаракан, тараватлă, ырă çынсене кỹршĕ-аршипе тăванĕсем, юлташĕсем пулăшу аллине тăсса пама яланах хатĕр. Сăмах май, Кушкă çыннисем - ĕçчен халăх, вĕсенче ял хавалĕ тапса тăрать, вăл ламран-лама куçать. Гордеевсем патне те пĕр касра пурăнакансем - Анна Мекшеевăпа Елизавета Мышкина, кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Анат Туçари Рая Сверчковăпа Лидия Перепелкина, Энтепери Маня Лукиянова нимелле пулăшма пыраççĕ. Паллах, хăйсем те парăмра юлмаççĕ, кирлĕ пулсан, çийĕнчех пулăшу аллине тăсса пама васкаççĕ. Мал ĕмĕтлĕ, пĕр шухăшлă мăшăр мĕн тунипе анчах лăпланса лармасть. Кил-çурчĕ ахаль те капмар, хуралтисем урлă чăх-чĕп вĕçсе каçаймасть пулин те ăна вĕсем ку чухнехи çĕнĕ материалсемпе усă курса тăтăш çĕнетсех тăраççĕ. - Çулла çурт умĕнчи пахчана çĕнĕрен тытма шутлатпăр, туса илнĕ пахча çимĕçе хĕл кунĕсенче упрама пысăк хранилище кирлине те пĕлетпĕр. Ялта тумалли нихăçан та пĕт-мест, - тет Римма. Мăшăрĕ те унăн шухăшĕсемпе килĕшет. Паянхи саманара суха пуçпе суха тăваймăн. Çак тĕллевпе вĕсем ДТ трактор, плугпа культиватор туяннă. Вĕсемпе, паллах, кил хуçи хăй ĕçлет. Вĕсен выльăх-чĕрлĕх те картиш тулли. Кăçал çу каçипех виçĕ ĕне сунă. Çанталăк условийĕсене пула апат сахалрах хатĕрленине шута илсе халĕ пĕр ĕнине сутнă. Унсăр пуçне витере - çитĕннĕ вăкăр, 13 чун сурăх. Çу каçипе хиртен кĕме пĕлмесĕр ĕçлеççĕ, киле таврăнсан выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла. Епле ĕлкĕреççĕ? Кил-çуртне пырса кĕрсен тата! Пур çĕрте те тирпейлĕ, таса. Çуртри хăтлăх вара пĕтĕмпех хĕрарăмран килет. Римма - ал ĕç ăсти те, çĕвĕ те çĕлет, тĕрĕ те тĕрлет. Чăннипех, пултаруллă, ĕçчен вăл. Василий хăй валли ĕмĕрлĕх лайăх, шанчăклă мăшăр тупнă... 

 


"Елчĕк Ен"
01 декабря 2010
00:00
Поделиться