Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юлташне асăнса

1997 çулта Елчĕк каччи А.Скворцов пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Çапах унăн юлташĕсем аталанса, вăй илсе пынă спортсмена манмаççĕ. Иртнĕ шăмат кун "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче ăна асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен районти ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăмăртăва хутшăнакансем Елчĕкри масар çинче пулса А.Скворцов вил тăпри çине чечексем хучĕç. Кавир çине чи çамрăккисем, 1996 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах кĕрешỹçĕсем тухрĕç. 30 килограмран çăмăлрах виçере Елчĕкри Д.Александров Кушкăри Д.Баринова парăнтарчĕ. Виççĕмĕш вырăна Аслă Елчĕкри А.Хушкин тухрĕ. Ытти виçесенче те хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. Палăрнă спортсменсем: 34 килограмлă атлетсем. 1. А.Блинов. 2. Д.Дергунов (иккĕшĕ те Кушкăран). 3. А.Падуев (Аслă Елчĕк). 38 килограмм. 1. Д.Антонов. 2. Л.Зайцев. 3. М.Павлов (Кушкă). 42 килограмм. 1. Р.Чернов. 2. Р.Патшин (Аслă Елчĕк). 3. Д.Обручков (Елчĕк). 42 килограмран йывăртарах. 1. И.Чернов. 2. И.Волков (Елчĕк). 3. Д.Дергунов (Кушкă). 1993-1995 çулсенче çуралнă атлетсем 50 килограмлă виçерен пуçларĕç. Кунта Шупашкартан килнĕ Н.Дубов палăрчĕ. Кушкăри Г.Ивановпа Аслă Елчĕкри А.Мольков - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Ытти виçесенче палăрнă кĕрешỹçĕсем: 54 килограмм. 1. Э.Адюков (Аслă Елчĕк). 2. А.Дмитриев. 3. Г.Зайцев (Кушкă). 58 килограмм. 1. Г.Обручков (Аслă Елчĕк). 2. Н.Кузнецов (Елчĕк). 63 килограмм. 1. Э.Дергунов (Кушкă). 2. А.Шаков (Аслă Елчĕк). 69 килограмм: 1. А.Петров (Çĕнĕ Пăва). 2. П.Нягин (Елчĕк). 69 килограмран йывăртарах. 1. А.Спиридонов (Çĕнĕ Пăва). 2. А.Трофимов (Кушкă). Ăмăртăва аслăрах çулсенчи атлетсем те хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем çамрăксене хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Çĕнĕ Пăвари Дениспа Дмитрий Захаровсем, Кушкăри Б.Баскаков çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Кăçалхи ăмăртура, пĕлтĕрхи пекех Кушкăри атлетсем чемпион ятне тивĕçрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Аслă Елчĕксемпе Елчĕксем. Хăйсен виçисенче çĕнтернĕ спортсменсем дипломсемпе медальсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç. Ăмăртăва ăнăçлă ирттерме пулăшнă А.Лапшинпа В.Ишмуратов предпринимательсене, А.Скворцов юлташĕсене - Ю.Петрова, А.Семенова, В.Демьянова, М.Нягина тав тăватпăр.


"Елчĕк Ен"
01 декабря 2010
00:00
Поделиться