Пуррине юхăнтармалла мар
Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта район пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ. Районта халĕ çамрăк яшсене Раççей çарĕн ретне ăсатас енĕпе ĕç пырать. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи пайĕн призыв енĕпе ĕçлекен уйрăмĕн начальникĕ С.Алюкин пĕлтернĕ тăрăх, 185 çамрăк çар ретне тăмалла. Хальлĕхе 100-е яхăн яш хăйĕн тивĕçне пурнăçлама тухса кайнă. Çапах та çар службинчен пăрăнма тăрăшакансем те сахал мар. Çавăнпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, администрацийĕсене яваплăха ỹстерме, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама хушса хăварчĕ. Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев чỹк уйăхĕн 27-мĕшĕнче муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертỹçисемпе семинар ирттернĕ. Унта пирĕн район, район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин унта хускатнă ыйтусемпе паллаштарчĕç. Вĕсем вара сахал мар. Унта республикăн 2011 çулхи бюджечĕн тĕп параметрĕсем, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес, муниципалитет пурлăхĕпе туллин усă курас, хула тăвас ĕç саккунĕсене пурнăçа кĕртес, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне реформăллас, потребитель рынокĕнчи хаксем тата бюджет укçи-тенкипе усă курнин тухăçлăхĕ пирки сăмах пынă. Çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли саккунсен, вырăнти влаçа реформăлассин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем нотариус ĕçне пурнăçлассин уйрăмлăхĕсем çинчен те калаçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин муниципалитет пуçлăхĕсем, ĕçлекенсем умне тĕллев лартрĕ: "Сирĕн пурне те тума ĕлкĕрмелле, документсемпе те тĕплĕн ĕçлемелле". Асăннă ыйтусемпе район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисене, вĕсенче ĕçлекенсене конкретлă ĕçлеме, яваплăха туйма кирлине палăртрĕ. "Хăйĕн тивĕçне пурнăçлайман çын халăх нушине те ăнланмасть. Ун пек çынсенчен хăтăлмалла", - терĕ Н.Миллин. Шалти ĕçсен Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕ В.Волков районти оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Эрне хушшинче ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнине пула административлă право йĕркине пăснă 7 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çавăн пекех çул-йĕр пăрлак пулнине кура автотранспортпа инкексем пулнă тĕслĕхсем те сахал мар. Пурлăха сыхлас енĕпе 26 предприятипе организацире видеосăнавсен системине вырнаçтарнă. Пурĕ 186 видеокамерăпа таврара, территоринче мĕн пулса иртнине сăнама май пур. Çакă пурлăха вăрлассине чылай чакарма май панă. Ытти çĕрте те видеосăнав приборĕсене вырнаçтарассипе ĕçсене малалла тăсмалла. Çуллахи шăрăх çанталăкра чылай ялсенче шыв çитменнипе аптăратчĕç. Хĕлле те çитрĕ - çĕр çынни пахча çимĕçе шăварма халĕ шывпа усă курмасть. Çапах Патреккел, Акчел, Элекçей Тимеш ялĕсенче шыв çуккине мĕнле ăнланмалла? Район администрацийĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, çуллахи тапхăрта чылай çемье шыв пăрăхĕсенчен шлангсемпе шыв илнĕ. Çанталăк сивĕтнине кура, вĕсем шăнса çурăлнă. Халĕ вара шыв юхса выртать. Кун пек тĕслĕхсем хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче те пур. Çавăнпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплăхне ỹстермелле. Канашлура тирпей-илем кĕртес, çулсене хĕллехи тапхăрта тытса тăрас тата ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухнă.