Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инкек хуçайман ăна

Кушкă ялĕнче çуралса ỹснĕ, унтах тĕпленнĕ Доня Ивановна Эвриковăна тахçантанпах паллатăп. Хампа паллаштарнă май вăл мана пỹлсех: "Эпĕ сире тахçанах пĕлетĕп. Ан çилленĕр, уйăрса илейместĕп вĕт", - терĕ вăл кăмăллăн. Куç курманнисен районти обществин членĕнче чылай çул тăрать вăл. Пухусемпе конференцисенче те хăйĕн шухăшне пĕлтерме тăрăшса тĕрлĕ сĕнỹсем паратчĕ. Ачаран куçĕ япăх курнипе асапланакан хĕрарăм пĕр пек шăпаллисемпе чунне уçма юратать. Çынпа калаçсанах чун-чĕрери тунсăх таçта кайса кĕрет, хăйне çăмăллăн туять вăл. 76 çула çитнĕ хĕрарăм хăйне астума пуçланăранпах куçĕсем япăх курнипе нушаланнă. "Хĕвел çине пăхаймастăмччĕ. Трахома тесе епле хыратчĕç-ха куçсене. Пит тăрăх юн юхатчĕ вĕт. Унтан ешĕл сенкер сĕретчĕç", - аса илет ачалăха Доня Ивановна. Анчах хăй пĕлтернĕ тăрăх, унăн трахома чирĕ те пулман иккен. Ултă çулта чухне Доньăна инвалида кăларасшăн пулнă, анчах кам илсе çỹрет-ха ăна больницăна? Каярахпа хĕр ача "инвалид" сăмахран именнĕ. Вăрçăран аманса килнĕ ялти арçын-инвалидсене курсан куççулĕсене пытарайман Доня. Вĕсем фашистсемпе вирлĕн кĕрешсе сусăрланса паттăррăн яла таврăннă, вăл пур килте ларсах инвалид... "Темле пулсан та нăйкăшмалла мар, çемьене те пулин усă памалла. Апла пулсан вăй çитнĕ таран ĕçлемелле", - хăйне хăй çирĕп сăмах панă малалла талпăнакан хĕр. Куçĕсем лайăх курманранах тăватă класс çеç пĕтерейнĕ вăл. Питĕ вĕренес килнĕ унăн, анчах ним тума та çук, тантăшĕсене ĕлкĕрсе пырайман, кĕнеке вулайман, пĕрле вĕренекенсем куласран шикленнĕ. Шкула кайма пăрахсанах килте тĕрлĕ ĕçсемпе аппаланнă. Пĕве çитсен бригадăра тар тăкнă. Унтан ỹркенмен хĕре ферма заведующийĕ пăру пăхма илнĕ. Пĕчĕк янаварсене юратнă пăрчăкан пек вăр-варскер. Тăрăшуллă хĕре качча илес текенсем те пулнă, анчах ют киле кайма васкаман. "Кил-çуртри тусанпа çỹп-çапа курман кин пуличчен атте-анне çумĕнче пурăнам. Килти кашни стенана пĕлетĕн. Тирпейсĕрлĕхе юратмастăп", - тенĕ шалти туйăм ăна. Унтан Д.Эврикова фермăра ĕне сунă. 18 çул пĕр улшăнмасăр тăрăшнă вăл унта. Тата та ĕçлетчĕ пулĕ, анчах ыйткалакана çил хирĕç тенĕ евĕр, ахаль те аран-аран куракан куçĕсем çине дезинфекци шĕвекĕ сирпĕннĕ. Унпа нушаланнă пĕр вăхăт, каярахпа тислĕк кăларакан транспортера та курми пулнă. Пĕрре мар урисем унта анса кайнă. "Турă пулăшса пынă мана, ытти инкек-синкекрен хỹтĕленĕ", - тет вăл. Пĕрле ĕçлекенсем хистенипе çеç аллă çултан иртнĕ хĕрарăм тухтăрсем патĕнче пулнă.Тĕплĕ тĕрĕслев витĕр кăларнă ăна, çийĕнчех иккĕмĕш ушкăнри инвалидсен йышне кĕртнĕ. Шурă халатлисем халиччен фермăра мĕнле ĕçлеме пултарнинчен тĕлĕннĕ. Тепĕр çултанах пĕрремĕш ушкăна куçарнă ăна. - Инвалида тухиччен пĕр кун та ахаль ларса курман. Кĕçĕнни пулнăран анне-аттепе пурăннă. Лайăх çынсемччĕ вĕсем. Халĕ вара пĕчченех кун кунлатăп. Картиш пушă пулнине юратмастăп. Çавăнпа качакасем, чăх-чĕп усратăп, кỹршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнатăп. Аппан çемйи пур ялта .Вĕсен ачисем килсе пăхаççĕ. Апат хамах пĕçеретĕп. Пурнăçран юлсах пырасшăн мар. Радио кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. Чăваш юрри-такмакĕсем янăрама пуçласанах тĕк лармастăп, шăм-шак çемçелтĕр тесе ташласа та илетĕп. Хусканусем тумасан хытсах ларан вĕт, - тет çичĕ теçетке çурринчен иртнĕ ватă ăшшăн кулса. Тĕлĕнетĕн унран, пурнăçăн кашни минучĕпе савăнать вăл. Темле тăрăшсан чир хуçайман ăна. "Çак тарана çитиччен пурăнатăп тесе кам шутланă. Патшалăх пенси парать, аван пурăнатăп. Йĕрсе лармастăп нихăçан та", - терĕ ăшшăн сыв пуллашнă май. Çакăн пек патвар та маттур пулмасан паянхи пурнăçра никама та çăмăл мар.


"Елчĕк Ен"
01 декабря 2010
00:00
Поделиться