Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аталану ыйтăвĕсем тавра

 Чỹк уйăхĕн 16-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Елчĕк район пуçлăхĕ - районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Молодова ертсе пычĕ. Ларăва Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, райадминистрацин структура подразделенийĕсен начальникĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти организацисемпе предприятисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Депутатсем пурĕ 11 ыйту пăхса тухрĕç. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - Елчĕк районĕн 2011-2013 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозĕ çинчен райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ П.Иванов тухса калаçрĕ. Промышленность производствин индексĕн 2010 çулхи ỹсĕмĕ 2 процентпа танлашать, прогноз тăрăх вăл 2011 çулта - 5 процентпа, 2012-2013 çулсенче - 6,9-12,7 процентпа танлашĕ. 2011 çулта ял хуçалăх продукцине туса илесси 2,9 процент, 2012 çулта - 5 процент, 2013 çулта 7,6 процент ỹсмелле. 2013 çулта укçа-тенкĕн пур çăл куçĕнчен тĕп капитала хывакан инвестици калăпăшĕ 263, 9 миллион тенкĕпе танлашмалла (2010 çулпа танлаштарсан 4 процент сахалрах). 2009 çулпа танлаштарсан 2010 çулта вак тавар çаврăнăшĕ 110,5 процент пулĕ. Малашлăх планпа килĕшỹллĕн, вак тавар сутăвĕн çаврăнăшĕ 2011 çулта 112 процентпа, 2012-2013 çулсенче 125-130 процентпа танлашмалла. Тỹлевлĕ пулăшусен калăпăшĕн ỹсĕмĕ 2013 çул тĕлне 105 про-центпа танлашĕ. Асăннă тапхăрта çавăн пекех суту-илĕвĕн 4 объектне ĕçе кĕртме палăртнă. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарни тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Çавна май çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ, халăха пахалăхлă таварпа тивĕçтересси ỹсет. Предпринимательлĕхе йĕркелекенсене паян патшалăх та пысăк пулăшу парать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ятарлă пĕлỹ паракан курссенче ăсталăха туптама май пур _ харпăр хăй ĕçне йĕркелекен предпринимателе центр федерацин бюджечĕ шучĕпе 58,8 пин тенкĕ уйăрать. 2010 çулхи хаклав тăрăх, Елчĕк район халăхне ĕçпе тивĕçтерекен службăра 161 çын учетра тăрать, 2013 çул тĕлне вĕсен шучĕ 186 çынпа танлашĕ (1,5 процент чухлĕ ỹсет). Прогноз тăрăх, 2013 çулта, 2009 çулпа танлаштарсан, ĕç укçин фончĕ 30,8 процент чухлĕ ỹсмелле, 425,5 миллион тенкĕпе танлашмалла. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас тесен мĕн тумалла паян? Çак ыйтăва уйрăммăн çĕклерĕ депутатсен çĕнĕ йышĕ. Чи малтанах Елчĕкри "Промсервис" наука-производство пĕрлешĕвĕ" акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Юрий Титов депутат сăмах илчĕ. Çĕр-шыв экономикинче пулса иртекен улшăнусем аталану меслечĕсене тата производствăна ертсе пырас ĕçе çĕнĕрен тишкерме, пуласлăх çинчен тĕплĕнрех шухăшлама хистенине палăртрĕ вăл. Чи малтанах инновациллĕ производствăна аталантармалла, нано- тата биотехнологисене ĕçе кĕртсе пымалла. Тырăран, сăмахран, хуçалăхсем биотопливо хатĕрлеме пултараççĕ. Çакă тырра йỹнĕ хакпа сутнинчен чылай тупăшлă. Маларах асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен предприятисен анчах мар, уйрăм предпринимательсен те çанă тавăрса ĕçлемеллине асăнчĕ. Асăннă шухăша "Победа" ООО ертỹçи Николай Головин та ырларĕ: - Продукцие туса илни анчах çителĕксĕр, ăна вырăнтах ĕçлесе хатĕрлеме вĕренмелле пирĕн, - терĕ Николай Александрович. - Сĕтрен паян 20 тĕрлĕ ытла продукци хатĕрлеме пулать. Хальлĕхе вара "шурă ылтăна" йỹнĕпе Шупашкара е ытти тăрăха леçетпĕр, çав вăхăтрах сĕт-çу продукцине хаклă хакпа туянатпăр. Маларах каланă шухăшсене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çирĕплетрĕ. "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" çĕнĕ инвестор аллинче пулнине, Александр Казаков предприятие çĕнĕрен ура çине тăратас тĕллевпе унта сахал мар укçа-тенкĕ хывма пуçăннине палăртрĕ вăл. Хальлĕхе ют çĕр-шывра кăларнă пахалăхлă холодильник туяннă кунта, производствăна çĕнетес тĕллевпе тата ытти ĕçсем те пурнăçланаççĕ. Çапах та завода пĕччен ура çине тăратма çăмăлах мар, кунта ушкăн - районти хуçалăхсемпе предпринимательсен пулăшăвĕ питĕ вырăнлă. - Завода ăнăçлă аталантарса çĕнĕрен ĕçлеттерсе яни районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнĕ. Çапла пултăр тесен предпринимательсене, хуçалăхсен ертỹçисене туса илнĕ сĕте район тулашне кăлармасăр çак завода кỹрсе пама ыйтатăп. Завод ертỹçи сĕтшĕн Шупашкарта сутăнакан хакпах тỹлеме шантарать. Хальлĕхе вара районти пĕр "Победа" хуçалăх анчах сĕте çак завода кỹрсе килет. "Победа" хуçалăхăн ырă тĕслĕхĕпе ыттисене те усă курма сĕнетĕп, - пĕлтерчĕ Н.Миллин. Районти хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышне упраса хăварасси тĕп вырăнта пулмаллине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Мĕншĕн тесен выльăхсен шутне чакарман хуçалăхсене патшалăх дотаци парса пулăшать. Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа - Елчĕк районĕн 2011 çулхи бюджечĕ çинчен райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова тухса калаçрĕ. Прогноз тăрăх, 2011 çулта Елчĕк районĕн бюджечĕн тупăш пайĕ 216 миллион тенкĕпе, çав шутран республикăран уйăракан каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ виçи 175,6 миллион тенкĕпе, налукран кĕрекен тупăш пайĕ 37,3 миллион тенкĕпе, налук шутне кĕмен тупăш 3,1 миллион тенкĕпе танлашать. Бюджетăн тăкак пайĕ 216,8 миллион тенкĕ, бюджет дефицичĕ 800,4 пин тенкĕ пулĕ. Ларура халăх суйлавçисем Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн "Елчĕк районĕн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç, муниципалитетăн "Елчĕк районĕн потребитель рынокне тата пулăшу сферине 2011-2020 çулсенче аталантарасси", "Елчĕк районĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе 2011-2015 çулсенче аталантарасси" тĕллевлĕ программисене çирĕплетрĕç. Депутатсем çавăн пекех пурлăха Елчĕк район муниципалитет харпăрлăхне йышăнас ыйтăва пăхса тухрĕç, 2011 çулта Елчĕк район территорийĕнчи çĕр лаптăкĕсене арендăна панăшăн тивекен тỹлев виçине çирĕплетрĕç. Елчĕк районĕнчи бюджет тата хысна организацисем туса хурас, реорганизацилес, пĕтерес йĕркене, çавăн пекех Елчĕк районĕнчи муниципалитет учрежденийĕсен тĕсне улăштарас ыйтусене пăхса тухрĕç, Елчĕк район администрацийĕн тытăмне улшăнусем кĕртрĕç тата ытти тĕрлĕ ыйтусем тавра калаçрĕç. 


"Елчĕк Ен"
01 декабря 2010
00:00
Поделиться