Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Усси пулатех

 
Кашни çулах пирĕн районта кĕрхи-хĕллехи тапхăрта гриппа е ытти распираторлă вирус инфекцийĕсемпе чирлекенсен йышĕ пысăк. Грипп çынна часах ерме пултарать, çавăнпа вăл хăвăрт сарăлать. Грипа хирĕç кĕрешсе юлашки çулсенче вакцинăсемпе нумай усă кураççĕ. Вăл - чиртен сыхланмалли чи лайăх меслетсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра хамăр патăмăрта, ют çĕр-шывра туса кăларнисем темĕн тĕрли те пур. Чи малтан ачасене, халăхпа ĕçлекенсене прививка тумалла. Вĕсен шутне медицина, транспорт, халăхăн кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтерекен работниксем, шкулта, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, ватăсем, шала кайнă чирсемпе нушаланакансем кĕреççĕ. Прививкăсене чир-чĕр пуçланиччен тумалла. Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн кашни çулах грипп тата вируссем урлă сарăлакан ытти чирсем алхасасран сыхланса иммунизаци тăвассине йĕркелет. Пирĕн района юпа уйăхĕнче грипран 3380 доза вакцина килчĕ, ачасене - 1850 доза, аслă çынсене - 1530 доза. Анчах та темшĕн ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене прививка тума килĕшмест. Сăнанă тăрăх, кăçал килнĕ вакцинăсемпе прививка тунă хыççăн çынсем чирленине каламаççĕ, мĕншĕн тесен 1 доза вакцинăра 500 мкг полиоксиден пур - вăл организмра иммунитета вăйлăлатма пулăшать. Çавăнпа та ачасене прививка туни питĕ усăллă. Грипран сыхланмалли чи лайăх мелсем - организма тăтăшах пиçĕхтерни, тĕрлĕ ваннăсем туни, сивĕ шывпа сăтăрăнни. Енчен те сирĕн тăванăрсем гриппа чирлеççĕ пулсан, ăна уйрăм пỹлĕме вырттармалла. Ĕçе, шкула, ача садне яма юрамасть. Кун пек чухне чир шала кайма пултарать. Чир паллисене туйсанах пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнчи тухтăра е фельдшера киле чĕнмелле, вăл хушнине çирĕп пурнăçламалла.



"Елчĕк Ен"
27 ноября 2010
00:00
Поделиться