Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта ачасен сывлăхĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма тивет. Республикăра ĕçлекен сывлăх центрĕсенче ачасене малта пыракан диагностика технологийĕсемпе тата паянхи медицина оборудованийĕсемпе тĕплĕн тĕрĕслесе чир-чĕре маларах тупса палăртаççĕ. Квалификациллĕ специалистсем сирĕн ачăрăн сывлăхне физкультурăпа çирĕплетме, пурнăç йĕркине улăштарма, тĕрĕс апатланма пулăшаççĕ. Центрсем уçăлнăранпа 3 пин ытла ача тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухнă. Кунта ачасен сывлăхне мĕн пур енчен тĕрĕслеççĕ. Ун хыççăн ача сывлăхне кура педиатр кашнийĕн валли уйрăм план хатĕрлет. Кирлех пулсан ытти специалист-врач патне те тĕрĕсленме ярать. Пациента аллине "Сывă пурнăç йĕркин карти" парать. Унпа вăл тепĕр çултан каллех тĕрĕсленме килет. Тĕрĕслевсене тỹлевсĕр тăваççĕ. Сывлăх центрĕсенче Раççейри кирек хăш ача та тĕрĕсленме пултарать. Хăйĕнпе пĕрле паспорт е çуралнине çирĕплетекен свидетельство тата обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ пулмалла. Центра килес текенсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕллевпе электронлă регистратура (www.med.cap.ruỸMedReqistry) тата ыйтса пĕлмелли пай йĕркеленĕ. Республикăри сывлăх центрĕн адресĕ: Шупашкар хули, Осипов урамĕ, 5-мĕш çурт. Черете çырăнмалли телефон: 55-18-53. Хулари 3-мĕш номерлĕ ача-пăча больницин сывлăх центрĕн адресĕ: Шупашкар хули, Трактор тăвакансен проспекчĕ, 12-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 64-88-16. Электронлă регистратурăра çырăнма та пулать: http,Ỹwww.med.cap.ruỸMedRegictryỸschedultr.aspv.dist/1030.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.