Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ачасене юратнăран ĕç ăнать ялан

Курнавăш шкулĕнчи директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Э.Смирнова пĕрмаях шыравра. Ĕçĕ те çапла пулма ыйтать: тăтăшах конкурса хутшăнмалла, ачасене тĕрлĕ енлĕн аталантармалла. Эльвира Ильинична шкулта чылай çул ĕçлет. - Ачасене юратнипех суйларăм çак профессие, - аса илỹ çăмхине ерипен сỹтет вăл. Çакна иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Курнавăш шкулĕнче директорта тăрăшнă Петр Михайлович Смирнов та аван туйнă ахăр. Малтан вăл Эльвирăна вожатăй ĕçне пурнăçласа пыма чĕнсе илнĕ. Çак вăхăтра, 1990-1995 çулсенче, хĕр куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕн профессине алла илнĕ. Унтанпа вăхăт сисĕнмесĕрех иртнĕ. Паянхи кун та ачасем унра вĕрентекене çеç мар, аслă юлташне кураççĕ. - Шкул вăхăтĕнче йывăртарах шутланнă ачасем вĕренсе тухнă хыççăн чылай çул иртсен те тав туни чуна ăшăтать, - тет кăмăллăн хĕрарăм. Йывăртарах ачасемпе вĕрентекен уйрăммăн чуна уçса калаçнине, çакă вĕсемшĕн питĕ витĕмлĕ пулнине палăртать. - Чи кирли - чунĕсене амантасран асăрханни, - тет. Эльвира Ильинична çуллахи вăхăтра шкулта йĕркелекен ĕçпе сывату лагерĕн ертỹçи те. Вăл ачасене шкул çумĕнчи пахчари ĕçсене пур- нăçлама явăçтарать. Шкул ялта пушă ларакан çурт хуçисен çĕр лаптăкĕсем çинче тĕрлĕ культура ỹстерессипе те тимлет. Вĕсене çум курăкран тасатаççĕ лагере çỹрекенсем. Шкул ачисем çавăн пекех фермерсен лаптăкĕсем çинче çитĕннĕ культурăсене пуçтарса кĕртме те хастар хутшăнаççĕ, çавна май хăйсене укçа-тенкĕ ĕçлесе илеççĕ, шкул столовăйĕнче йỹнĕрех хакпа апатланаççĕ. Э.Смирнова йĕркелесе пынипе Курнавăшри ĕç тата сыватупа кану лагерĕ иртнĕ вĕренỹ çулĕнче ятарлă конкурса хутшăнса 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ, 5000 тенкĕ премие тивĕçнĕ. Укçа-тенкĕпе шкул спорт хатĕрĕсем туяннă. Çитĕнỹсем татах та пур вĕрентекенĕн. Районта "Пĕрремĕш шăнкăрав", "Юлашки шăнкăрав" сценарийĕсене хатĕрлессипе иртнĕ конкурсра 1-мĕш, педагогсен хушшинче йĕркеленĕ сăн ỹкерчĕксен конкурсĕнче 2-мĕш, воспитани ĕçĕн организаторĕсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăнсене йышăнма пултарнă Э.Смирнова, республика шайĕнче финала тухнă. Кăçал "Ĕç бригади" конкурсра Эльвира Ильинична "Çул çитменнисенчен йĕркеленнĕ ĕç бригадин чи лайăх педагогĕ" номинацинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Пур çĕре те ĕлкĕрме май тупать вĕрентекен. Районта çулсерен иртекен хĕрарăмсен фестивалĕнче шашка-шахматла выляса та кашнинчех мала тухать вăл, шкулти волейбол командинче ăста вылять. Пăрчăкан пек вăр-вар çак хĕрарăмăн пилĕк ача тенине илтсен хам та чăннипех те тĕлĕннĕччĕ. Шкулта та ĕçĕ сахал мар, килĕнчи хуçалăхĕнче те. Çав вăхăтрах конкурссене хутшăнма, килти пилĕк ачине пăхма та, тивĕçлĕ мăшăр пулма та ĕлкĕрет. Мăшăрĕпе - Ардалион Николаевичпа - килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Шкул çулĕсенчех туслă пулнă, пĕр парта хушшинче ларса ỹснĕ. Эльвира Ардалиона салтака ăсатса ярса кĕтсе илнĕ, Афганистан çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă каччăн чĕрине вĕри туйăмлă çырусемпе ăшăтнă. Смирновсен аслă хĕрĕ Наташа Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕнче 4-мĕш курсра вĕренет, финансист тата социаллă ĕçчен профессисене алла илессипе тимлет. Иккĕмĕш хĕрĕ Анжела И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче управленипе психологи факультетĕнче пĕлỹ илет. Виççĕмĕшĕ Таня ялти шкулта 10-мĕш класра ăс пухать. Кĕçĕннисем Кирилпа Даниил ялти "Ылтăн пулă" ача садне çỹреççĕ. Туслă çемьере яланах хăйне евĕр çирĕп йĕрке. Ашшĕ-амăшĕ килнĕ çĕре кил-тĕрĕшри ĕçсене аслисем пурнăçлаççĕ, вĕсемех кĕçĕннисене пăхаççĕ. - Виçĕ хĕрĕмĕр те килте чухне мана та, амăшне те ансатрахчĕ, - калаçăва хутшăнать çемье пуçĕ. - Халĕ ĕнтĕ кĕçĕннисене те ĕçе явăçтаратпăр. "Турă телейне этем кăмăлне кура валеçет", - теççĕ халăхра. Иртнĕ çул патшалăх çемьене 1 миллион та 108 пин тенкĕлĕх капмар çĕнĕ çурт туса парассине пĕлсен Смирновсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Кăçал вара Курнавăш ялĕнче Смирновсен çĕнĕ те капăр çурчĕ çĕкленсе те ларчĕ.

 



"Елчĕк Ен"
27 ноября 2010
00:00
Поделиться