Ноябрĕн 24-мĕшĕнче пирĕн тăван халăхăн мухтавлă та хăватлă ывăлĕ, 1953 çултах ССР Союзĕн спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн ятне тивĕçнĕ, икĕ хутчен Олимп вăййисене хутшăннă, 400 метра чупассипе Европа чемпионĕ тата рекордсменĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ А.В.Игнатьев (1930-1998) 80 çул тултарнă пулĕччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн варринчен пуçласа паянхи кунччен Кĕçĕн Пăла хĕрринче вырнаçнă Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕ легендарлă спринтер çинчен Чăваш Енри тата Раççейри хаçат-журналсем çĕр-çĕр статьяпа очерк çырнă. Мускавра тухса тăракан "Физкультурăпа спорт" журналăн 1955 çулхи пĕр номерĕн хуплашкинче Европа тата СССР чемпионĕ Ардалион Игнатьев илемлĕ чупнине куратпăр. Тепĕр икĕ çултан Мускаврах 375 страницăллă "Физическая культура и спорт в СССР" кĕнеке-альбом кун çути курнă. Кунти "Укăлча умĕнче" фоторепортажра илемлĕ чечек çыххи тытса тăракан, çутă та савăк кулăпа ялкăшакан Ардалион Игнатьева Чăваш Енри чи çывăх юлташĕсемпе, "Урожай" ирĕклĕ физкультурăпа спорт обществин Тĕп Канашĕн чемпионĕсемпе - Патăрьел районĕнчи Рассых Камалетдиновпа, Расих Бикчуринпа тата Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Григорий Яшмейкинпа пĕрле куратпăр (80 стр.). Чăваш çыравçисенчен А.В.Игнатьев çинчен пуринчен малтан вăл вăхăтра "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ М.И.Юрьев (Чăваш халăх художникĕн Элле Юрьевăн ашшĕ) çырма пуçланă. 1956 çул пуçламăшĕнче Чăваш АССР Патшалăх издательстви "Европа чемпионĕ" кĕнеке пичетлесе кăларнă. Çакна палăртар: Михаил Ивановичăн хайлавĕ - пирĕн республикăри паллă спортсмен çинчен çырнă пĕрремĕш кĕнеке. Паллах, ăна тупма халь питĕ йывăр. Чăваш наци библиотекинче те "Европа чемпионĕ" - пĕртен-пĕр "обязательный экземпляр". Ман алăра - КПСС Чăваш обкомĕн издательстви 1973 çулта кăларнă "Спортивные звезды Чувашии" справочник тата Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки ярăмăн 3-мĕш томĕ, питĕ кирлĕ те паха кĕнеке "Спортсмены" (2005 ç.). Вĕсенче пирĕн мухтавлă ентеш çинчен манăн аслă юлташсем И.П.Кирилловпа Ю.С.Кириллов хайланă очерксем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çапла пулмалла та. Анчах та мана, Елчĕк районĕнчен тухнă спорт ветеранне, Исаак Пантелеймоновичпа Юрий Семенович хăйсен очеркĕсенче чăваш халăхне А.Г.Николаев космонавт-ăмăрткайăкран вунă çул маларах чапа кăларма пуçланă олимпиецăн привайхи тренерĕ çинчен пачах аса илменни шухăша ярать. Паллах, Елчĕкри вăтам шкулăн 8-9-мĕш класĕсенче вĕреннĕ Ардалиона районти тата республикăри ăмăртусене хатĕрленĕ, унăн пĕрремĕш тренерĕ Н.С.Степанов пулнă. Нестер Степанович физкультура учителĕ кăна мар, Ардалин (ялта ăна çапла чĕннĕ) куккăшĕ, амăшĕн Зинаида Степановнан тăван шăллĕ пулнă. Вулар-ха эппин "Европа чемпионĕ" кĕнекери сыпăка (11-17 стр.). Шкулти чемпион 1947 çул... Нестер Степанович Елчĕкри вăтам шкулта ĕçлеме тытăннăранпа кĕçех икĕ çул çитет. Шкулта мала тухас тĕлĕшпе кĕркунне тата хĕлле спорт ăмăртăвĕсем ирттересси кунта халĕ ĕнтĕ яланлăхах йăлана кĕрсе çитрĕ. Çав ăмăртусене ачасем çеç мар, учительсем те, ашшĕ-амăшĕсем те пысăк уява хатĕрленнĕ пек хатĕрленеççĕ. Ăмăртусем пулас умĕн ирттерекен тренировкăсене ачасем хĕпĕртесех хутшăнаççĕ. Ачасен спорт ĕçĕнчи активлăхне ỹстерсе пырас тĕлĕшпе кунта çакăн пек йĕрке тунă: шкулта ирттерекен спорт ăмăртăвĕсене кашни класс темиçешер - икшер е виçшер команда тăратать. Ăмăртусенче вара пĕрремĕш командăсем пĕрремĕшĕсемпе, иккĕмĕшĕсем иккĕмĕшĕсемпе, виççĕмĕшĕсем виççĕмĕшĕсемпе тĕл пулаççĕ. Кунсăр пуçне тата çăмăл атлетсемпе йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттерес умĕн уроксенче БГТО-па ГТО значокĕсен нормативĕсене парассине йĕркелеççĕ. Нормативсене кам мĕнле пани çинчен ачасен пĕрлехи пухăвĕсенче сỹтсе яваççĕ, лайăх тĕслĕх кăтартнă ачасене ăмăртăва хутшăнакан командăсене кĕртеççĕ. Паян шăмат кун. Паянхи линейкăра ачасем шкулта çак эрне хушшинче спорт тĕлĕшпе хăйсем тунă çитĕнỹсемпе паллашаççĕ. Линейкăра, яланхи пекех, Нестер Степанович хăй калаçрĕ. Ачасене вăл малтан шкулти ăмăртăва хăш класс мĕнле хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ тата ку тĕлĕшпе мĕнле çитменлĕхсем пуррине, çав çитменлĕхсене хăвăртрах пĕтерес тĕлĕшпе çывăх вăхăтра мĕн-мĕн тумаллине кăтартса пачĕ. Чăн та, шкулти мĕнпур ачасем умĕнче учитель хăвăн класна тата хăвна мухтаса каланине итлеме кăмăллă та савăнăçлă! Тăххăрмĕш "А" класра вĕренекенсем çак ирхине хытă хĕпĕртерĕç. Нестер Степанович вĕсене çитес ăмăртусене тăрăшса хатĕрленнĕшĕн, спорт площадкине юсаса йĕркене кĕртме пулăшнăшăн чылайччен ырларĕ. - Ытти классен те, - терĕ вăл, - тăххăрмĕш "А" класс пек тимлĕ пулмалла. Шкулта вĕренекенсен пурин те физкультура урокĕсене Ардалион Игнатьев пек юратма вĕренмелле. Астăвăр, физкультурăна юратни ытти дисциплинăсене лайăх вĕренме пулăшать. Ытти предметсене кам лайăх вĕренет - çавă физкультурăна та юратать. Кам физкультурăна юратать _ çавă ытти предметсене лайăх пĕлет. Юлашкинчен Нестер Ст-панович паян, уроксем пĕтнĕ хыççăн, çуллахи спорт сезонĕ вĕçленнĕ ятпа шкулти ачасен ăмăртăвĕсем пуласси çинчен пĕлтерчĕ: - Çуллахи спорт ăмăртăвĕсенче кам мала тухни çинчен тепĕр эрнере, шăмат кун, пĕтĕм ачасен савăнăçлă пухăвĕнче пĕлтеретпĕр. Акă кĕтнĕ вăхăт тинех çитрĕ. Уроксем хыççăн ачасем пурте шкулти спорт площадкине тухрĕç. Вĕренекенсен пултарулăхне курма вĕсен ашшĕ-амăшĕсем тата пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем те чылай пынă. Площадкăра хĕрỹ ĕç вĕрет: пĕрисем чупмалли çулсем çинчи çỹп-çапсене шăлса тасатаççĕ, теприсем чупса пырса сикмелли вырăна хăйăр сапса тикĕслетеççĕ, виççĕмĕшĕсем судьясем валли сĕтел-пукансем вырнаçтарса лартаççĕ, курма пынисем валли ларма тенкелсем хатĕрлеççĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ - судьясем ларакан сĕтел хушшине шкулти спорт ăмăртăвĕсен яланхи секретарĕпе стартер тата секундометристсем вырнаçса ларчĕç. Вĕсем пурте тăххăрмĕш классенче вĕренекенсем. Дежурнăйсем те вĕсенченех. Площадкăна шкул директорĕпе учительсем те тухрĕç. Курма пынă ватăрах колхозниксемпе учительсем спорт судьисем ларакан сĕтелпе юнашар чи паллă вырăнсене йышăнчĕç. Ача-пăча пĕр-пĕр пысăк хулари стадионти пек хĕвĕшет. Вĕсемшĕн пысăк савăнăç! Акă çỹле сикекенсен ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Ачасем пĕрин хыççăн тепри, хăвăрт вирхĕнсе чупса пырса, çỹллĕшне сикеççĕ. Черет Ардалиона çитрĕ. Чупас тата сикес тĕлĕшпе вăл шкулта чи пултараканнисенчен пĕри. Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех чупас тĕлĕшпе ăна кỹршĕ ачасем нихăшĕ те хуса çитеймен. Çывăхри çырма-çатрасене те вăл питĕ лайăх пĕлет. Унти чăнкă вырăнсенчен пуринчен те сиксе курнă вăл. Пăхма хăй нимех те мар. Вăтам пỹллĕ, хăйпашка ача çеç. Анчах питĕ çаврăнăçуллă вара - нимĕнрен те шикленсе тăмасть. Стартер команда панипе пĕр вăхăтрах Ардалион малалла сирпĕнчĕ. Çинçе планкăна икĕ вĕçĕнчен тытса тăракан ачасем тĕлне çитсен, вăл вĕлт çеç çỹлелле ыткăнчĕ. - 1 метр та 50 сантиметр! - пĕлтерчĕ судья. - Маттур! - терĕç ачасем. Курма пынисем пĕр-пĕрин хушшинче шăппăн пăшăлтатса илчĕç. - Миçе çулта-ши ку ача? - Вунпиллĕкре пулас, - терĕ тахăшĕ, Ардалиона лайăх пĕлекенни. Ардалион хыççăн та сикекенсем татах нумай пулчĕç, анчах ăна нихăшĕ те çитеймерĕ. Çапах та Нестер Степанович нумай вăй хурса ĕçленине учительсем халĕ ĕнтĕ уççăнах курчĕç. ...Нестер Степанович ачасенчен хăшĕ мĕнле чупнине курчĕ: класс чысне хỹтĕлес тесе Ардалион та хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле ăмăртса чупма хатĕрленсе тăнă. - Асту, юлташсенчен ан юл, - терĕ вăл ăна. - Ардалион! - кăшкăрчĕç ăна хăйпе пĕрле пĕр парта хушшинче ларакан ачасем, палăртнă дистанцие вăл ăнăçлă чупса тухассине çирĕппĕн шанса. Ардалион старта тăрать. "Чăнах та, намăс курас марччĕ. Чупса тухаймасан, атте мĕн калĕ? Ачасем мĕн калĕç тата?" Унччен те пулмарĕ, стартер аллинчи пĕчĕкçĕ хĕрлĕ ялавне хăвăрт сулса илчĕ. - Ардалион! - каллех кăшкăрса ячĕç ачасем. - Чуп, Ардалион! Площадкăри дистанци çулĕ тăрăх ача çил пек малалла вирхĕнсе пырать. Темиçе мăшăр куç ун çине ăмсанса пăхать. Хăйпе пĕр класра вĕренекенсем кашниех ăна: пуринчен те мала тухтăрччĕ, тесе ĕмĕтленеççĕ. Акă вăл, хăвăртлăха малтанхинчен ытларах ỹстерсе, финиш патнелле çывхарса пырать. Ачасем хавасланса алă çупни ăна пушшех те хавхалантарать. - Ардалион! - кăшкăрчĕç ачасем. - Хăвăртрах! Хăвăртрах!.. Инкек-мĕн пулассине пур чухне те малтан пĕлме çук. Акă, чипер пынă çĕртех Ардалион ăнсăртран такăнса ỹкрĕ. Ытти классенче вĕренекенсем, хăйсем мала тухассине ĕмĕтленсе, шăхăрма пуçларĕç. Çип çăмхи пек çаврăнса илчĕ Ардалион ỹкнĕ çĕрте. Çав самантрах ура çине сиксе тăчĕ. Каллех малалла вирхĕнчĕ. - Ардалион, хăвăртрах! - илтĕнчĕ темиçе сасă. - Хăвăртрах! Унччен те пулмарĕ, вăл финиш ленти çине çиçĕм çăмхи пек пырса перĕнчĕ. Ачасем каллех шапăртаттарса алă çупса ячĕç. - 12,4 секунд! - пĕлтерчĕ секундометрист. - Ардалион Игнатьев 100 метр хушши чупса тухрĕ... Пурте савăнчĕç. Мĕнле савăнмăн-ха ĕнтĕ! Пĕр класра вĕренекен, ялан пĕрле çỹрекен Ардалион пуриншĕн те чĕререн тăрăшрĕ, çак ешĕл çерем çинче те вăл класс чысне ỹкермерĕ. Анчах Нестер Степанович пурпĕрех кăмăлсăр пулчĕ. Çул çинче Ардалион такăнса ỹкни ăна хытах пăшăрхантарчĕ. "Вăт инкек, чипер пынă çĕртех такăнчĕ вĕт!" - Апла юрамасть, Ардалион, - терĕ вăл ăна, ытти ачасенчен кăшт аяккарах чĕнсе илсе. - Çаврăм варринче такăннă пулсан, питĕ пысăк йăнăш тăваттăн. Асту, малашне йĕркеллĕ чупма хăнăхас пулать. Чупас ĕçĕн техникине лайăхрах вĕренме тăрăш. Çирĕп те чăтăмлă пул, вара тин спорт ĕçĕнче лайăх ăнăç-лăхсем тума пултаратăн. Шкулти зал тăп-тулли: ларма та, тăма та вырăн çук. Пĕтĕм шкул коллективĕ пĕр зала пухăннă. Колхоз утарĕнчи хурт вĕлли пек туйăнать паян шкул: пурте кăмăллă, пурте савăнăçлă. Сцена çинчи сĕтел хушшинче - шкул директорĕпе вĕренỹ пайĕн заведующийĕ, учительсем, шкулти комсомол организацийĕпе пионер организацийĕн представителĕсем, вĕренекенсен комитечĕпе физкультура коллектив совечĕн членĕсем. Шкул директорĕ кĕске сăмах каланă хыççăн Нестер Степанович сăмах илчĕ. - Ачасем, - терĕ вăл, - тăрăшни сая каймарĕ. Спорт ĕçĕпе интересленни шкулти дисциплинăна çирĕплетме пулăшнине паян эпир питĕ лайăх кăтартса патăмăр. Анчах... Учитель кĕске пауза турĕ. Çак "анчах" тенĕ сăмах залри ачасене пурне те уяр çанталăкра çиçĕм çиçнĕ чухнехи пекех çỹçентерчĕ. Кашниех хăй çинчен учитель мĕн те пулин - хурласа е мухтаса - асăнассине кĕтрĕ. "Ман çинчен каламĕ-ши ку? Мĕн калĕ-ши ĕнтĕ? Хĕрелмелле ан пултăрччĕ..." - Анчах, - терĕ каллех учитель кăшт тăхтаса тăнă хыççăн, - ăмăртусене пур ачасем те пĕр пек хатĕрленеймерĕç. Шел пулин те, улттăмĕшпе саккăрмĕш тата вуннăмĕш классем начартарах тĕслĕх кăтартрĕç. Ăмăртура чи мала тухнă ачасенчен чи пултаруллисенчен пултаруллине тăххăрмĕш "А" класра вĕренекен Ардалион Игнатьева çеç палăртма пулать. Пĕтĕм зал алă çупса ячĕ. - Вăл - шкулти чем-пион! Манăн атте, Лаш Таяпа вăтам шкулĕнче хĕрĕх çула яхăн ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ П.В.Сидоров (1920-2007) Ĕнелĕнче пурăннă Елчĕкри учительсемпе Н.С.Степановпа тата И.А.Охотинпа туслă пулнă. Çавнă май эпĕ 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче, ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ чухне, Нестер Степановичпа тата Иван Андреевичпа, çавăн пекех Ардалионăн ашшĕ-амăшĕпе, вĕсен ачисемпе тата çывăх тăванĕсемпе тăтăшах тĕл пулнă. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче кĕркунне пуçланас умĕн ятарласа Ĕнеле кайрăм. Игнатьевсен тĕп килĕнче Ардалион Васильевичăн вăталăх шăллĕ Алексей кăначчĕ. Эпир унпа вĕри чей ĕçрĕмĕр, пилĕк кĕтеслĕ хăтлă йывăç çуртăн чỹречисем хушшинчи ятарлă рамкăсен ăшне тирпейлĕн вырнаçтарнă сăн ỹкерчĕксене чылайччен пăхрăмăр. Пуринчен ытларах, паллах, унта ашшĕ-амăшĕн портречĕсем тата аслă пиччĕшĕн сăн ỹкерчĕкĕсемччĕ. Василий Игнатьевичпа Зинаида Степановна çинчен калаçу пынă май аттен юлташĕсем çинчен те пĕлесшĕн пултăм. - Сирĕн аçăрпа пĕрле Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пĕр полкра хĕсметре пулнă Иван Андреевич пĕлтĕр çĕре кĕчĕ пулас, Нестер Степанович вара пурăнать-ха. Вĕсен çурчĕ пирĕн урамрах, Кĕçĕн Пăла çывăхнерех, - терĕ Алексей Васильевич. Степановсен илемлĕ çурчĕ патне эпир икĕ-виçĕ минутранах çитрĕмĕр. Нестер Степанович кил карти умĕнчеччĕ. Ĕçпе вăрçă тата спорт ветеранĕ пире курсан питĕ савăнчĕ, пỹрте кĕме йыхравларĕ. Çав кунхине манăн район центрĕнчи тĕрлĕ организацисенче тата район хаçат редакцийĕнче пĕчĕк ĕçсем пурччĕ те, сумлă мучие, районти спорт ветеранĕсен канашĕн ертỹçине, хам васканине пĕлтертĕм. Часах пахча карти çумĕнче выртакан сарлака пĕрене çине лартăмăр. Эпĕ тỹрех Нестер Степановича тахçантанпах кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравлама сĕнтĕм: Ардалион 1947 çултах 9-мĕш класра вĕреннĕ, анчах та вăл вăтам шкула 1949 çулта кăна пĕтернĕ, çавăн хыççăн район чемпионĕ ăçта вĕренме кайнă тата ытти те... - Ардалион пĕр вăхăтра кăштах "çăлтăр" чирĕпе аптăрама пуçларĕ. Вăйлă та илемлĕ яш хăйĕн тантăшĕсемпе каçхине уçăлса çỹренĕ чух пирус туртма, эрех тата сăра ĕçме вĕренчĕ. Район центрĕнче ăна аслăрах юлташĕсем тата çартан таврăннă каччăсем хăналатчĕç. Вĕсенчен юласшăн пулман ĕнтĕ шăпăрлан. Пĕррехинче эпĕ йысна патне ятарласа кайрăм, унпа Ардалиона малалла вĕрентесси тата унăн спортри малашлăхĕ пирки сăмах тапратрăм. Çавăн хыççăн урамра çапкаланса çỹресе кăштах пăсăлма пуçланă вун сакăр çулти тăванăм тепĕр икĕ кунтанах ир-ирех шкул директорĕ патне кайрĕ, унта йĕркеллĕ калаçса татăлса 10-мĕш класра вĕренме пуçларĕ. Вăтам шкула Ардали лайăх паллăсемпе пĕтерчĕ те Тỹскел ялĕнчи хăйĕн тусĕпе пĕрле часах Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă чи шĕкĕр хулана Одессăна тухса кайрĕ. Кунта вĕсем Аслă тинĕс-çар училищин судовождени факультетне вĕренме кĕме экзамен тытнă. Анчах та, шел пулин те, ăнăçсăр. Иккĕшĕ те конкурс витĕр тухайман. Тăван яла Украинăран таврăннă Ардалие Канашри учительсем хатĕрлекен института илсе кайрăм. Кунта манăн лайăх паллакан преподавательсем ĕçлетчĕç. Вĕсем пулăшнипе пулас олимпиец физикăпа математика факультечĕн студенчĕ пулса тăчĕ, - çапларах аса илнĕччĕ Н.С.Степанов. Пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чух Ардалион хăйне тепĕр икĕ-виçĕ çултанах мĕнле шăпа кĕтесси çинчен тĕлленме те пултарайман. Мĕншĕн тесен вăл çăмăл атлетикăн тĕрлĕ енĕсенче тата гимнастика снарячĕсем çинче лайăх результатсем кăтартнă, лапталла тата волейболла лайăх вылянă. Виçĕ эрне каялла çеç ялтан килнĕ çамрăк каччă институтра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура 100 метра 12,6 çеккунтра чупса тухнă, 160 сантиметр çỹллĕшне сикнĕ, пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. 1950 çулта вара Канаш хулинче кĕске дистанцисенче А.Игнатьева никам та çĕнтерме пултарайман. Тепĕр çулхине пирĕн ентеш Шупашкарти "Энергия" стадионта Канаш чысне республика чемпионатĕнче хỹтĕленĕ. Кунта çирĕм çулти Ардалион 100 (11,1 сек.) тата 400 (53,4) метрлă дистанцисенче çĕнтернĕ, сăнă ывăтса тата пĕр çаврăма чăрмавсем урлă чупса иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çак çитĕнỹсемшĕн Ĕнел каччи, республикăн çĕнĕ рекордсменĕ Хисеп грамотисемсĕр пуçне ЧАССР чемпионĕн майкине тата кĕсьене чиксе çỹремелли "Молния" сехете тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, А.Игнатьева Канашри пысăк çитĕнỹсем тума та вĕçĕмсĕрех унăн юратнă куккăшĕ тата тренерĕ Н.Степанов пулăшнă. Малалла М.Юрьевăн кĕнекинчи сыпăксене вулар. Рекорд стрелки каялла куçать... Институтран вĕренсе тухнă хыççăн Ардалион Васильевич хăйсен районĕнчи Тăрăмри çичĕ çул вĕренмелли шкула физикăпа математика предмечĕсене вĕрентме пычĕ. Вĕренỹ çулĕн малтанхи кунĕнчех вăл Елчĕкри вăтам шкулта хăйне вĕрентнĕ учителе - Нестер Степановича аса илчĕ. Чăн та, тин çеç вĕрентме тытăннă учителе ачасем ытти учительсене юратнă пекех хисеплеме пуçларĕç. Физикăпа математикăсăр пуçне вăл физкультура предметне те хапăл туса йышăннă. Шкулта уроксем хыççăн тăтăшах спорт ăмăртăвĕсем пулма пуçларĕç. Кашни кун тенĕ пекех ачасем чупас, сикес, йывăр япаласем ывăтас тĕлĕшпе тренировкăсем тума хăнăхса пыраççĕ. Çакă вара ачасене чăннипех хаваслантарчĕ. Çамрăк учитель шкулта ачасем хушшинче ĕçленипе çеç чарăнса тăмарĕ. Ялти çамрăксене спорт ĕçне хутшăнтарас тĕлĕшпе те ывăнма пĕлмесĕр ĕçлерĕ. Канмалли кунсенче вăл колхозри çамрăксене гранатăсем ывăтма, çỹле сикме тата чупма хăнăхтарчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, ăна районти физкультурăпа спорт комитечĕ çумĕнчи çăмăл атлетсен ушкăнне ертсе пыма хушрĕç. Шкулта та, ялта та, районта та хĕрỹ ĕç вĕрет. Ардалион Игнатьев пур çĕре те çитме ĕлкĕрет. Пĕррехинче, кĕтмен çĕртен, шкула телеграмма çитрĕ. Ăна Мускавран янă иккен. Колхозри паллă спортсмена Тăван çĕр-шыв столицине - Мускава хăвăртрах пыма чĕнеççĕ. Ачасем, хăйсен юратнă учительне ырă сывлăх сунса, тĕнчери чи чаплă та паллă хулана ăсатса ячĕç: - Чипер çит, Ардалион Васильевич! - Мускав çинчен хăвăртрах çырса пĕлтер! Хăйсен учительне мĕн тери пысăк чыс кĕтнине ачасем ун чухне, паллах, нимĕн те пĕлмен. Ун çинчен Ардалион Васильевич хăй те шухăшлама пултарайман. Çак телеграмма хыççăн унăн пурнăçĕнче тăтăшах çĕнĕ улшăнусем пулса пыма пуçларĕç. Спорт тĕлĕшпе вăл тунă çитĕнỹсем çинчен республикăри ĕççыннисем валли радио час-часах савăнăçлă хыпарсем пĕлтерсе тăчĕ. Çулталăк иртсен, 1951 çулта Ардалион, Россия Федерацийĕнче мала тухассишĕн Иваново хулинче ирттернĕ ăмăртăва хутшăнчĕ. Кунта вăл 400 метрлă дистанцие чупас тĕлĕшпе Чăваш Республикин рекордне 2,2 секунд чухлĕ лайăхлатрĕ. Çав çулах тата вăл 400 метрлă дистанцие чупас тĕлĕшпе хăйĕн малтанхи результачĕсене икĕ хутчен лайăхлатрĕ. Ялти спортсменсем хушшинче мала тухассишĕн Нальчик хулинче ирттернĕ ăмăртура вăл, çав дистанцие 51,3 секундра чупса çитсе, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çав çулах вăл, тепĕр уйăхран, ялти спортсменсен Одессăра ирттернĕ ăмăртăвĕнче 400 метрлă дистанцие 50,6 секундра чупса тухрĕ, СССР чемпионĕн ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Тата тепĕр çулталăкран, Киев хулинчи Н.С.Хрущев ячĕпе тăракан стадионра çакăн пек ĕç пулса иртрĕ: çакăнта вăл Совет Союзĕн чемпионĕпе - спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕпе Юрий Литуевпа тĕл пулчĕ. Чăваш ялĕнчи физкультура коллективĕнчен килнĕ учителĕн çĕршыври чи паллă та ăста спортсменпа ăмăртса чупмалла пулчĕ. Юрий Литуев!.. Спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ... Ун çинчен Ардалион тахçанах илтнĕ. Хаçат-журналсенче те чылай вуланă. Çавăнпа ĕнтĕ вăл, ялтан килнĕ спортсмен, хăйне яланхи пек лăпкă та çирĕп тытма пултараймарĕ. Сасартăк пистолет пенĕ сасă янăраса кайрĕ! Ардалионăн пĕтĕм ỹт-пĕвĕ сăрăлтатса илчĕ. Чупмалли çул çинче икĕ çамрăк - Литуевпа Игнатьев - çил пек вирхĕнсе пыраççĕ. Тренерсем вĕсен кашнин хусканăвне тата кăмăлне тимлĕн сăнаса тăраççĕ. Анчах стартри çамрăксем иккĕш те икĕ тĕрлĕ чупаççĕ: пĕри, малтанах питĕ хăвăрт чупма тытăннă пирки, малалла кайнăçемĕн, хăйĕн хăвăртлăхне чакарнăçемĕн чакарса пырать. Теприн, вăл вăйлăн хĕрсе çунма тытăннă вут пек, çулăмланса, хăватланса пырать. Ардалион, чăн та, малтанах хытă хĕрсе кайрĕ, дистанци пуçламăшĕнче питĕ лайăх пычĕ. Хăйпе юнашар никама та асăрхамарĕ. Анчах финиш патне çывхарса пынă май, унăн вăйĕ малтанхинчен чакрĕ. Çакна вăл хăй те сисме пуçларĕ. Литуев малтанхи пекех пĕр пек - çăмăллăн та хăвăрт ыткăнса пырать. Малтан ун хыçĕнчен пынă Литуев кĕçех унран иртсе кайрĕ... Çапла вара Ардалион финиша ун хыççăн тин тухрĕ. Мĕншĕн? Çакна вăл дистанцирех ăнланчĕ. Сăлтавĕ акă мĕнре иккен: халиччен вăл кĕске дистанцие çеç хăвăрт чупма хăнăхнă. Паллах ĕнтĕ, ку вăл хăвăрт чупас тĕлĕшпе пĕтĕм ĕçе татса пани пулмасть. Хăвăрт та лайăх чупас тесен, вăрăмрах дистанцие ăнăçлă чупма хăнăхмалла, чăтăмлă пулмалла. Çакăнтан вара Ардалион, опытлă тренерсем кăтартса панипе, тăтăшах тренировкăсем тума пуçларĕ. Хăйĕн малтанхи йăнăшĕсене тĕплĕнрех шута илсе, вĕсене хăвăртрах пĕтерме тăрăшрĕ. Хăйĕн кашни утăмне, хусканăвне техника тĕлĕшĕнчен тĕрĕс тума тăрăшрĕ. 1952 çулхи çуллахи спорт сезонĕ пуçланас умĕн уншăн пысăк савăнăç пулчĕ. Ăна Хельсинкире ирттерме палăртнă Тĕнчери спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакан СССР командин йышне кĕртни çинчен пĕлтернĕ. Хельсинкире Тăван çĕр-шыв чысĕшĕн кĕрешме тивĕçлĕ пулни çамрăк спортсмена чăннипех çĕнĕ вăй-хăват пачĕ. Çакăн хыççăн тепĕр темиçе кунтанах Киев хулинче вăл 400 метрлă дистанцие Ю.Литуев кăтартнă вăхăт хушшинче чупса тухрĕ, спорт мастерĕн нормине тултарчĕ. Тата тепĕр уйăхран, Хельсинкие тухса каяс умĕн, Выборгри стадионра Ленинградри чи чаплă спортсменсенчен пĕрне _ Киев хулинче малтан хăйпе ăмăртса чупнă Ю.Литуева çĕнтерчĕ: çав дистанцие 48,2 секунд хушшинче чупса тухрĕ. Ку вăл Пĕтĕм Союзри рекорд. Çак стадионрах вĕсем тăваттăн пĕрле - Р.Трапаидзе, Э.Пилагс, Ю.Литуев, А.Игнатьев - 4 х 400 метрлă эстафетăна чупас тĕлĕшпе СССР ре- кордне çĕнетрĕç. Ахаль сехет стрелкисем хĕвеле майлă - сулахайран сылтăмалла куçаççĕ. Секунда хыççăн секунда иртет. Çавна май вара вăхăт та нумайланнăçемĕн нумайланса, ỹссе пырать. Анчах "рекордсмен сехечĕ" пачах урăхла ĕçлет: унăн стрелкисем хĕвеле майлă мар, хĕвеле хирĕçле шăваççĕ. Кашни çĕнĕ те ăнăçлă рекорд хыççăн вăхăт кĕскелнĕçемĕн кĕскелсе пырать. Пирĕн çĕр-шывра ак, 400 метрлă дистанцие чупса тухса, рекорд тунине кăтартакан сехет стрелки 50,2 секунд тĕлĕнче чарăнса тăнă. Çав вырăнтан вăл тепĕр ултă çултан тин каялла чакнă. 1934 çулта спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Роберт Люлько çав дистанцие 48,6 секунд хушшинче чупса тухнă. Çакăн хыççăн вара "рекорд сехечĕн" стрелкисем шăпах вунпилĕк çул хушши пĕр вырăнта тăнă. Ниçталла та тапранман - çав стрелкăсене хĕвеле хирĕç куçарма пултараканни пĕр çын та тупăнман. 1949 çулта тин вара çав "тутăхса ларнă" стрелкăсене тепĕр хут ĕçлеттерме тытăннă. Пĕр Мускав каччи, С.Комаров ятлăскер, 400 метрлă дистанцие 48,5 секундра чупса тухса, "рекорд сехечĕн" стрелкисене кăштах каялла куçарма пултарнă. 1952 çулта Ленинград спортсменĕ Юрий Литуев çав стрелкăсене каллех каялла куçарнă, çỹлте кăтартнă дистанцие 48,3 секунд хушшинче чупса тухнă. Ун хыççăн вара инçетри чăваш ялĕнчен килнĕ Ардалион Игнатьев рекорд стрелкине татах та каялла куçарчĕ: 48,2 секунд! Олимп вăййисенче Çĕлен пек авкаланса выртакан чугун çул тăрăх поезд мăнаçлăн вашлатса пырать. Рельса сыпăкĕсем тĕлĕнче вагон ураписем çивĕччĕн шаккаса иртеççĕ. Тинĕс пек сарăлса выртакан уй-хирсем вырăнне симĕс кавир пек ешĕл улăх-çарансем пуçланса каяççĕ. Унтан вара ушахлă вырăнсемпе çăра вĕтлĕхсем вĕлтлетсе юлаççĕ. Вăхăт нумай та иртмест, поезд чăтлăх вăрманалла кĕрсе каять. Темиçе çĕр çулхи ватă хырсемпе кĕреш юмансем çийĕнче хуп-хура тĕтĕм ирхи тĕтре пек мăкăрланса, шĕвелсе юлать. Çакăн пек савăнăçа Ардалион тин çеç мар, унччен те курнă. Иваново, Киев, Одесса хулисене - хăйĕн Тăван çĕр-шывĕнчи паллă спортсменсемпе ăмăртма кайнă чухне те вăл, вагон чỹречисем умĕн вĕлкĕшсе юлакан улăхсемпе çарансем тата чăтлăх вăрмансемпе ушахсем çине тинкерсе пăхса, инçетри сăнсене хăй çуралса ỹснĕ ялти çывăх сăнсемпе танлаштарнă... "Çуралнă çĕр-шыв, чăн та, илемлĕ çав!" текен сăмахсене хăй ăшĕнче темиçе хут та шăппăн каланă. Халĕ акă поезд Финлянди столицине - Хельсинки хулине, Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен олимп вăййисене хăвăртрах çитме васкать! ...Хельсинки хулинчи стадион çинче олимп кăварĕ ирхи шуçăм çути пек илемлĕн ялтăраса тăрать. Олимп вăййисем кунтан-кун хĕрсе, сарăлса пыраççĕ. Унта тĕнчери чи вăйлă спортсменсем хăйсен хастарлăхне кăтартаççĕ. Олимп стадионĕнчи чупмалли хĕрлĕ çул çине тухнă чухнехи пек вăл нихçан та хытă хумханманччĕ: мĕншĕн тесен, тĕнчери ăмăртусене хутшăнмалли опыт халиччен унăн пачах та пулман. Халиччен вăл хăйĕн ăсталăхне çирĕплетсе çеç пынă. Паян акă унпа ăмăртса чупма Ямайкăри, Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенчи тата Францири чи чаплă спортсменсем те тухнă. Вĕсен ятне пĕтĕм тĕнче пĕлсе тăрать. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан стадион шавлать, кĕрлет. Ардалионăн акă пиллĕкмĕш çулпа чупмалла. Вăл хăй умĕнче малти йĕр çинче тăракан юлташĕ çине пăхса илчĕ, вăл мĕнле чупма тытăннине сăнама пуçларĕ. Вĕренес пулать, мĕншĕн тесен вăл ытти чухне стартран питех ăнăçлă чупма тытăнайман. Çак вăхăтра вăл хăйне Николай Александрович Зайцев тренер каланисене татах тепĕр хут аса илчĕ. "Вăл, чăнах та, тĕрĕс калатчĕ-çке!" Илтĕнчĕ тапранмалли сигнал. Халь кăна чупма хатĕрленсе тăнă спортсменсем _ пĕтĕмпе улттăн - сасартăк çĕмрен пек малалла ыткăнчĕç. Анчах мĕн ку? Мĕне пĕлтерет? Сирена сассине илтсен, Игнатьев хуллентерех чупма тытăнчĕ. "Фальстарт мар-ши ку?" - шухăшларĕ Ардалион хăй ăшĕнче. Çук! Кусем вĕсем унпа пĕрле ăмăртса чупакансем пулчĕç. Вĕсем акă çил пек вирхĕнсе пыраççĕ. Ардалион та хăвăртрах чупма тытăнчĕ, анчах унăн хăватлăхĕ чылай чакрĕ. Ямайкăри Мак-Кинлейпа Коул американеца часах хуса çитеймĕн! Çур финала тухма совет спортсменĕн пĕтĕм вăя хумалла - унăн мĕнле пулсан та виççĕмĕш вырăна тухмалла. Акă Франци спортсменĕ Камус унпа тан чупса пырать. Çак хĕрỹ вăхăтра таврара мĕн пурри Ардалион куçне нимĕн те курăнмарĕ. Анчах хăйĕн "Пахарь" колхозри çывăх тусĕсем инçе çула тухса килнĕ чухне каласа янă ырă канашсем унăн пуçĕнче каллех ирхи шуçăм пек ялкăшса çуталчĕç. "Мĕнле пулсан та малта пулмалла". Чăн та, инçетри чăваш ялĕнчен килнĕ комсомолец халĕ акă стадионри чупмалли çул çийĕн, çав ырă ĕмĕте ăшра тытса, сывлăша ухă йĕппи пек çурса пырать. - Ши-и! _ илтĕнчĕ шăхличĕ сасси. Мĕн пулчĕ? Мĕне пĕлтерет? - Ши-и, ши-и! - илтĕнчĕ каллех тепĕр хут. "Нивушлĕ тĕрĕс чупмастăп..." - шухăшларĕ Ардалион. - "Мĕншĕн шăхăртаççĕ? Мĕн килĕшмерĕ?" Шăхличĕ сасси мĕне пĕлтернине ăнланмасăр, пĕр самантлăха хуллентерех чупма тытăнса, айккинелле çаврăнса пăхрĕ... Провокаци иккен! Трибуна çинче лараканнисенчен тахăшĕ, совет спортсменĕ мала тухассине курса, ăна такăнтарас тесе, урса кайнă пек юриех шăхăртса янă. Ку вăл ирсĕр провокаторсен ĕçĕ. Тĕрлĕ условисенче чупма хăнăхнă çынсемшĕн ку, паллах, нимĕн те мар. Анчах... çакăн пек пысăк та чаплă уява пирвайхи хут хутшăнакан çамрăк спортсменшăн питех ырă мар. Мĕншĕн тесен вăл ун пеккине халиччен нихçан та курман. Çапах та Игнатьев комсомолец çухалса каймарĕ. Телейлĕ çĕр-шывра ỹснĕ совет спортсменĕ кĕçех вăрăм утăмсем тума пуçларĕ. Хăйĕн вăйне вăл ỹстернĕçемĕн ỹстерсе пычĕ, финиша ыттисенчен маларах çитрĕ. Унăн вăхăчĕ - 48,0. Çапла вара Ардалион Игнатьев Тăван çĕр-шывăн тепĕр рекордне турĕ. Тепĕр çур финалта 0,6 секунда маларах чупса тухса, вăл хăйĕн рекордне татах та лайăхлатрĕ. Ардалион Игнатьев олимп вăййинче 400 метр хушшине чи вăйлă чупакан малтанхи вунă спортсменсем шутне кĕрет. |