Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сиенлĕ йăларан хăтăласчĕ

Статистика кăтартăвĕ тăрăх, иртнĕ çул республикăра пурăнакансем 5 миллиард тенкĕлĕх пирус туяннă. Çак сумма пĕр бассейн е виткĕçлĕ каток кăна мар, спортăн темиçе объектне тума çитет. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ çапла палăртать: çынна çут тĕнчерен уйăракан сăлтавсенчен пĕрремĕшĕ - табак туртни. Çĕр çинчи кашни вунă çеккунтра туртакансенчен пĕрин пурнăçĕ татăлать. Раççейре, ытти çĕр-шывсемпе танлаштарсан, сиенлĕ йăласемпе туслашнисен йышĕ чи пысăкки. Табак сиенĕ çав тери хăрушă. Ăна пула çыннăн ĕçлеме пултараслăхĕ чакнипе, е вăл вилнипе çыхăннă тăкаксем ỹссе пыраççĕ, туртакансем хăйсене анчах мар, пĕрле пурăнакансене те сиен кỹреççĕ. Чăваш Республикинче 2008 çултанпа "Чăваш Ен - табаксăр" проект ĕç-лет. Унăн тĕп тĕллевĕ - хăйсен ĕçченĕсене пач туртма пăрахнă организацисен йышне ỹстересси, табаксăр зонăсем йĕр-келесси, халăха сиенлĕ йăласем пирки ăнлантарасси, волонтерсен командисен тытăмне аталантарасси. Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли" Çырăвĕнче табак туртнине сивлет. Çырупа килĕшỹллĕн, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану, Вĕрентỹпе çамрăксен политикин, Физкультурăпа спорт тата туризм, Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствисем, "Чăвашрессовпроф", "Чăваш Ен" фонд пуçарнипе Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче "Чăваш Ен - табаксăр" форум та иртрĕ. Форумра халăха тĕтĕм-сĕрĕмрен упрас, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентỹ, культура тата спорт организацийĕсенче, патшалăх тата муниципалитет влаçĕсен органĕсенче, обществăлла вырăнсенче (кафесенче, ресторансенче, вокзалсенче) туртма тата сигарет сутма чарас ыйтусене пăхса тухнă. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, табак туртакансен йышне чакарас тесен мĕн тумалла-ши паян? Çак ĕçе, ман шутпа, чи малтанах общественноçа, çамрăксене явăçтармалла, шкул ачисен юхăмĕсене тата сывлăх командисем йĕркелемелле. Табак туртакансен ытларах пайĕ хăйсем çак киревсĕр йăлапа туслашнине çамрăк чух вылямалла туртса пăхнипе, çавна май хăнăхса кайнипе сăлтавлаççĕ. Çавăнпа та çул çитменнисене сигарет сутма чарасси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла.


"Елчĕк Ен"
24 ноября 2010
00:00
Поделиться