Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин малашнехи икĕ çул хушшинче район экономикипе социаллă пурнăçне аталантармалли тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсем çаксем - районта йăлара усă курнă хытă каяшсен полигонне тăвасси, район центрĕнче пурăнакансене таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсем, уйрăм граждансен сарайĕсем тата гаражсем йышăнакан çĕр лаптăкĕсене регистрацилесси тата ытти те. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Çак вăхăтчен çур акинче акса хăвармалли 3771 (103 процент) тонна вăрлăха тĕрĕслеттернĕ. Унăн 34 проценчĕ кондицие ларнă. "Комбайн", "Рассвет" хуçалăхсенчи пĕтĕм вăрлăх кондициллĕ. 10 хуçалăхра вăрлăхсем кондицие тивĕçмеççĕ. "Комбайн" ЯХПК тата "Цветковсем" хресчен (фермер) хуçалăхĕ 23 тонна вика тата люцерна, 60 тонна çĕр улми вăрлăхĕ кỹрсе килнĕ. Хуçалăхсем çур акинче усă курма минераллă удобренисем кỹрсе килме тытăннă. Выльăх апачĕн хисепне ỹстерес тĕлĕшпе хуçалăхсем жом турттараççĕ. Паянхи кун тĕлне районĕпе кашни ĕнерен 11,1 килограмм сĕт сăваççĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 0,3 килограмм нумайрах. "Победа", "Яманчурино" хуçалăхсем хĕллехи тапхăрта та кашни ĕнерен 16,5 килограмм сĕт сума пултараççĕ. "Елчĕкри сыр завочĕ" ОАОра сĕт ĕçлесе хатĕрлекен цеха реконструкци тунă хыççăн вăл куллен 30-32 тонна сĕт йышăнать. Çав шутран 13-14 тонни хамăр районтан, ытти кỹршĕллĕ районсенчен пырса кĕрет. Çакă районти хуçалăхсем вырăнти заводпа ĕçлемелли çинчен калать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çак лару-тăрăва тỹрлетме хушса хăварчĕ. Кăçал ял хуçалăх культурисем шăрăх çанталăка пула пĕтнĕрен патшалăх хуçалăхсене 25,8 млн, выльăх апачĕ туянма 19 млн тенкĕ куçарса панă. Кунсăр пуçне страховани укçи те района килмелле. Çакă патшалăх ял хуçалăх производство кооперативĕсене витĕмлĕ пулăшу пани çинчен калать. "Яльчикская" ДПМК производство кооперативĕн директорĕ В.Сядуков предприяти ĕçĕ-хĕлĕ, финанс лару-тăрăвĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл вара çăмăл мар. Налук, кредит парăмĕсем, предприятисемпе организацисен умĕнчи парăм пысăк. Канашлура çавăн пекех тирпей-илем кĕртес, пĕрлехи диспетчер службине туса хурас тата ытти ыйтусене хускатнă.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.