Фестиваль талантсене палăртрĕ
Вĕрентекен çулталăкне халалласа Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви йĕркеленипе чỹк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта республика шайĕнче "Хавхалану çăл куçĕсем" литературăпа пултарулăх фестивалĕ иртрĕ. Çавна май кунта Чăваш Енĕн хулисемпе ялĕсенчи поэзие кăмăллакан яш-кĕрĕм, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем, республикăри паллă çыравçăсемпе Шупашкарти аслă шкулсен преподавателĕсем килсе çитрĕç. Патреккел шкулĕ хăнасене питĕ тарават кĕтсе илчĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем кашнинех чăвашла сывлăх сунчĕç. Хăнасем иртнĕ çул анчах хута кайнă çĕнĕ шкулпа паллашнă май тĕлĕннине пытармарĕç: "Хулари тепĕр шкул та аякра тăтăр". Уява халалласа шкулта чăваш апат-çимĕçĕн, ялти З.Блинов ветеран учителĕн ỹкерчĕкĕсен тата хăваран хатĕрленĕ ĕçĕсен куравĕсем ĕçлерĕç. Шкулпа паллашнă хыççăн уява хутшăннисем акт залне пуçтарăнчĕç. Чи малтанах вĕсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Патреккел халăх хорĕн ертỹçи Г.Борисов ертсе пынипе Патреккел шкулĕн вĕрентекенĕсем юрă-кĕвĕпе саламларĕç. Çак шкулти чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене ертсе пыракан Г.Енейкина сăввинчен Г.Борисов кĕвве хывнă "Вĕрентекен гимнне" хăнасем уйрăмах кăмăлларĕç. Сăмах май, асăннă фестивале Патреккел шкулĕнче шăпах Г.Енейкина вĕрентекен пуçарнипе йĕркеленĕ. Галина Леонидовна иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илме пултарнă учитель. Поэзи тĕнчинче вăл хăй те паллă вырăн йышăнать, икĕ кĕнеке авторĕ вĕренекенĕсене хăй çулĕпе утма хистет. Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Н.Малышкин сăмах илчĕ. Уяв ячĕпе саламланă май вăл çакăн евĕр фестиваль район шайĕнче маларах икĕ хут та иртнине, унăн пуçаруçи Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене ертсе пыракан Н.Левая пулнине палăртрĕ: - Нина Аркадьевна 2008 çулта Константин Иванов "Нарспи" поэмăна çырнăранпа 100 çул çитнине, кăçал Вĕрентекен çулталăкне тата Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалласа "Поэзи çăлтăрĕсем" ятпа икĕ хутчен те фестиваль йĕркелерĕ, район шайĕнче пулсан та фестивале Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕпе тачă çыхăну тытакан Йĕпреç районĕнчи Пучинке тата Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел шкулĕсенчи вĕрентекенсемпе вĕренекенĕсем хутшăннăччĕ. Жюри членĕсен йышĕнче вара Чăваш Енĕн паллă çыравçисем пулнăччĕ. Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин Вĕренỹ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертỹçи, филологи наукисен кандидачĕ Ю.Виноградов доцент, Патреккел шкул директорĕ О.Петрова хутшăнчĕç. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ те пархатарлă пулнине, вăл ентеш-поэтсемпе тĕплĕнрех паллашма, поэзи тĕнчинче хăйсене тĕрĕслеме, сăвăсене витерỹллĕн, артистла пултарулăхпа калама вĕрентнипе пĕрлех ăсталăха туптама пулăшнине те палăртрĕç. Унтан вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тĕрлĕ секцисене саланчĕç. "Авторсем хăйсен сăввисене тата эссисене илемлĕ вуласси" тата "Ентеш-поэт сăввисене илемлĕ вуласси" номинацисенче вĕрентекенсен хушшинче Л.Николаева (Шупашкарти 62-мĕш шкул), Л.Владимирова (Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕ), кĕçĕн ушкăнра И. Петрова, М.Михеева (Елчĕк шкулĕ), вăтам ушкăнра О. Филимонова (Патреккел шкулĕ), В.Тимофеев (Тăрăм шкулĕ), аслă ушкăнра А.Смолов (Канаш районĕ), С.Доброхотов (Лаш Таяпа) 1-мĕш вырăнсене тухрĕç. Жюри членĕсем - Раиса Сарпипе Альбина Юрату поэтессăсем, Петр Сидоров, Елена Чекушкина çыравçăсем, филологи наукисен кандидачĕ Ю.Виноградов, Елчĕк район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Николай Малышкин, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекенĕ Нина Левая тата ыттисем те конкурсантсемпе кăмăллă юлнине палăртрĕç. Маларах асăннă район шайĕнчи фестивальсене жюри членĕ пулса хутшăннă Альбина Юрату вĕренекенсем малтанхипе танлаштарсан чылай улшăннине, вĕсем хăюллăрах та уçăрах, поэзи чĕлхи енчен пуянрах пулса пынине палăртрĕ. Конкурс хыççăн хăнасем Патреккел шкул ачисенчен йĕркеленнĕ "Алмаккай" фольклор ушкăнĕн (ертỹçи Г.Борисов) пултарулăхĕпе паллашрĕç. Уяв хыççăн хăйсене кăмăллăн кĕтсе илсе ăсатса янăшăн кашниех Патреккел шкулĕн ĕçченĕсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ.
"Елчĕк Ен"