Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăрçă вучĕ витĕр тухнă учитель

Олимпий Алексеевич Сазонов 1925 çулхи чỹк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Кỹлпуç ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. 1942 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищине пĕтерсен Хăвăлçырмари 7 çул вĕренмелли шкулта учитель пулса ĕçленĕ. 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче ăна салтака илсе каяççĕ. Радистсен курсне пĕтернĕ хыççăн фронта ăсатаççĕ. Вăл 1943 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа вăрçă пĕтичченех 29-мĕш Суворов орденлĕ, Хĕрлĕ ялавлă Полоцки стрелковăй дивизийĕн штабĕнче радиостанци начальникĕ пулнă. Беларусь, Литва, Латви çĕрĕсене ирĕке кăларма хутшăннă. 1945 çулхи чỹк уйăхĕнче демобилизациленнĕ. 1946 çултан пуçласа Елчĕк районĕнчи шкулсенче историпе географи учителĕ, завуч, шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. 1954-1956 тата 1960-1963 çулсенче Елчĕкри РОНО инспекторĕ пулнă. 1956-1960 çулсенче Елчĕкри вăтам шкул директорĕ, 1964 çултан пуçласа мĕн пенсие кайиччен Хăвăлçырмари 8 çул вĕренмелли шкул директорĕ пулнă. 1951 çулта куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи истори факультетне пĕтернĕ. О.Сазонова "Хастарлăхшăн", "Çапăçура палăрнăшăн", "Аттелĕхĕн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн", Жуков тата ытти медальсемпе, "РСФСР халăх çут ĕç отличникĕ", "Педагогика ĕçĕнчи пултаруллă ĕçшĕн" паллăсемпе наградăланă. Раççей Федерацин Хĕç-пăшаллă вăйсен Главнокомандующийĕ В.В.Путин приказĕпе килĕшỹллĕн Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнĕ ятпа (2005 çул) О.А.Сазонова майор званине, 2010 çулхи çу уйăхĕнче Çирĕклĕ Шăхаль администрацийĕ Олимпий Алексеевич Сазонова Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн Хисеплĕ гражданинĕ ята панă. Вăл ветеран. Вăл тивĕç çак ята, Ун айăп çук чап тиеннинче, Юлташĕсем килменшĕн каялла, Юлнишĕн паян кун ялта пĕччен. Мĕнле чĕртсен те шут халь ытларах, Шел, пырать çав вилнисем çинчен. Çĕнтерỹллĕ май кунĕнче татах Парадра утаймĕç тек ветерансем. Çав хаяр та ирсĕр вăрçăра Чĕререн шанса Çĕнтерĕве, Курнă вăл ялти вăтам шкула, Хăйĕн савнă шкул ачисене. Елчĕк енĕн мухтавлă ывăлĕ Тăван Елчĕк тăрăхĕ мухтава тухнă тава тивĕçлĕ çынсемпе пуян. 85 çулхи Олимпий Алексеевич Сазонов ячĕ вара районти паллă çынсем хушшинче тивĕçлипех сумлă вырăн йышăнать. Çур ĕмĕре яхăн вĕрентỹ ĕçĕнче вăй хунăскер, нумай-нумай çамрăка пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. Ахальтен мар унăн кăкăрне ытти нумай наградăпа пĕрлех "РСФСР çут ĕç отличникĕ", "Педагогика ĕçĕнчи пултаруллă ĕçшĕн" паллăсем илем кỹреççĕ. Олимпий Алексеевич обществăлла ĕçре те пысăк хастарлăхпа тăрăшулăх кăтартнă. Тăватă суйлавра ăна Хăвăлçырма ял совет депутатне суйлаççĕ. Нумай çул хушши пропагандист ĕçне туса пырать. "Знамя" колхоз хаçатне йĕркелесе ярса унăн редакторĕнче тăрăшать. Район çыннисем О.А.Сазонова пултаруллă педагог пулнипе кăна мар, тăрăшуллă ялкор пулнипе те лайăх пĕлеççĕ. Нумай çул ĕнтĕ вăл район тата республика хаçачĕсемпе тачă çыхăну тытма пуçăнни. Вулакансем унăн çырăвĕсене тарăн шухăшлă пулнăшăн кăмăллаççĕ. Ялкор шкулта тата çемьере ачасене тĕрĕс воспитани парас темăсене хускатать. 1957 çулта О.А.Сазонов РСФСРти рабочипе ялти корреспондентсен съездне хутшăннă, каярах Чăваш Республикинчи рабкорсемпе ялкорсен III тата IV съезчĕсенче делегат пулнă. Çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре палăрнăшăн, пичет ĕçне хастар хутшăннăшăн ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине парса чысланă. Ашшĕ-амăшĕн çулĕпе Олимпий Алексеевич ачаранпах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Истори предметне юратнă, Шупашкарти педагогика институтĕнчи историпе филологи факультетне вĕренме кĕме хатĕрленнĕ. Урăхла пулма та пултарайман. Мĕншĕн тесен, амăшĕ - Ксения Николаевна Пермякова, ашшĕ - Алексей Степанович Сазонов, амăшĕн йăмăкĕ - Анна Николаевна Пермякова, аппăшĕ - Валентина Алексеевна Сазонова та учительсем пулнă-çке-ха. Çамрăк Олимпий те хăйĕн пурнăçне шкулпа çыхăнтарасшăн пулнă. Анчах та хăйĕн ĕмĕчĕсене йĕкĕтĕн тỹрех пурнăçлама май килмен... Вăрçă хирĕнче ...Пĕтĕм Совет халăхĕшĕн 1941 çулхи ылханлă кун - çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ çитнĕ. Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине сĕмсĕррĕн, кĕтмен çĕртен тапăнса мирлĕ пурнăçа татнă. Тăватă çула тăсăлнă Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланса кайнă. 1943 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче 17 çулхи Олимпий Сазонова Совет Çарне илсе каяççĕ. Вăл Челябинск облаçĕнчи пĕчĕк станцире вырнаçнă радистсен шкулне лекет. Радист специальноçне алла илнĕ хыççăн авăн уйăхĕнче ăна Калинин фронтне яраççĕ, Торопец хулинче вырнаçнă 29-мĕш стрелковăй дивизин артиллери штабне аслă радиста лартаççĕ. Дивизи Беларуç хулисене ирĕке кăларассипе палăрнă, уншăн ăна Полоцки ят панă. Беларуç хулисене ирĕке кăларнă хыççăн 29-мĕш дивизи Литва çĕрĕ çине кĕрсе каять, унтан Латвири Шауляй, Вайнодэ, Рига хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Калас пулать, Прибалтика Совет салтакĕсене сиввĕн кĕтсе илнĕ. Хуторсенче хĕрарăмсемпе ача-пăча çеç юлнă пулнă, арçынсем вара вăрманта пытанса пурăннă. Унсăр пуçне кунта Власов генерал йĕркеленĕ РОА (Русская Освободительная Армия) чаçĕсем те Совет Çарĕсене хирĕç çапăçнă. Иртнĕ вăхăта ветеран çапла аса илет. "Шауляй хули çывăхĕнчи вăрмантан власовецсен пĕр ушкăнĕ хăй ирĕкĕпе пирĕн енне куçса тухрĕ. Вĕсене штаба илсе каймалла. Анчах тарăхса кайнă совет салтакĕсем вĕсене хĕнеме пуçларĕç: - Тăвансем! Эпир вырăссем, хамăрăннисем! Ан тивĕр, тархасшăн! - ỹксе çĕр кăшлаççĕ вĕсем. - Мĕнле вырăссем! Эсир - сутăнчăксем! - хурав параççĕ пирĕн салтаксем... Пирĕншĕн вăрçă çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен мар, 12-мĕшĕччен тăсăлчĕ. Нимĕçсем çак кун капитуляци йышăнса Совет Çарне парăнчĕç". Вăрçăра тĕрлĕ самантсем пулнă, тĕлĕнмелле эпизодсем пурнăç шăпине тĕрлĕ май çавăрса яма пултарнă. Çакна çирĕплетсе паракан вăрçă хирĕнче пулса иртнĕ тепĕр аса илỹ çинче те чарăнса тăрар. "1944 çул. Утă уйăхĕ. Çанталăк ăшă, тỹпере шурă пĕлĕт таткисем çеç. Пирĕн штабăн çĕнĕ вырăна куçмалла. "Студебекер" автомашина кузовĕнче 25 çын, штаб начальникĕ тухасса кĕтетпĕр. Вăл тухрĕ те, машина кабинине лариччен кузовра ларакансем çине пăхса илчĕ: - Эсир, çамрăксем, малти сакă çине хĕрсене лартăр, - терĕ. Эпир хыçала куçса лартăмăр, хĕрсем пирĕн вырăна йышăнчĕç. Машина хускалса кайрĕ, хыçран тусан çеç явăнса пырать. Кăмăл-туйăм лайăх, тавралăх илемлĕ. Хĕрсем юрă пуçларĕç. Кам кĕтнĕ çав самантра çапла килсе тухасса? Сасартăк пĕчĕк çеç пĕлĕт хыçĕнчен "мессершмитт" вĕçсе тухрĕ те пире шултра калибрлă пулеметран çунтарма пуçларĕ, ун хыççăн тепĕр самолечĕ, унтан тепри. Кузовра шăв-шав, хĕрсем чĕрене ыраттармалла çухăрни илтĕнет. Сывă юлнисем кювета чăмрăмăр. Самолетсем куçран çухалсан машина патне таврăнтăмăр: малта ларакан хĕрсем е вилнĕ, е аманнă. Оля радистка куç умĕнчех вилсе кайрĕ. Питĕ таса чунлă хĕрччĕ, килне таврăнса хăйĕн савнă тусĕпе çемье çавăрма ĕмĕтленетчĕ", - хаш сывласа илет ватă салтак сăмахне вĕçленĕ май. Ветеран паян Пурнăçра пысăк утăмсем туса Олимпий Алексеевич тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă. 1997 çулта юратнă мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕренпе Шупашкар хулинче пурăнать вăл. Вĕсем Софья Гурьевнăпа виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса пурне те тĕрĕс-тĕкел ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Кĕçĕн ывăлĕ Алексей пурнăçран сарăмсăр уйрăлни ашшĕн чĕрине паян кун та ыраттарать. Ветеран Сергей мăнукĕ вĕренекен 37-мĕш номерлĕ шкулта час-часах пулать, вăл тăрăшнипе кунта вăрçă ветеранĕсене халалласа стенд йĕркеленĕ. Мăнукĕсемпе савăнать, пурне те пулăшма тăрăшать ватă. Хăвăлçырмари шкул коллективĕпе те тачă çыхăнура вăл. Олимпий Алексеевич вĕрентсе кăларнă ачасем тахçанах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне саланнă пулсан та юратнă вĕрентекенне манмаççĕ, ăна ырăпа çеç аса илеççĕ, унпа мухтанаççĕ. О.А.Сазонов вăрçăран таврăннă çул хăйĕн "Учитель сăмахĕ" ятлă сăввинче çакăн пек çырнă: Ман професси мирлĕ. Эп - учитель, Хаваслă, шавлă ачасемпе ялан. Фронтра вара эп пулнă истребитель, Çунтарнă танксене ПТРтан... ...Шкул ачинчен тăвас килет ман паттăр. Хаваслă, ăслă, совеçпе таса. Мĕн пур халне Тăван çĕр-шывшăн патăр, Вăл ỹстĕр мирлĕ пурнăçа шанса. Çак сăмахсенче çамрăк ăрăва халал пани те, пурнăçа вĕрентни те.

Сăн ỹкерчĕкре: Олимпий Сазонов Татьяна хĕрĕпе тата Сергей мăнукĕпе Çĕнтерỹ кунĕнче (2008 çул).



"Елчĕк Ен"
20 ноября 2010
00:00
Поделиться