Вĕренекенсем хушшинче массăллă физкультурăпа спорта аталантарас тата вĕсене физкультурниксен йышне явăçтарас тĕллевпе Çĕрпỹри "Асамат" физкультурăпа спорт комплексĕнче физкультурăпа спорт фестивалĕ "ДРОЗД-2010" иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм, Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствисем, Чăваш Енĕн социаллă тата культура программисене пурнăçа кĕртекен фонд йĕркеленĕ. Ăмăртусене 14 районти 26 команда хутшăннă. Ачасем вырăс чĕлхине мĕнле пĕлнине кăтартса панă. Çавăн пекех фестивальте çамрăксем çăмăл атлетикăра, стрит-баскетра, шывра ишессипе эстафетăра пултарулăхне кăтартнă. Фестиваль хĕрỹ тупăшура иртнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш вăтам шкул команди çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Çĕмĕрлери 8-мĕш гимнази. Виççĕмĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш ДЮСШ. Елчĕк районĕн чысне Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем хỹтĕленĕ. Вĕсем вырăс чĕлхипе ирттернĕ конкурсра 3-мĕш, хĕр ачасем шывра ишессипе 1-мĕш вырăнсене тухнă. 26 командăран 6-мĕш вырăна тухни Елчĕксене чыс кỹрет.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.