Ветерансем канашлаççĕ
"Пенсионерсен пĕрлешĕвĕ" обществăлла организацин районти полномочиллĕ представителĕ Л.Горшкова ертсе пынипе нумаях пулмасть организацин ĕçлĕ ушкăнĕн ларăвĕ пулса иртнĕ. Л.Горшкова пухăннисене пенсионерсен пĕрлешĕвĕн ĕç планĕпе паллаштарнă. 90, 95, 100 çул пурăнакан ватăсене чыслассине, вĕсене юбилей ячĕпе "Елчĕк ен" хаçат урлă саламлассине, шкул ачисене ватăсене пулăшма явăçтарас тĕллевпе шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлессине, ял тăрăхĕнче ватăсене чыслассине, 50, 60 çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене саламлассине йĕркене кĕртесси - кун йĕркинчи тĕп ыйтусем пулнă. |
"Елчĕк Ен"