Тĕп вырăнта - профилактика
Милици ĕçне халăх хаклать. Вăл пирĕн ĕçе ырă хак пани, тав туни милици сотрудникĕшĕн пысăк парне, çакă малалла та хавхаланса ĕçлеме вăй парать. Общество хăрушсăрлăхĕн милицийĕн тĕп тĕллевĕ - профилактика, тунă преступленисене тупса палăртасси. Преступленисен шутне чакарас, граждансен прависене тата интересĕсене хỹтĕлес тĕллевпе профилактика ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пыма тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче хуçалăхсем экономика тĕлĕшĕнчен вăйсăрланнине, дисциплина шайĕ чакнине шута илсе вĕсен, уйрăм çынсен пурлăхне çаратассине чакарас тĕллевпе рейдсем час-часах ирттеретпĕр, хуçалăх ертỹçисем пурлăха упрас ĕçе мĕнле йĕркеленипе паллашсах тăратпăр. Экономикăри йывăрлăхсем, тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсем çукки халăха ют регионсене ĕçлеме çỹреме хистет. Ашшĕ-амăшĕн çирĕплĕхне туйман ачасем хăйсене ирĕклĕн туяççĕ, воспитани тивĕçлĕ шайра пурнăçланса пымасть. Аслисем эрех серепине лекни те ачасене тĕрĕс çулпа утассинче пысăк чăрмав кỹрет. Çакна тата ытти тĕслĕхе шута илсе районти кашни ял тăрăхĕнчех профилактика канашĕсем йĕркеленнĕ. Вĕсем обществăра хăйсене йĕркесĕр тытакан граждансем çине ырă витĕм кỹреççĕ, ăнăçсăр е тулли мар çемьесене, вĕсенче çитĕнекен ачасене сăнасах тăраççĕ, тỹрĕ çултан пăрăнакансене тĕрĕс çулпа утма хистеççĕ. Кăçалхи 10 уйăхра районта административлă йĕркене пăснăшăн 3354 çынна айăпланă, çав шутран обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн - 730, хулиганла пĕчĕк ĕçсем тунăшăн - 120, çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн - 2038, суту-илỹ йĕркине пăснăшăн - 72, ытти йĕркене пăхăнманшăн 395 çынна явап тыттарнă. Районти йĕрке хуралĕпе çыхăннă лару-тăру, тĕпрен илсен, япăх мар. Йĕркене пăснă тĕслĕхсене вăхăтра тупса па-лăртса уçăмлатнин, преступленисен çулне пỹлес тĕллевпе çине тăрса ĕçленин результачĕ çакă. |
"Елчĕк Ен"