Шыв çинче асăрхануллă пулмалла
Раççей Федерацийĕн Шыв кодексĕпе тата Федерацин ытти саккунĕсемпе килĕшỹллĕн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчи "2010-2011 çулхи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта Чăваш Республикинчи шыв обьекчĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси çинчен" йышăнăвне тĕпе хурса район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л.Левый районта кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрта шыв обьекчĕсенче асăрхануллă пулмалли пирки постановлени йышăннă. Районти шыв обьекчĕсенчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе тата надзор органĕсемпе пĕрле тĕрĕслевсене хутшăнассипе гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникне А.Клементьева çирĕплетнĕ. Çавăн пекех районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене хăйсен территоринче вырнаçнă шыв объекчĕсене пăхса, тĕрĕслесе тăмаллине палăртнă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсен пĕрле гидротехника сооруженийĕсене çĕнĕрен пăхса тухассине, шыв шайне чакарассине йĕркелемелле. Ку енĕпе ответлă çынна çирĕплетмелле. Умра хĕл кунĕсем. Çавна май çỹхе пăр хăрушлăх кăларса тăратма пултарасси çинчен самантлăха та манмалла мар. Пĕвесенче илекен шыв вырăнĕсем патĕнче ятарлă паллăсем лартассине йĕркелемелле.
"Елчĕк Ен"