Кулленхи тăнăçлăхшăн кашни кун службăра
- Владимир Нилович, уяв умĕн çак ыйтăва хускатма аванах та мар. Çапах районти криминаллă лару-тăру çинче чарăнса тăрсамăр...
- Криминаллă лару-тăрăва çулсеренех çирĕп алăра тытма тăрăшатпăр. ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ республика шайĕнче начар мар кăтартусемпе палăрса тăрать. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем преступленисен çулне пỹлес, вĕсен сăлтавне уçăмлатас, халăха тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен хỹтĕлес тĕллевпе çулсеренех сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Пирĕн ĕç-хĕлре профилактика тĕп вырăн йышăнать. Ку енĕпе сахал мар ĕç пурнăçлама тивет. Ял тăрăхĕсенчи профилактика комиссийĕсем, участоксен уполномоченнăйĕсем ĕç-хĕле пĕлсе йĕркеленине, ĕçченсем вăхăтра ятарлă операцисем ирттернине, уявсенче е мероприятисенче сыхăлăха тата та ỹстерсе пынине асăнмалла. Ют пурлăха вăрлассине асăрхаттарас тĕллевпе çĕрле е кăнтăрла тĕрĕслевсем ирттеретпĕр, хуçалăхсем пурлăх пуянлăхне мĕнле упранипе кăсăклансах тăратпăр. Çапах та тунă ĕçсемпе лăпланса лармалла маррине, паянхи кăткăс пурнăç милици ĕçченĕсен яваплăхне тата та ỹстерме ыйтнине кашни ĕçчен лайăх ăнланать. Майлă самантпа усă курса манăн хуçалăхсен, харпăрлăх тытакансен ертỹçисене çапла калас килет. Милици работникĕсем çине çеç шанни çителĕксĕр, хамăр пурлăхшăн хамăрăн та яваплă пуласчĕ. Пурлăха упрамалли майсем паянхи кун çителĕклех. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли - видеосăнавсем вырнаçтарни. Ку енĕпе "Прогресс" хуçалăх, районти чылай предприятипе организаци ăнăçлă ĕçлеççĕ. Хăш та пĕр ертỹçĕне приборсен хакĕ хăратать, çав вăхăтрах видеосăнавсем вырнаçтарман хуçалăхсем çак прибор хакĕнчен темиçе хут пысăкрах тăкак тỹснĕ тĕслĕхсем те пулчĕç. Иртнĕ çул районти икĕ хуçалăхра - "Комбайн", "Победа" ЯХПКсенче пурĕ 500 пин тенкĕлĕх гербицид çухалчĕ. Айăплисене тупса палăртас тĕллевпе сахал мар вăй хума тиврĕ. Çапах та асăннă ĕçе пăнчă лартма, айăплисене тупса палăртма пултартăмăр - Чăваш Енре тата кỹршĕллĕ Тутар Республикинче йĕркеленнĕ преступниксен ушкăнне, унăн ертỹçине тытса чарма май килчĕ. Ушкăн таврари районсенчи хуçалăхсенчен им-çам вăрласа Чулхулара вырнаçтарса тăнă. Çак тĕслĕх хыççăн "Комбайн" хуçалăх та хăйĕн территорине ятарлă приборсем илсе лартрĕ. Уяв умĕн яланах ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе итогсене тишкересси йăлара. Кăçалхи 10 уйăхра пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, преступленисен шучĕ 9,5 процент чакни, вĕсене уçса парасси ỹсни палăрать (2009 çулта - 148, 2010 çулта 134 преступлени регистрациленĕ). Криминаллă милици тата общество хăрушсăрлăхĕн милицийĕ енĕпе преступленисен шучĕ чакнă. Чакнисен шутĕнче çавăн пекех йывăр, уйрăмах йывăр, ниçта та ĕçлемен çынсем тунă, вĕлерессипе, теприн пурнăçне ятарласа сиен кỹрессипе, вăрлассипе, çаратассипе, мăшкăллассипе çыхăннă преступленисем.
- Пăшăрхантараканни те пур ...
- Ỹсĕрсем тата çул çитменнисем тунă преступленисем ỹсни пăшăрхантарать. Пĕрремĕшĕ 8 (пурĕ 29), иккĕмĕшĕ 7 (пурĕ 8) тĕслĕх таран ỹснĕ. Общество умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан пулăм вăл - ялсенчи чылай çын эрех серепине путса пыни. Преступленисен пысăк пайне çынсем ỹсĕрле тăваççĕ. Ĕçекенсем ытларах чухне ниçта та ĕçлемеççĕ. Юлашки çулсенче халăх сỹрĕкленни, хăйне йĕркесĕр тытакан кỹршипе е пĕлĕшĕпе кăсăкланманни пăшăрхантарать. Кăçал юпа уйăхĕнче Элпуç ялĕнче пулса иртнĕ уйрăмах йывăр преступлени çинче кĕскен чарăнса тăрас килет. Маларах судпа айăпланнă С. тата П. симĕс шĕвекпе туслă пулнă май С. килĕнче час-часах эрех ĕçнĕ. П. С. хуçалăхĕнче час-часах пулнă, хăйне килĕнчи евĕр туйса кил хуçине пусахласах çитернĕ. С.-па П. пĕрле эрех ĕçнĕ хыççăн пĕр-пĕринпе вăрçăнса кайнă, пĕрне-пĕри сурансем тунă хыççăн П. пурнăçран уйрăлнă. Мĕн калама пулать çак тĕслĕхпе? Енчен те çак ĕçкĕç юлташсемпе вырăнти общественность ĕçленĕ, вĕсем пирки милици сотрудникĕсене вăхăтра пĕлтернĕ пулсан, çак хăрушă инкек сиксе те тухмастчĕ. Кăçал çула çитмен çамрăксем тунă преступленисен шучĕ ỹсни те пăшăрхантарать. Çав шутран 4 тата 2 преступление пĕрер ача туни тарăн шухăша ярать. Мĕн пирки калать çакă? Хамăрах иртĕнтеретпĕр мар-и ачасене? Çул çитмесĕрех вĕсене автомашина рулĕ умне лартатпăр, мĕн ыйтнă, çавна илсе паратпăр, ĕçе вĕрентме тăрăшмастпăр, саккунпа килĕшỹллĕн вĕсене çĕрлехи вăхăтра урама кăларма юраманнине пĕлсе тăрсах ирччен çỹреме ирĕк паратпăр. Преступленисен пысăк пайĕ вара ытларах çĕрлехи вăхăтра пулать. Çул çитменнисем аслисен хыççăн кайса эрех-сăра ĕçнине, пирус туртнине ашшĕ-амăшĕ чылай чух пĕлмест те, инкек вара нумаях кĕттермест. Киревсĕр çул çине тăрса çакăн евĕр ачасем часах йĕрке хурал ĕçченĕсен аллине çакланаççĕ, малашлăх пурнăçĕнче хура йĕр хăвараççĕ. Ача 18 çул тултариччен уншăн ашшĕ-амăшĕ яваплă, вĕсене тĕрĕс воспитани парса ỹстересчĕ, ăнсăртран киревсĕр çул çине тăрасран асăрхаттарсчĕ.
- 2010 çул сирĕншĕн уйрăмах пысăк пулăмпа палăрса юлчĕ, эсир çĕнĕ çуртра ĕçлеме пуçларăр...
- Çапла. Кăçалхи çул пирĕншĕн, шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансемшĕн, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ - эпир Европа стандарчĕсемпе çĕкленнĕ çĕнĕ те капăр çуртра ĕçлеме пуçларăмăр. Кунта халĕ ĕçлеме те, халăха йышăнма та тивĕçлĕ условисем çителĕклех. Пỹлĕмсем ăшă, çутă та хăтлă. Ĕçре кирлĕ çĕнĕ оборудовани пур. Спорт тата акт залĕсем, вĕренỹ класĕ, кану пỹлĕмĕ, тир, кинолог кабинечĕ, гаражсем - пурте ĕçре çăмăллăх кỹреççĕ. Автотранспорт çĕнелни ĕçре тата та пысăк пулăшу парать. Лайăх кăтартусемпе палăрнăран ертỹçĕсем пулăшсах пыраççĕ, çывăх вăхăтра çĕнĕ техника татах та хушăнĕ.
- Уяв ячĕпе мĕн каланă пулăттăр?
- Ăнăçу яваплăха туйса ĕçлекен милици сотрудникĕсенчен чылай килет. Вĕсем вара пирĕн сахал мар. Коллективра çамрăксем те, чылай çул ĕçлесе пысăк опыт пухнисем те пур. Кашниех вĕсем ĕçе пĕлсе, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Паян - Раççей милицийĕн кунĕ. Çак ятпа эпĕ кашни сотрудника, вĕсен çемйисене, хăй вăхăтĕнче шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ ветерансене саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçусемпе çитĕнỹсем, пурнăçра лăпкăлăх сунатăп. Ветерансен хушшинче Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Николай Васильевич Скворцов пур. Вăл Патреккелте пурăнать. Тавах вĕсене пурне те канаш-сĕнỹпе пулăшса пынăшăн.